Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Учителĕн ят-сумĕ урок панипе çеç пулмасть»

27 октября 2010 г.

«Питĕ хастар, чи лайăххи патне туртăнакан, ăна пурнăçа кĕртме тăрăшакан ертÿçĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме те кăçал шкул ертÿçисенчен мĕн ыйтнине (тĕрлĕ службăсен требованийĕсем тăрăх) пĕтĕмпех пурнăçларĕ. Творчествăлла ĕçлекен учитель. Практика ĕçĕнчи çитменлĕхсене курса, вĕсене тишкерсе, хăйĕн опытне никĕс вырăнне илсе вĕрентÿ пособине кăларма пултарчĕ», – çапла хак пачĕç район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕнче Шомикри тулли мар вăтам шкул директорĕ Татьяна Михайловна МАЙОРОВА пирки кăсăклансан. Паян вăл – редакци хăни.

– Татьяна Михайловна, сире темиçе çулах пĕлетĕп, сăнатăп: питĕ пысăк вăй-хăватлă çын эсир. Ачасене вĕрентетĕр, шкул коллективне ертсе пыратăр, обществăлла пурнăçра та яланах хастар. Вăрттăнлăхĕ мĕнре;

– Вăрттăнлăх вăл çыннăн кăмăлĕнчен килет пек туйăнать. Шкул хыççăн пĕрре пĕлÿ илсе ун çине кăна тайăнса «чылай çул ĕçлетĕп те нумай пĕлетĕп» тени тĕрĕс мар пулĕ тетĕп. Ман шутпа учителĕн пурнăç таппипе тан кăна мар, унран кăшт маларах та пымалла. Пĕрмай вĕренмелле. Паян пурнăçламалли ĕçе ырана хăвармалла мар. Çавăнпа та эпĕ хама «пушăпа çапса» хистесе тăратăп. Директорта ĕçлеме тытăннăранпа мĕнле курссенче кăна вĕренмерĕм пуль, вăл вăхăтра та – ирпе-и, ĕç кунĕ вĕçленсен-и – яланах шкула кĕрсе тухатăп. Ĕçе алран вĕçертмелле мар. Халĕ те, сăмахран, иккĕмĕш аслă пĕлÿ илетĕп. Коллектившăн ертÿçĕ тĕслĕх пулаймасть пулсан мĕнле-ха вăл; Тата камран тĕслĕх илмелле ĕçтешсен; «Пире вĕрентме эсĕ çамрăк-ха», – тесе (эпĕ коллективра çамрăк) калакан пулман ку таранччен. Çакă та вăй парса тăрать.

Хамран çирĕп ыйтни, пур енчен те пулăшу пулни те манăн «вăрттăнлăх». Пирĕн коллектив питĕ çирĕп. Унăн хăйĕн йăлисем. Вĕсене аталантарса пымалла, çĕннине кĕртмелле. Сана çемьере ăнланни вара ĕçе яланах вăхăтра пурнăçласа пыма, ĕлкĕрме пулăшать.

Тепĕр самант – çынпа хутшăнма ÿркенмелле марри. Çынпа хутшăнма вара мĕн кăна пĕлмелле мар пулĕ; Сăмахран, хĕрарăма хуçалăхри ыйтусене татса пама пĕрре те çăмăл мар. Сĕнÿ-канаш кирлĕ. Малтанах çак йывăрлăхран хăрама та пĕлмен. Пурнăçра калаçма пĕлни питĕ кирлĕ иккен.

Çынпа тĕл пулсан малтан хăвăн сăмах чĕнме ÿркенмелле мар. Хам енчен эпĕ нихăçан та питĕрĕнчĕк чунлă пулман. Виççĕмĕш ен вăл, ман шутпа, уçă чунлă пулни.

– Ĕçри йывăр самантсенче алă усăнни пулнă-и; Пулнă пулсан çакна мĕнле çĕнтернĕ; Кăмăла мĕнле хăпартнă;

– Вăрах вăхăта алă усăнни пулман, темиçе çеккунтлăх-минутлăх пулнă пулĕ. Унран ытла мар. Çынсемпе калаçса уçăлатăн та йывăрлăх та ытла йывăр пек туйăнмасть. Ăна мĕнле çĕнтермеллине вара никам чăрмантарман вăхăтра тĕплĕн шутлатăп.

– Шкул тата учитель обществăпа тачă çыхăнура пулмасан пурнăçран аякра тăнăн туйăнать. Хăвăр тăрăхри, районти обществăлла пурнăçра сирĕн вырăн мĕнлерех;

– Эпĕ хам Шупашкар районĕнчи Станьялĕнче пурăнатăп. Çавăнпа та обществăлла ĕçе хутшăнасси икĕ районта та пулса пырать темелле. Хам пурăнакан тăрăхра 1994 çултанпа Ыхра ути пуххине ирттереççĕ. Çак хăйне евĕр уяв. Ыхра ути – çуркунне Атăл хĕрринче тухакан пĕрремĕш курăк. Унпа ĕлĕкрех кукăль пĕçернĕ... Çак уява ача-пăчана хутшăнтарса вĕсене хамăрăн йăла-йĕркене тытса пыма вĕрентес тĕллевпе эпĕ кашни çулах вĕсене валли çак уявра вăйăсемпе тĕрлĕ конкурссем хатĕрлес ĕçе пурнăçлатăп. Манăн ĕçе палăртса ЧНК Тав хучĕ парса та чысланăччĕ. Хамăр ялта вара урамсем илемлĕ пулччăр тесе тăрăшатпăр.

