27 октября 2010 г.
Темĕнле пулсан та пурнăç малаллах шăвать. Эпир вара кунран кун хамăрăн кĕске ĕмĕрсене ĕнерхинчен лайăхрах пурăнса ирттерессишĕн тăрăшмастпăр. Тăнлă-пуçлă этемĕн камăн япăхрах пурăнас килтĕр-ха; Халăх сăмахлăхĕнче çапла калани пур: «Пулă – тарăнрах вырăн, этем лайăхрах пурнăç шырать». Ахальтен мар çак каларăш. Паянхи çынсен ытларах пайĕ хальхи вăхăтри лайăхрах пурнăçа магазинсене ют çĕр-шывсенчен кÿрсе килнĕ тĕрлĕрен имçамсемпе «пуян» ĕçмелли-çимелли продуктсемпе, расна тĕрлĕ тăхăнмалли, «крутой» техника таварĕсемпе танлаштарса хак парать.
Паллах паян çынна мĕн кирлĕ – магазин сентрисем çинче пурте пур: компьютертан пуçласа урай çумалли хатĕрсем таранах ют çĕр-шывсенчен илсе килнисем. Вĕсене туянакансемпе тата паянхи ытти «ырлăхсемпе» усă куракансемпе калаçатăн та вĕсем лару-тăрăва тĕрлĕрен хак параççĕ. Ытларахăшĕ вара: «Аркану», – тесе хак парать, лару-тăрăва тĕплĕнрех сăнама ыйтать. Çав хушăрах урăхла хак паракансем те тĕл пулаççĕ. Вĕсен шутĕнче ытларахăшĕ е «бизнеспа» укçа тăвакансем, е лайăх шалу укçи илсе çемçе пукансем çинче ларакансем. Çут çанталăк, Турă панă пуянлăха сутса миллионшар, миллиардшер доллар тăвакансен шухăш-кăмăлĕсем вара каламасăрах паллă.
Телевизор пăхатăн та: ВВП ÿсет, модернизаци вăй илет, нанотехнологи пурнăçа кĕрсе пырать... Уя тухатăн та урăх «технологи» куç умне пулать: пулăхлă çĕрсем çум айне пулса пыраççĕ, уçман çеремсен лаптăкĕсем ÿсеççĕ. Малашне те кун пек пурăнсан пирĕн районтан, ĕçчен халăхпа пуянскертен, мĕн юлĕ-ши; Чуна темĕнле лăплантарса «аталану» сăмаха чĕре çумне çыпçăнтарас тесен те вăл çыпçăнасшăн мар. Пурнăç лайăх еннелле улшăнни выртса пăхсан та курăнмасть!
Кăçалхи çанталăк ял çынни, хресчен валли нумай «çĕнĕлĕх» кăларса тăратрĕ. Ахаль те çăмăл мар пурнăçĕ вĕсен татах та кăткăсланчĕ, йывăрланчĕ. Утă-улăм, тырă-пулă сахал пулнă пирки нумайăшĕн мăйракаллă шултра выльăхсемпе «сыв пуллашма» тиврĕ. Ĕнене çур пурнăç тесе хаклакан ял çынни çак выльăхсăр тăрса юлни пурнăçа татах «хĕсет». Çитменнине çĕр улми те ячĕшĕн кăна. Чăх-чĕп е сысна усрас пулсан еплерех;..
Кăçалхи йывăрлăх пĕр 25-30 çул каялла пулас пулсан, ман шутпа, халăхшăн тата ял çыннишĕн ун пекех нуша пулас çукчĕ. Ун чухне çур акире нÿрĕкне те темиçе сехетре хупласа хăвараттăмăр, ака-суха ĕçĕсене те кĕске вăхăтра ирттереттĕмĕр, çакна валли майсем те çителĕклĕччĕ. Кĕрхи çĕртмене агротехникăна пăхăнса çителĕклĕ тăвасси, хĕлле хирсенче юр тытасси – чи кирлĕ ĕçсен шутĕнчеччĕ. Халĕ вара...
Пурте курса тăни çинчех мĕншĕн-ха ял хуçалăхĕ арканма чарăнмасть; Пурнăç йĕркеллĕ чухне пирĕн республикăра ял хуçалăхне йĕркеллĕ аталантарас тесе пур ĕçе те ятарласа çирĕплетсе йышăннă. Ĕçсене Чăваш Республикинче ял хуçалăхне аталантармалли системăпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пыраттăмăр. Пур ĕçе те наука ыйтнă пек технологи дисциплинине пăхăнса туса пымаллаччĕ. Ĕç калăпăшĕ те çултан-çул пысăкланатчĕ, тухăç та ÿсĕм çулĕпе пыратчĕ.
Мĕн куратпăр-ха эпир паян; Ял хуçалăхĕ, чăннипех те, никама та интереслентермест тейĕн. Никама та кирлĕ мар пулас вăл. Çакна районсенчи ял хуçалăх управленийĕсене пĕтерни те çирĕплетет.
Унчченхи çулсенче пусă çаврăнăшĕсене çирĕп пăхăнса планпа палăртнă ял хуçалăх культурисене акса туса илеттĕмĕр. Çĕр пулăхлăхне ÿстерессипе кунсерен ĕçленĕ. Паянхи çĕр ĕçченĕ вара урпапа тулă, кĕрхи культурăсем акнисĕр пуçне ытти культурăсем пирки манса кайрĕ тесен те тĕрĕсех пулать. Çитменнине тата «минимализаци» меслечĕпе усă курса çĕр-аннемĕре сухалама та манчĕç, пусăсем тăрăх «шăйăркаласа çеç иртеççĕ».
В. Докучаев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх институчĕ шăрăх та типĕ çанталăк условийĕсемпе кĕрешме нумай мел кăтартса панăччĕ. Унта пирĕн пек çĕрсем çинче сухаламасăр тухăçлă тыр-пул туса илме май çуккине палăртнă. Е тата хĕллехи вăхăтра уй-хирте юр тытса хăварассине те мантăмăр. Малтанхи вăхăтра хĕл каçа ку ĕçе 2-3 хут та пурнăçлаканччĕ. Ку ĕçпе пĕрлех çуркунне юр ирĕлнĕ вăхăтра вăл епле иртнине те пăхса йĕркелесе тăраттăмăр. Нивушлĕ маларах çулсенче çĕр çинче ĕçлекенсем ухмахрах пулнă; Ман шутпа паянхи фермерсене çĕр пулăхлăхĕ пачах та интереслентермест. Вĕсем кĕске вăхăтра çĕр пулăхлăхĕпе усă курса ытларах тупăш илсе юлма кăна çул-йĕр шыраççĕ. Камăн çак ĕçре йĕрке тумалла; Мĕншĕн-ха агрономи наукин вĕрентĕвĕсене, агротехника ыйтнисене мантăмăр; Е çĕр пушă ан вырттăр тесе ăна мĕнле те пулин тата кампа та пулин шуратасчĕ çеç теççĕ-ши; Анчах хăçанччен пырĕ çĕр-аннемĕр пулăхлăхĕ;
Çак аркану пуçланиччен районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем çулсерен сухаламалли çĕрĕн кашни гектарĕ пуçне 6-7-шер тонна органикăлла удобрени хыватчĕç. Вăл вăхăтра уйсенче еплерех капмар тислĕк е компост штабелĕсем ларатчĕç. Вĕсем таврашĕнче çум та курăнмастчĕ. Тăрăшса ĕçленĕ пулин те 1962-1984 çулсенче районти сухаламалли çĕрсем çинче гумус хисепĕ 3,24 процентран 2,39 процента çити сахалланнăччĕ. Паян ку хисеп мĕнле шайра пулнине кам пĕлет-ши;
Пусă çаврăнăшĕсене пăсса, органикăлла удобренисемпе усă курмасăр ытларах пĕрчĕллĕ культурăсене кăна туса илсе пурăнсан çĕр ĕçне вĕреннĕ кашни çыншăнах эпир кĕске вăхăтрах мĕн патне çитсе тухасси каламасăрах паллă. Çакна та калас килет. Малтанхи çулсенче çулсерен пиншер гектар çĕре извеçлеттĕмĕр, фосфоритлаттăмăр. Халĕ ку ĕçсем манăçа тухрĕç ĕнтĕ. Çакă та ырри еннелле утăмланиех мар.
Кăçал çанталăк шăрăх та типĕ пулнăран ял хуçалăх культурисен тухăçĕ пĕчĕккĕ пулчĕ тетпĕр. Килĕшетĕп. Анчах ăçта кайса кĕчĕç-ха шăвармалли çĕрсем, çакна валли йĕркеленĕ системăсем; Хăш-пĕр хуçалăхсенче çак çĕрсен лаптăкĕсем çĕршер гектарччĕ. Вĕсем çинче выртакан шăвармалли пăрăхсем, агрегатсем, насус станцийĕсем... Ăçта-ха вĕсем паян пирĕн; Тĕрĕс хуравне кам та пулин пĕлет-ши; Патшалăх укçи хăй вăхăтĕнче пирĕн районта кăна миллионшар тенкĕ тăкакланнă вĕт-ха! Хирсене шăварма ятарласа пĕвесем тунăччĕ, çĕр айне пăрăхсем хурса тухнăччĕ. Атăл шывĕпе те пусăсене шăварса усă курма палăртнăччĕ! Çак çĕрсем пулнă, вĕсем çинче палăртнă ĕçсем пурнăçланнă пулсан, кăçал аякран шырамасăрах выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ апат хатĕрлеме пулатчĕ.
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен экономикине ура çине тăратас тесех пулĕ иртнĕ çулсенче районти хуçалăхсенче 51 гектар çинче хăмла плантацийĕсем йĕркеленĕччĕ. Паянхи куна чăх-чĕп фабрикисĕр пуçне çак плантацисем çинче никам та хăмла туса илмест. Хăшĕсем плантацисене сÿтме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çакна тăвайманнисем паян тупăшсах çум курăк вăрлăхĕ туса илессипе «технологие çĕнетсе» пыраççĕ. Усă курас çук мĕншĕн патшалăх укçине çĕре алтса хумалла пулнă-ха;
Аркану... аркану... Анчах мĕншĕн-ха аркатакансене е арканушăн яваплисене нихăшне те нимĕнле ответ та тыттармаççĕ; Куç кĕрет хуçалăхсене сутса тĕп тăваççĕ те кайран ним пулман пек кăкăрĕсене çапса çÿреççĕ. Ăçта-ха вăл «тĕрĕслĕх» сăмах;
Эпир кашни кунах çĕр-шыв аталанăвĕ пирки, çĕнĕ программăсем çинчен калаçнине илтетпĕр. Анчах та хăлхапа илтни тата телевизорпа курни мĕншĕн-ха пирĕн пурнăçпа çыхăнса тăмасть; Кам пĕлет тупсăмне;
П. ВОРОБЬЕВ,
депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ.