27 октября 2010 г.
Вĕрентÿри çĕнĕ стандартсем çине пĕтĕмĕшле куçассине 2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне планланă. Кăçал ку программăна хăш-пĕр регионсенче кăна эксперимент мелĕпе пурнăçа кĕртнĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнчен пуçласа пирĕн районта та 1-мĕш классем çак стандартпа вĕренме, вĕсен учителĕсем те çак стандартпах ĕçлеме тытăнĕç.
Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан И.А. Ершова пĕлтернĕ тăрăх ку вĕренÿ çулĕнче хатĕрленÿ тапхăрĕ пырать.
Çĕнĕ стандартсем шкулти информаци шайне вăйлатма, вĕренÿ предмечĕсене пурнăçпа ытларах çыхăнтарма, шкулпа ашшĕ-амăшĕ хушшинчи çыхăнăва тачăрах тума хистеççĕ.
Кашни предметпах пулмалли результатсене те çырса кăтартнă. Сăмахран, вулав урокĕсен тĕп задачисем хушшинче ача пĕр минутра ытларах та ытларах сăмах вулама пуçлани мар, текста ăнланса, унта кирлĕ информаци тупма пултарни, ăна тишкерсе анализ тума пĕлни. Çырав урокĕсенче вара сочиненисемпе диктантсем кăна çырмалла пулмасть: смс-хыпарсене те, электронлă çырусене те ачасен тĕрĕс çырма вĕренмелле.
Ăс-хакăл пирки калаçнă чух учителĕн çĕнĕ пĕлÿ панипе çырлахма тивмĕ. Обществăри нормăсем тесе мĕне каланине те, обществăра ырă тени мĕн иккенне те, вĕсене йышăнма та пĕлмелле ачасен. Çакна вара пĕтĕмпех тĕрĕс ăнлантармалла.
Çĕнĕ стандартсенче ачасен компьютерпа хăйĕнпе кăна мар, Интернет ресурсĕпе те, флэшкăсемпе те усă курма пĕлмеллине палăртнă.
Çĕнĕ стандартсемпе ĕçлеме пуçлани урок тулашĕнчи ĕçе те вĕрентÿ процесĕн пайĕ туса хурать. Çак вăхăтпа мĕнле усă курассинчен малалла шкула укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ уйăрса парасси те килет. Ку вара учительсен ĕç укçи ÿсет тенине пĕлтермест.
Ачасем кашни предметпа тунă çитĕнÿсем пĕтĕмпех портфолио ăшне «пухăнаççĕ». Класри ачасен портфолио пахалăхĕ вара учителе аттестаци вăхăтĕнче е пулăшма е ура хума пултарать.
Ашшĕ-амăшĕн те шкула хальхинчен тăтăшрах çÿреме тытăнмалла пулать. Вĕсене ашшĕ-амăшĕсен конференцине кăна мар, пĕр-пĕр лекцие е педагогика практикумне те чĕнме пултарĕç. Пĕр сăмахпа каласан ашшĕ-амăшĕн шкулпа «тăванлашма» тивет.
Апла çĕнĕ стандартсемпе вĕренме, вĕрентме, пурăнма та паянах хăнăхма пуçламалла. Кайран тăруккăн урăх тĕнчене куçнăн ан туйăнтăр.
Н. НИКОЛАЕВА.