27 октября 2010 г.
Паянпа ыран, октябрĕн 27-28-мĕшĕсенче, пирĕн районта пысăк уяв иртет: паллă композитор, педагог, искусство ăсти Ф. Васильев çуралнăранпа 90 çул çитнине паллă тăватпăр. Ăна халалласа «Кĕвĕн асамлă тĕнчинче тăван ене куратăп» проект пурнăçа кĕрет. Район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕ кăçал çак проектпа республикăра мала тухса грант çĕнсе илме пултарчĕ. Çавăнпа та уяв пирки тĕплĕнрех культура пайĕн пуçлăхне А.Е. АНДРЕЕВĂНА каласа пама ыйтрăмăр.
– Алевтина Евстафьевна, çак проекта, апла пулсан уява та, мĕнле тĕллевпе хатĕрлерĕр; Хатĕрленÿ ĕçсем сахал мар туса ирттертĕр пулĕ;
– Ку проекта малтанах пирĕн тăрăхра çуралса ÿснĕ питĕ паллă композитор, педагог, чăвашсен пĕрремĕш оперине çыракан Федор Семенович Васильев ячĕ Муркаш районĕнче те, республикăра та манăçа ан тухтăр тесе хатĕрлерĕмĕр. Унăн ятне çынсене аса илтерсех тăмалла тесе шутлатăп. Вăл питĕ пултаруллă та хастар çын пулнă. Унăн тĕслĕхĕпе районти творчество çыннисем, ачасемпе çамрăксем культура патне, илемлĕх патне ытларах туртăнасса шанатпăр. Паллă композитор хăйĕн сăпайлăхĕпе, илемлĕхе туйма пĕлнипе пирĕншĕн тĕслĕх пулса тăрать. Хăйĕн произведенийĕсене хайлама вара ăна чăваш халăх кĕввисем, юррисем пулăшнă. Вăл юрăсенчен вăй илсе тăнă тесен те тĕрĕс пулать. «Халăх юрри ман витĕрех тухнă. Чăваш фольклорне те мана ятарласа тишкерме кирлĕ мар, мĕншĕн тесен кашни юрра тенĕ пекех эпĕ пăхмасăр пĕлетĕп», – çапла каланă вăл хăйĕн пирки.
Хатĕрленÿ ĕçĕсем те, уява йĕркелес ыйтупа та питĕ анлăн ĕçлерĕмĕр. Вăрманкассинчи вĕрентÿпе культура центрĕнче (халĕ вăл социаллă культура центрĕ), Йÿçкассинчи Культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Анчах та Культура çуртне юсани каярах çакăнта модельлĕ клуб тума май парассине ĕненсе йывăрлăхсене çĕнтертĕмĕр.
– Уяв программипе кăшт паллаштарсан аван пулĕччĕ.
– Уяв программи пуян та тĕрлĕ енлĕ. Паян акă Муркашри тĕп библиотекăра «Тăван ене пĕлетĕп, юрататăп» ятпа электронлă презентацисен конкурсĕ иртет. Мĕншĕн тăвас тесе шутларăмăр-ха эпир ăна; Çын пурнăçĕнче пĕтĕмпех тăван киле юратнинчен, тăван вырăнсене пĕлнинчен пуçланать. Пирĕн ачасен те çакна ăнланмалла. Федор Васильев та хăй çуралса ÿснĕ Йÿçкасси тăрăхне питĕ юратнă, унти юрăсемпе çитĕннĕ.
Муркашри ача-пăча искусство шкулне те кăçал район администрацийĕн хушăвĕпе Ф. Васильев ятне патăмăр. Çак шкулта та паян «Мухтанатăп санпа, тăван ен!» ÿкерчĕксен конкурсĕ пырать. Кунтах районти композиторсемпе тĕл пулу иртет.
Ыран вара уяв Йÿçкасси ял тăрăхĕнче иртет. Малтанах хăнасем Вăрманкассинчи социаллă культура центрĕпе паллашĕç. Кунта Ф. Васильевăн музейне уçатпăр. Унта тăван тавралăх тата унăн чаплă та мухтавлă çыннисем çинчен пухнă материал чылай пулĕ.
Уява савăнăçлă лару-тăрура Йÿçкассинчи Культура çуртĕнче уçма палăртрăмăр. Мĕншĕн тесен халăх йышлă пулать, сумлă хăнасем те чылаййăн килеççĕ. Йыш пысăк пулнăран паллах çурчĕ те пысăкки кирлĕ. Уява йыхравланисем хушшинче Чăваш Республикин культура министрĕ Р. Лизакова та пур, Ф. Васильевăн мăшăрĕпе хĕрĕсем, ăна лайăх пĕлнĕ çынсем те.
Çак уяв программинчех республикăри хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен фестивалĕ те иртет. Вĕсем хăйсем кĕвĕленĕ юрăсене те, илемлетнĕ чăваш халăх юррисене те халăх умне кăларса хаклав илĕç.
Фестиваль умĕн Культура çуртĕнчех çавра сĕтел иртет. Унта Ф. Васильевăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн паллашма май пулать. Каçхи ултă сехет çурăра Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артисчĕсем Муркашсем умне «Шывармань» оперăн çĕнĕ постановкинчи сценăсемпе тухĕç. Каласа хăвармалла, çĕнетсе хатĕрленĕ оперăна театрта куракансем умне ноябрь вĕçĕнче çеç кăлараççĕ. Эпир вара унпа кĕскен пулин те маларах паллашма пултаратпăр. Пурне те уява активлă хутшăнма чĕнетпĕр.
Н. НИКОЛАЕВА калаçнă.