Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна вăя кĕртессишĕн тăрăшаççĕ

03 ноября 2010 г.

Çак кунсенче суд приставĕсен институтне йĕркеленĕренпе 145 çул çитрĕ. Çавна май эпĕ суд приставĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе суд приставĕсен районти пайĕн пуçлăхне, аслă суд приставне А.М. Бочкарева хаçат редакцине чĕнтĕм.

– Суд приставĕсен институтне йĕркелени, пĕтĕмĕшле илсен, 1917 çулччен пулнă Раççей юридицийĕн тĕп шухăшĕ патне таврăнниех пулса тăрать ĕнтĕ. Историе шаларах кĕрсен интереслĕ самантсем те пур. Çапла вара 1270 çултах суд йышăнăвĕсене пурнăçлаттаракан приставсем пирки пĕрремĕш хут асăнни пур. Вунсаккăрмĕш ĕмĕр тĕлне суд йышăнăвĕсене вăйпа хистесе пурнăçлаттаракан пĕр орган пулнă, ку органа пĕтĕмĕшле полици тенĕ. Халĕ ĕнтĕ суд йышăнăвĕсене пурнăçлаттарассишĕн яваплă ятарлă çынсем кирлĕ пулнă. Çапла вара суд приставĕсем хăйсен ĕçне кÿлĕннĕ. Раççей империйĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн унта вăй хуракансен квалификаци требованиĕсене те палăртнă. 21 çула çитменнисене унта ĕçлеме йышăнман, çавăн пекех ĕçе пуçăниччен çыннăн чылай енĕсене тишкернĕ.

1917 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче судсем пирки калакан 1-мĕш номерлĕ декретпа суд приставĕсен тытăмне пĕтернĕ. Çапла вара вырăнти судсемпе суд органĕсенчи йĕркелĕхе малтанах Хĕрлĕ гварди пурнăçланă. Вăхăт иртнĕçемĕн ку ĕçе тăвассине вырăнти милици хăй çине илнĕ, вĕсемех суд приговорĕсене пурнăçласа пынă, ĕçе кирлĕ пек йĕркеленĕ. Судьясен ĕçĕ вара чылай пулнă, ведомствăлла тĕрĕслев кирлĕ шайрах пулса пырайман.

Кун-çул малаллах пырать. 80 çул иртсен вара историллĕ чăнлăх çиеле тухать. 1997 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнчен пуçăнса «Суд приставĕсем çинчен» тата «Исполнительнăй производство çинчен» Федераллă саккунсем вăя кĕреççĕ. Тивĕçлĕ шайрисем суд приставĕсен институтне туса хураççĕ. Çапла вара ăна ĕç тăвакан влаç органĕсен системинче хăй тĕллĕнлĕхпе тата никама пăхăнманлăхпа тивĕçтерчĕç. Чăваш Республикинче те ытти çĕр-шыври пекех çĕнĕ службăн подразделенийĕсене йĕркелесси пуçланчĕ.1998 çулхи январĕн 5-мĕшĕнченпе вара ку ĕç Раççей Юстици министерствин структура подразделенийĕ пулса тăчĕ. 2005 çулта Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республики тăрăх суд приставĕсен федераллă службин управленине туса хураççĕ. Халĕ ĕнтĕ пирĕн орган хăй тĕллĕн юридици органĕ пулса тăчĕ.

– Çапах та сирĕн служба çине еплерех тивĕçсем тиеннĕ-ха;

– Суд приставĕсен службин ĕçĕ çăмăлах мар тесе каласшăн эпĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн кулленхи ĕçре парăмçăсемпе те ĕçлеме тивет-çке, кунта вара çирĕплĕхсĕр пулмасть. Пирĕн тĕп задача вара суд йышăнăвĕсене, ытти полномочиллĕ органсен акчĕсене ирĕксĕрлесе пурнăçлаттарасси пулса тăрать. Унсăр пуçне тата судсенче кирлĕ йĕркене тивĕçтеретпĕр. Ку çеç те мар, пире дознани функциĕсене шанса панă. Çапла майпа суд приставĕсем çичĕ статьяпа уголовнăй ĕç пуçарма, вунвиçĕ административлă статьяпа штрафсем пама пултараççĕ. Пирĕн службăна вара суд тĕрĕслĕхĕн алли теççĕ.

Чăваш Енре суд приставĕсен шутĕнче паянхи куна 700 çын ытла вăй хурать. Пирĕн районта вара вун ултă сотрудник тăрăшать. Сакăр пристав-исполнитель, ОУПДС енĕпе пилĕк пристав тата пĕр дознаватель хăй тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пырать.

Пирĕн принцип çирĕп. Паянхи кун демократи пуç пулнă вăхăтра обязательствăсене пăхăнманни пачах та пулма пултараймасть. Çапла вара саккун кăна йышăнни çителĕксĕр-çке, вăл пурнăçа кĕни пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн ĕçченсен суд йышăнăвĕсемпе полномочиллĕ органсен тĕрлĕ акчĕсене ирĕксĕрлесе пурнăçлаттарма тивет. Сăмахăма вĕçленĕ май вара эпĕ хамăр патра вăй хуракансене çăмăл мар ĕçре вăй-хал, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп.

Р. ИЛЛАРИОНОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика