Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван кил ăшши, тăван çĕр пархатарĕ

03 ноября 2010 г.

Уй-хир ĕçченĕшĕн черетлĕ ял хуçалăх çулĕ вĕçленсе пырать. Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăллисен шутĕнче пулманран кăçалхи ĕç-хĕл те йывăрлăхсемпе туллиех пулчĕ. Çăмăл мар лару-тăру килти хушма хуçалăхсене те айккинче хăвармарĕ. Кăшт маларах пирĕн корреспондент Чăваш Республикин Президенчĕ патĕнче пулнă май Михаил Васильевичпа унăн туслă çемйи килти хушма хуçалăхри пахчана хĕле хатĕрлесе çитернине пĕлчĕ.

Журналист çитнĕ чух Игнатьевсем пахча çимĕç пуçтаратчĕç. Ĕçрен кăшт пушаннă вăхăтра Михаил Васильевич хăйĕн çинчен тата килти хушма хуçалăхри ĕç-пуç пирки каласа пама килĕшнĕ. Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турханта çуралса ÿснĕ. Çемьере кĕçĕнни пулнăран ашшĕ-амăш кил-çуртне упрассине тĕп тĕллев тесе шутлать. Тăватă çынран тăракан çемьен килти хушма хуçалăхри çĕр лаптăкĕ 80 сотка. Кунта ĕçлеме аслă Игнатьевсене кĕçĕннисем – Иванпа Мария – пулăшаççĕ. «Кашни канмалли кунах эпир хамăрăн çĕр участокĕ çинче. Ачасене те килĕшет кунта. Вĕсем пирĕнпе пĕрлех ĕç воспитанийĕ илеççĕ, канаççĕ», – тет Михаил Игнатьев.

Килти хушма хуçалăхра шăрăх çу кунĕсенче те лайăх тухăç илсе Чăваш Республикин Президенчĕ хуçасăрлăха çанталăк условийĕсем çине йăвантарма юраманнине çирĕплетет.

– Михаил Васильевич, кăçалхи типĕ çул шултра кишĕр туса илнин вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха;

– Çĕр ĕçне юратакан кашни çыннах кăçал кишĕр хăйĕн тухăçĕпе савăнтарчĕ. Килти хушма хуçалăхра ăна çумласа тата шăварса тăма питĕ йывăрах мар. Кун çумне паян пурнăçа кĕрсе пыракан çĕнĕ технологисене алла ил те – шултра кишĕр пулчĕ те. Технологи пирки калаçнă чух вăрлăх суйласа илесси мала тухать. Эпĕ ăна çулленех шанчăклă дилерсенчен туянатăп. Акма вара çулленех Раççей селекциллĕ 2-3 сорта акатăп. Çĕр ĕçĕ вăл вăрлăх акасси çеç мар. Акмалли çĕре тĕрĕс хатĕрлени, шăтса тухнă калчасене вăхăтра шăварса тăни, вĕсене макро- тата микроэлементсемпе пĕлсе апатлантарни те – пулас тухăçăн шанчăклă никĕсĕ. Куратăр вĕт, йывăрри нимĕн те çук. Тухăç пулсан вара чун хĕпĕртет.

– Эсир кăмăлланă çĕр улми сорчĕсем хăшĕсем-ши;

– Пирĕн çемьере чи юратнă сорт вăл – Импала. Унсăр пуçне хĕрлĕ хупăллă Розамунда, Роко сортсем те килĕшеççĕ. Эпир кунта та 3 сортран кая лартмастпăр. Ытларах крахмаллă сортсене килĕштеретпĕр. Импала тăсăкрах та вĕтĕ куçсемлĕ сорт. Кăварта пĕçерсен аван.

– Шăварнă пулсан ялта шыв çителĕклĕ ĕнтĕ;

– Хам колхоз председателĕ пулнă чух 1994 çултах ялта шыв пăрăхĕ хунăччĕ. Унчченхи вăхăтра вара «Нарспи» поэмăри пек ялĕпех çĕклемпе 500 метрти çăл куçа утаттăмăр. Каллĕ-маллĕ пĕр километр пулатчĕ. Çапла вара хамăра валли те, выльăхсене шăварма та, мунча кĕме те. Паян – урăхла лару-тăру.

– Эсир электрике вĕреннĕскер агроном пулса тăнине епле ăнланмалла-ха;

– Кунта йăлтах ансат. Малтанах хамăр килтен 3 çухрăмра вырнаçнă 8 çул вĕренмелли шкулта вĕрентĕм. Вăтам пĕлÿ илессине Шупашкарпа тăван килтен 7 километрта вырнаçнă шкул хушшинче суйлама тиврĕ. Çемьепе канашларăмăр та професси илессине мала кăлартăмăр: энергетика техникумне вĕренме кĕтĕм. Çартан таврăнсан кĕçĕнни пулнăран хам çуралса ÿснĕ килте аннене пулăшма пултăм. Пирĕн пÿрт эпир ача чухнехиехчĕ, пĕчĕкчĕ. Хам ача чух атте пÿрте хăмапа çапса çавăрнине паян та астăватăп.

Паян кунта тивĕçлĕ канăва тухнă Раиса аппа пурăнать. Ăруран ăрăва куçас йĕркепе пÿрте ман çине çырнă. Яла газ кĕртнĕ чух эпир вырăс кăмакине упраса хăвартăмăр. Çак кил-çурта килсен манăн чун канать. Канмалли кунсенче 4 аппапа пиччепе, вĕсен çемйисемпе пуçтарăнатпăр – пысăк çемьене унран телейлĕрех самант кирлĕ-ши тата! Килти кукăле юрататăп. Кунтах чăн-чăн ял мунчи! Картишĕнче чăх-чĕп, кăрккасем...

– Кăрккасем – чăвашсемшĕн хăнăхман кайăксем. Вĕсене пăхма йывăр мар-и;

– Пытармасăп, кайăкĕ чăнах та питĕ ачашскер. Вĕсене, уйрăмах чĕпписене, пăхас тата тăрантарас технологи те хăйне евĕр. Кирлĕ пек температура тытса тăмалла, вăхăтра апатлантармалла. Анчах какайĕ диетăллă, холестеринсăр. Какай тухасси вара 75 процент.

– Йывăрлăхсем пулнă-и;

– Ĕçре пиçсе ÿснĕрен-тăр ятарлă йывăрлăхсене астумастăп. Кăткăс лару-тăрусем паллах пулнă. Анчах пире йывăрлăхсем умĕнче куççуль юхтарма мар, вĕсене çĕнме, мал туртăмлă ĕçлеме вĕрентнĕ. Тăрăшсан пурте пулать. Атте вилнĕ чух эпĕ 12 çултаччĕ. Çавăнпа та атте ĕçĕсене те самаях пурнăçлама тивнĕ, анчах алă усман. Шутласа пăхăр-ха, хулана вĕренме кайма кăна тулли сумкăсемпе çывăхри остановкăна 10 километр утма тата халăх тулнă автобуса хĕсĕнсе кĕрсе ларма тиветчĕ. Хулари пропискăсăр пире талонсем памастчĕç те витринăра выртакан 2 тенкĕ те 14 пус тăракан кăлпасси çине куç ыраттарса пăхаттăмăр. РФ Правительствин Председателĕ В. Путин Раççейри ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче ăнсăртран мар çапла каларĕ: «Советсем вăхăтĕнче нумай туса илеттĕмĕр, анчах магазинсенче таварсен дефицичĕччĕ. Паян вара сахалрах туса кăларатпăр, анчах сентресем йăтăнса анасла».

– Рынок хутшăнăвĕсенче ял хуçалăхĕ патшалăх пулăшăвĕсĕр пурăнаймасть тенине епле йышăнатăр;

– Ял хуçалăхĕнче йăлтах укçа-тенкĕпе çеç виçмелле мар. Банксен ялти кредитор-заемщиксене пăхсах тăмалла. Çапла, пăхса тăмалла. Енчен те эпир пурне те укçа-тенкĕпе çеç виçме пуçласан тавар туса кăларакансем тупăш хыççăн кайса тавар пахалăхне чакарса яма пултараççĕ. Паян çакă сисĕнме пуçларĕ те. Ăнланатăп, ялти натурăллă паха продукци калăпăшĕ çĕнĕ технологисен пулăшăвĕпе ÿсмелле. Аграри секторĕнче стандартсемпе продукци регламентне пăхăнасси пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ял хуçалăхĕ вăл пур çĕрте те ял хуçалăхĕ. Анчах манма кирлĕ мар, Европăри фермер Раççейри ĕçтешĕнчен 30 хут ытларах субсиди илет. Кунта пирĕн пĕрле ĕçлемелли пайтах-ха.

