23 октября 2010 г.
Хура кĕркунне çитсен шăнса пăсăлма та часах. Вылянчăк çанталăк вăйсăр организма кĕске вăхăтрах ураран ÿкерме пултарать-çке-ха. Уйрăмах грипп чирĕнчен асăрханмалла. Çакăн пирки калаçма чĕнтĕмĕр те ĕнтĕ редакцие районти тĕп больницăри эпидемиолог врача Галина Георгиевна СОКОЛОВĂНА.
– Галина Георгиевна, малтанах вулакансене грипп чирĕ пирки тепĕр хут аса илтерĕр-ха, тархасшăн.
– Грипп – питĕ час ерекен вируслă инфекци. Çулсеренех гриппа чирлекенсем чылай. Пĕчĕк ачасемпе ватă çынсене çак инфекци чирĕ вилĕм патне илсе çитерме те пултарать. Гриппа чирлесен час-часах сывлав органĕсем, тĕп нерв системи, чĕре сосучĕсем хавшакланаççĕ.
Грипп вирусĕсем виçĕ тĕрлĕ пулаççĕ: А, В тата С. А вирус организма лексен çынсем тата хăш-пĕр чĕр чунсем йывăртарах чирлеççĕ. С вирус вара çăмăлли шутланать.
– Ăçта, камран «çаклатма» пулать çак инфекцие; Мĕнле паллăсем гриппа чирлени çинчен калама пултараççĕ;
– Грипп сывлăш урлă ерет, ăнсăртран, çивĕччĕн пуçланать. Чылай чухне чир йывăррăн пуçланать: пуç ыратать, ÿт-пÿ температури хăпарса каять – 38-40 градуса çитет, вăй чакать, сăмсана та сывлама йывăр, куççуль юхать. Йывăртарах чирленĕ чух тата хăстарма та пултарать. 5-10 кун хушшинче организм вирусран тасалса çитет.
– Нумайăшĕ грипа ура çинчех ирттерсе яраççĕ...
– Ку тĕрĕс мар. Гриппа чирленĕ чух вырăн çинче выртмалла. Унсăрăн чир тарăна кайма пултарать. Сипленессе те тухтăрсемпе канашламасăр сипленмелле мар. Грипп тарăна кайса пневмони чирне çул пама пултарать. Çавăнпа та асăрхануллă пулмалла.
– Гриппа чирлес мар тесен вара...
– Гриппа чирлес мар тесен вара эпидеми сарăлнă вăхăтра халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче сахалтарах пулма тăрăшмалла. Гигиена правилисене те çирĕп пăхăнмалла: алăсене час-часах çумалла, чирлес хăрушлăх пысăк пулсан марля татăкне те çыхмалла.
Организм иммунитечĕ вăйлă пулни те чирлессинчен хăтарма пултарать. Çавăнпа та «аскорбинка» тата ытти поливитаминсене йышăнни пулăшать. С витамин вара йÿçĕтнĕ купăста сĕткенĕнче, лимонра, кивире, мандаринра, апельсинпа грейпфрутра та нумай. Таврара грипп сарăлнă вăхăтра кунне 2-3 шăл ыхра е сухан çини те пулăшать. Чир паллисем пуçлансанах пыра тата сăмсана фурациллинпа, марганцовка е апат содин растворĕпе чÿхемелле. Сăмса ăшне суханпа ыхраран хатĕрленĕ çупа сĕрни, урасене горчица ваннинче тытни пулăшать.
Хăвăра чиртен упрамаллине яланах асра тытăр.
– Тавах кирлĕ сĕнÿ-семшĕн.
Н. НИКОЛАЕВА.