23 октября 2010 г.
Юлашки вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсем ялсенче тăтăшах ултавçăсем тĕрлĕ йышши асамлă техникăсем сĕнсе çÿрени пирки пĕлтерсех тăраççĕ. Ку çеç те мар, сăмах серепипе çаклатса кил-çуртран хăш-пĕр япалана çăмăллăнах илсе тухса каяççĕ. Шанăçа кĕреççĕ, тепĕр хут килме те именмеççĕ. Шел пулин те, ултавçăсен аллине аслăрах çулхи çынсем ытларах лекеççĕ. Çавăнпа та районти прокурор çумĕ Ю.М. Семенов пурне те асăрхануллă пулма ыйтать. Енчен те тĕрлĕ япала сĕнсе е ыйтса çÿренине асăрхатăр пулсан, пĕр тăхтаса тăмасăр пĕлĕшсем патне е районти шалти ĕçсен пайне шăнкăравлăр, çынсен уйрăм паллисене тата машинăсен номерĕсене астуса юлăр.
Акă çак кунсенче Муркаш район сучĕ Семен Павлович Алексеев (ятне улăштарнă) ултавçăн ĕçне пăхса тухрĕ. Вăл çынсене улталас тĕлĕшпе ялсем тăрăх çĕр улми пухса çÿренĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Пилешкасси ялĕнче çуралса ÿснĕскер тÿрĕ пурнăç çулĕ çине тăма васкаман курăнать. Алексеев тĕнче тăрăх кастарса çÿреме кăмăлланă, çемьери хăйĕн тивĕçĕсене те пурнăçлама васкаман, мăшăрĕнчен уйрăлнă. Çут тĕнчене телей курма çуралнă Александр шăпи вара ăна пачах та хумхантармасть, алимент укçи тÿлессинчен те пăрăнать. Ку тĕлĕшпе 1981 çулта çуралнă арçын шыравра пулнă. Яланлăх пурăнмалли тата ĕç вырăнĕ паллă мар. Çынсен шанчăкне çăмăллăнах кĕме тата вĕсене суйма пултарать. Çапларах хак параççĕ Шупашкарпа Çĕмĕрле хулисенчи шалти ĕçсен пайĕсенчен.
Пурнăç кустăрми Алексеева Муркаш тăрăхне илсе çитерет. Урамсем тăрăх тĕрлĕ машина çăнăх, кĕрпе тата ытти тавар сĕнсе çÿренине хăнăхнă ĕнтĕ ял çыннисем. Сутуçăсем машинăпа кăшкăртса иртсе кайсанах интересленекенсем урам хушшине самантрах тухса тăраççĕ. Ку хутĕнче вара Патаккасси ялĕнче пурăнакнсем Алексеева тахçанах кĕтнĕ тейĕн. Çĕр улми сутас кăмăллисем наччасрах тупăнаççĕ. «Тойота» çăмăл автомашинăллă ултавçă урамри çынсемпе сăмах ваклать, пĕр килограмм çĕр улмишĕн сакăр тенкĕ тÿлеме шантарать. Эпир, ял çыннисем, пĕр-пĕрне шанма, ĕненме хăнăхнă та-ха, пире пĕр самантрах шăн пăр çине лартса ярасси пирки шутламастпăр та.
Кĕсьене хулăмлатас шухăшлă арçын самантрах çĕр улми миххисене тиесе тултарнă. Ултавçă хăш-пĕр хуçалăха икĕ хут кĕме те именмен. Ун телейне сутуçăсем сахаллăнах пулман. Тĕрĕссипе вара сутас текенсем хăйсем пĕлтерÿ тăрăх Алексеев патне кĕсье телефонĕпе шăнкăравланă. Хĕпĕртенĕ ултавçă нумай кĕттермен, çăмăл автомашинăпа вĕçтерсе те çитнĕ.
Пушă сăмаха ĕненнĕ ял çыннисем вара пĕр пус укçа илмесĕрех 10-15-шер михĕ, хăшĕ ытларах та, çĕр улми тиесе парса янă. Алексеев вара вĕсене виçĕ кун хушшинче укçана тÿлесе татма шантарать, хăшне-пĕрне расписка çине алă пусса парса хăварать. Анчах та суя усламçă паллах унта таврăнма шутламан та, вăл ирхи тĕтре евĕр сĕвĕрĕлсе куçран çухалнă, телефон трубкине те тытман. Шар курнисем вара сахаллăнах мар. Вĕсем хушшинче вăтăр çултан иртнĕ çынсем те пур. Апла пулсан çамрăксен унталла кунталла шутласа пăхмалла пек туйăнать ĕнтĕ. Кирлĕ вăхăтра тимлĕхе çухатни акă мĕн патне илсе çитерчĕ те.
Хăйĕн киревсĕр ĕçне вара С.П. Алексеев ултавçă çапларах ăнлантарать: «Алимент тата кредит парăмĕсене тÿлесе татма укçа çитмест. Çавăнпа та çĕр улми сутас кăмăллисен пĕлтерĕвĕсем тăрăх Муркаш районне çул тытать. Ун телейне-ши сутуçăсем сахал пулман. Çĕр улмие вăл Шупашкар хулине ăсатнă. Унта вăл пĕр хĕрарăмпа паллашать, пĕрле пурăнать. Пухăннă укçана салатса пĕтерет, шел пулин те парăмçăн ял çыннисем валли нимĕн те юлмасть». Анчах та парăм тÿлевпе илемлĕ-çке.
Çапла вара çăхав хыççăн çăхав килет. С.П. Алексеев тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарма тивет. Айăплав вара çапларах пулчĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 159 статьин пĕрремĕш пайĕпе айăплă тесе йышăнчĕç. Шар курнисене штраф укçи тÿлесе татмалла тесе палăртрĕç. Ку уголовнăй ĕç айăплавçи районти прокурор çумĕ, юстици советникĕ Ю.М. Семенов пулчĕ.
Р. ИЛЛАРИОНОВА