– Ял хуçалăхĕнчи йывăрлăхсене курсах 25 çулта колхоз председателĕн тилхепине тытма çăмăл пулчĕ-и;

– Кашнин хăйĕн вăхăчĕ. Эпĕ председателе ларасси вара хăйне евĕр пулса иртрĕ. Горбачев вăхăчĕччĕ. Коммунистсен партийĕн райкомĕ хуçалăх ертÿçине альтернативлă майпа суйлама сĕнсен, çак вырăна тăратнă 3 кандидатурăран ял çыннисем мана суйласа илчĕç. Çакăн хыççăн ĕçе мĕнрен пуçламалли пирки иккĕленнĕрен 3 кун ĕçе тухаймарăм. Мĕн тумалла; Ялти ăста ватăсем ĕмĕтсен çулне уçса правление илсе пычĕç те вĕсен пулăшăвĕпе пĕрле ĕçлеме пуçларăмăр. Çапла – пуçларăмăр!

– Çав вăхăтра эсир хăвăра халăха ертсе пыма пултаракан лидер пек туйрăр-и;

– Кун пирки эпĕ нихăçан та шутламан. Манăн тĕллевре халăх шанăçне тÿрре кăларассиччĕ. Ял çыннисем манăн аттене ырă енчен лайăх пĕлнĕрен унăн ятне ярас килместчĕ. Вăл вăхăт тĕлне эпĕ бригадирта ĕçленĕччĕ ĕнтĕ, çынсем те мана хăнăхнăччĕ.

– Халăх шаннă пулсан председатель тилхепи çирĕп алла лекнĕ ĕнтĕ;

– Çапла тума тăрăшрăм. Вăл вăхăтра çĕр-шывра производство аталанăвĕ чăхăмлани сисĕнетчĕ. 1987 çулхи нарăс уйăхĕ. Ял хуçалăхĕ умне тухнă йывăрлăхсем те куç умĕнчехчĕ. Анчах вĕсем умĕнче пуç усмасăр 10 çул йывăрлăхсене çĕнсе малалла аталанас тĕллевпе ĕçлерĕмĕр. Халăх хама шаннăран чуна парса вăй хутăм. Çав çулсенче выльăх йышĕ те, продукци хисепĕ те каялла кайман. 100 гектар ял хуçалăх çĕрĕ пуçне пĕрлехи тăрăшулăхпа 120-125 центнер аш-какай, 500-600 центнер сĕт туса илеттĕмĕр. 1991 çулхи демократи ял хуçалăхне реорганизаци ыйтăвĕсене, çĕр валеçессине, дотацисемпе субсидисен çулне хупассине илсе çитерчĕ. Шăпах çав вăхăтра эпир «Хресченсен союзĕн» председателĕпе Аркадий Павлович Айдакпа çĕр ĕçченĕсен прависемшĕн кĕрешме пуçларăмăр. Пирĕн хамăрăн хаçат та тухатчĕ. Эпир ку «хирĕç тăрура» «революционерсем» пултăмăр. Кайран Айдак хăй ывăннине систерсе çамрăкки пур тесе ман çине ытларах шанăç хума пуçларĕ. Пĕрлехи килĕшÿпе эпир çÿлти пуçлăхсем умне çирĕп ыйтусем лартаттăмăр: мĕншĕн фермăсем хупăнаççĕ, ял çыннисем ĕçсĕр юлаççĕ; Аграри партийĕ çуралчĕ. Мана ял хуçалăх министрĕн çумĕ пулма çирĕплетрĕç. Карьера ÿсĕмĕн çĕнĕ çулĕ пуçланчĕ.

– Паян ертÿçĕсем умне çирĕп ыйтусем лартакан тепĕр Игнатьев тухсан;..

– Эпĕ çирĕплетсех калатăп: пĕрлешĕр, союзсемпе обществăсем тата ассоциацисем йĕркелĕр. Темшĕн тытăнса тăраççĕ. Тен пултараймаççĕ; Анчах эпĕ çамрăксем хушшинчен аграрлă сектор аталанăвĕшĕн ответлăха туякан, пуçаруллă та пысăк тавракурăмлă çамрăксем тухасса шанатăп. Вĕсем пур!

Н. СТЕПАНОВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика