03 ноября 2010 г.
Каршлăх çывăхĕнчен иртекен «Атăл» – «Гигант» – Мăн Сĕнтĕр» автоçул çинче иртнĕ шăмат кун хăрушă инкек пулса иртрĕ. Тяпакасси ялĕнче пурăнакан 36 çулхи арçын тем хушăра хăй тытса пыракан ВАЗ–21099 машинăпа хирĕç килекен машинăсен речĕ çине пăрăнса тухать. Унта çывхарса килекен çăмăл машина водителĕ (çармăс çынни), çапăнас мар тесе, руле ирĕксĕрех хирĕç килекен машинăсен речĕ енне пăрать. Пĕрремĕш машинăн водителĕ хăй тĕрĕс мар тунине «асăрхаса» йăнăша тÿрлетет: хăй пымалли рет çине каялла тухма шутласа вăл та руле çав еннеллех пăрать. Çапла икĕ машина тÿрех хире-хирĕç çапăнать.
Машинăсем тимĕр-тăмăр купи çине çеç кайма юрăхлă пулни ку лару-тăрура çын пурнăçĕ татăлнипе танлаштарсан нимĕн те мар. Кунта вара пĕр çын пурнăçĕ мар, виççĕшĕн пурнăçĕ çак вырăнтах татăлать. Тепри реанимацие илсе çитерсен вилсе каять. Икĕ ачана – пĕр уйăхри тата тăваттă тултарман хĕр ачасене – Шупашкарти ача-пăча центрне çитереççĕ. Амăш аллинче пулнă пĕчĕк пепкен, Турри пулăшсан, амăшĕ мĕнле пулнине сăн ÿкерчĕк тăрăх çеç пĕлмелле пулать. Тепри вара ÿссен: «Мана мĕншĕн ачасен ларкăчĕсĕр çула илсе тухнă-ши;» – тесе ыйтĕ пуль. Вĕсем питĕ йывăр аманнă. 18 çулхи пассажирпа икĕ водителе Мăн Сĕнтĕрти больницăна ăсатма тивнĕ.
Çулсем питĕ пăрлак, сывлăшри температура та ир-каç выляса тăрать: каçсерен шăнтса кăнтăрла ирĕлтерет. Çавăнпа та, водительсем, лăпкăрах çулсем çинче те машинăсем пĕр чарăнми çÿремеççĕ-ха кунта тесе хăвăра ытла лăпкă ан туйăр. Çеккунтлăха та тимлĕхе çухатмалла мар. Юнашар ларса пыракансемшĕн те яланах ответлăха туймалла. Ачасемпе çула тухнă чух ларкăчсăр тухни те акă мĕн патне илсе çитерме пултарать. Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнасчĕ. Çут тĕнчене пĕр хут пурăнма çеç килетпĕр.
А. ЩЕРБАКОВ, ГИБДД инспекторĕ.