23 октября 2010 г.
«Ăçта-ши эс; Кампа-ши эс;..»
15 çулхи хĕр çĕрлехи вăхăтра килтен тухса кайнă хыççăн темиçе кун хушши киле таврăнманни, паллах, ашшĕ-амăшĕн çÿçне самантрах шуратать. Ăçта-ши; Мĕнле-ши; Çак ыйтусем канăç парас çук.
Çатракассинчи пĕр хĕр вара ашшĕ-амăшĕ сисиччен çĕрлехи вăхăтра килĕнчен тухса каять. Ирпе тăрсан хăйсен ачи çуккине асăрхать ашшĕ-амăшĕ.
Хĕр хăйĕн «çул çÿревĕ» вăхăтĕнче Патаккассине те çитет иккен. Хăйĕнчен 10 çул ытла аслăрах «юлташĕ» вара хĕр ачан айванлăхĕпе усă курса унпа пĕрле çĕр каçать. Ашшĕ-амăшĕ шыра, йĕр...
Паян пурнăç питĕ хăвăрт аталанать те, ачасем те «правуртарах» ÿсеççĕ пулас. Çавăнпа та хĕр ачасене чыс, мăнаçлăх, йĕркелĕх мĕн иккенне тата пуçа ахаль кăна «лартса паманнине» сăпкара чухнех ăнлантарма пуçламалла курăнать. Атту кайран «спаси и сохрани» тесе çырнă çĕрĕ те пулăшмасть.
Хăнара çынлăха та çухатма пулать иккен
Ситуккасси ялĕнче 33 çулхи хĕрарăмпа 17 çулхи каччă хăйсене валли кăнтăрлахи «уяв» хатĕрленĕ: черкке хыççăн черкке ÿпĕнтерсе савăннă. «Ÿт-пÿ температури» хăпарса кайсан вара çаксем хушшинче харкашу тухать. Çамрăк пулсан та арçын арçынах çав: хăйĕн вăйĕ хĕрарăмăннинчен нумайрах пулнипе вăл ăна питрен çапса та илет, кĕлеткерен урипе темиçе хутчен тапма та май тупать. Çитменнине тата хĕрарăмăн мăйĕ патне çĕçĕ тытса вĕлерессипе хăратать.
Çамрăк каччă Тяпакассинчен инçетри яла хăйне валли уголовлă ĕç пуçарма килнĕ-ши; Тен ăна хăнана çав тери хытă чĕннĕ; Çакна часах следстви татса парĕ.
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.