Шкулти ĕçе илес пулсан та обществăлла ĕçе хутшăнмасăр тăман. Хамăр хутшăннипе пĕрлех шкул ачисене те активлă пурăнма вĕрентесси – пирĕн тĕллевсенчен пĕри. Мĕнле калаççĕ-ха, кичем çыннăн пурнăçĕ çеç кичем пулать, теççĕ мар-и; Пĕр-пĕр уява, паллă çыннăн юбилейне ирттермелле-и, йĕри-тавра йывăç-курăк лартса палăк уçмалла-и – пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшатпăр. Акă çулсерен «Хыпар» хаçатăн кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртет. Унта валли Шомик тăрăхĕнчен спонсорсем те тупма тăрăшатăп, вырăнти ĕçе те йĕркелемелле тата ытти те. Обществăлла ĕçе хутшăнмасăр пурăнсан пурнăçран та юлма пулать.

Учителĕн ят-сумĕ шкулта урок панипе çеç пулмасть тесе шутлатăп эпĕ. Йывăç лартмалла-и, çĕнĕ пурнăç парнелетĕн-и, пурăнмалли çурт хăпартатăн-и – санăн пур çĕрте те йĕркеллĕ пулмалла.

– Учитель шкул ачисемшĕн – вĕрентекен, хăйĕн ачисемшĕн – амăшĕ (сăмах хĕрарăм учитель пирки), мăшăрĕ те пур унăн, ялти учителĕн тата пысăк хуçалăх та тытса тăмалла. Çакăн чухлĕ ĕçе тивĕçлипе пурнăçлас тесен учителĕн мĕнле пулмалла-ши;

– Пирĕн çемье пысăк: хунямапа хуняçа, икĕ ача, мăшăр. Апла манăн роль те тĕрлĕрен: кин, мăшăр, амăшĕ. Малтан вара хуняман хунямăшĕ те пурăнса. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Тепĕр чух чеелĕх те кирлĕ. Манăн ачасемшĕн те тĕслĕх пулмалла.

Хуçалăхĕ те пысăк пирĕн. Çавăнпа та килти ĕçсене тунă чух никам та пăрăнма тăрăшмасть. Хуçалăх «заведующийĕ» пирĕн хуняма Юлия Кирилловна. Çавăнпа мана çăмăлрах та. Аслисем те, мăшăр та мана яланах ăнланни, пулăшни – питĕ пысăк тĕрек. Ачасем шкулта аван ĕлкĕрсе пыни те вăй хушсах тăрать. Малтанах çывăх çынсемпе килĕшÿре пурăнма пĕлсен кайран хăвна та çăмăлрах пулать тесе шутлатăп. Çемьери йăласене тытса пырса, тăван-пĕтенпе хутшăнса ачасене те çакна вĕрентме тăрăшатăп. Учитель вăл пурнăç тăршшĕпех учитель – çын умĕнче, унăн пĕр çеккунтлăха та çынлăха çухатмалла мар.

– Эсир наука ĕçĕнчен катара тăманнине пĕлетпĕр. Пурнăçра вара мĕнпе интересленетĕр; Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр;

– Эпĕ чечексем ÿстерме питĕ юрататăп: пÿлĕмре çитĕнекеннисене те, урамрисене те. Пирĕн урам – ялти чи чечеклĕ урам. Эпир пĕр-пĕринпе ăмăртсах чечек ÿстеретпĕр. Пушă вăхăтра тата эпĕ чустапа аппаланма та юрататăп. Çак ĕçе хамăн хĕр ачана та явăçтаратăп.

– Учитель хĕрарăм профессийĕ-ши е çук; Мĕнле шутлатăр;

– Паллах. Шкулта арçын учительсемсĕр йывăр. Тепĕр тесен арçынсем кăна пулнă пулсан; Хĕрарăма çут çанталăк хăех учитель пулма çырнă пулĕ: килте хăвăн ачусене вĕрентнĕ пек шкулта та ачасемпех ĕçлемелле. Ашшĕ-амăшĕ йĕркеллĕ воспитани парсан çеç ача йĕркеллĕ ÿсет. Учитель те Турă панине мала хурсах ачасен воспитанийĕпе тимлет ĕнтĕ.

– Çынсенче мĕнле енсене килĕштерместĕр;

– Сăмах парсан ăна тытманнине, уйрăмах арçынсенче. Наянсене килĕштерместĕп. Кирек епле япалана та пурнăçра ĕçлесе илмелле тесе шутлатăп эпĕ.

– Сирĕн юлташсем те хăвăр пекех çÿлтен мĕн панипе çеç лăпланса пурăнманскерсем пулĕ;

– Манăн юлташсем те хам пекех. Вĕсем хушшинче врачсем те пур, учительсем те. Вĕсем пурте хăйсем тăрăшнипе пурăнакансем. Пĕр вырăнта лараканскерсем мар, пĕрмай аталанакансем. Эпĕ вĕсене чĕререн хисеплетĕп.

– Хăвăра телейлĕ тесе калайратăр-и;

– Хальхи хамăн вăхăтшăн эпĕ хама чи телейлĕ хĕрарăм теме пултаратăп. Манăн паян çемье пур, ачасем юнашарах, мăшăрпа пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса пурăнатпăр, хунямапа хуняçапа килĕштеретĕп, манăн ĕç пур, ăна йĕркеллĕ пурнăçлама (тав Турра) сывлăхĕ пур.

Н. НИКОЛАЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика