16 октября 2010 г.
Çак кунсенче кашни килех çыравçăсем çитсе тĕрлĕ ыйту çине хуравлама ыйтаççĕ. Вĕсем хушшинче – национальноç кăтартма ыйтаканни те. Мĕнле хурав параççĕ-ха çак ыйту çине Муркаш тăрăхĕн çыннисем; Çакăнпа эпир те кăсăклантăмăр.
В.Г. ЛАВРЕНТЬЕВ, район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертÿçи: «Эпĕ перепиçре хам чăваш пулнине кăмăлласах калăп. Ман шутпа хамăр мĕнле пурăннине, мĕнле ĕçленине пĕлтермеллех. Мĕншĕн тесен пирĕн халăхăн малашлăхĕ çакăнтан нумай килет».
В.И. ФЕДОТОВ, «Интурист – Чебоксары» чикĕллĕ яваплăхлă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ: «Эпĕ чăваш пулнине, паллах, калăп. Манăн мăшăр та, ача та чăваш. Кашни чăваш çынни хăйĕн национальноçне тĕрĕс кăтартмасан чăваш чĕлхи те манăçа тухма пултарать. Çĕр тĕрлĕ халăхпа калаçатăп, ĕçлетĕп. Вĕсен хушшинче хамăн наци пурришĕн савăнатăп çеç».
И.В. ПАВЛОВА, «Россельхозбанкăн» Муркашри хушма офисĕн ертÿçи: «Хам чăваш пулсан мĕнле-ха чăваш тесе каламăн. Паллах, хамăн национальноçе тĕрĕс кăтартатăп. Чăваш халăхĕн сумĕпе чапĕ малашне мĕнле пуласси кашни чăваш çыннинчен килет. Эпир чăваш тесе калани пур тĕрлĕ рейтингсем çине те витĕм кÿрĕ».
В.И. КОЖАНОВ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ: «Чăваш пулнине эпĕ пытарма пĕрре те шуламастăп. Çакă пирĕн халăхăн малашлăхĕпе çыхăннă. Çавăнпа та хам чăваш пулнине перепиçре, паллах, кăтартăп».
ФЕДОР атте, Муркашри Владимир Турă Амăшĕн Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ: «Пĕр иккĕленÿсĕрех хам чăваш пулнине калăп. Мĕншĕн тесен мана хамăн нацишĕн – чăвашсемшĕн – намăс мар. Эпĕ национальноçсăр пуласшăн мар».
Н. НИКОЛАЕВА
ыйтса пĕлнĕ.