16 октября 2010 г.
Район çулленех пысăк лаптăк çинче çĕр улми туса илет. Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе пĕрлех çак ĕçре килти хушма хуçалăхсем те пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. Кăçал çĕр улми тухăçĕ савăнтарсах каймарĕ. Апла пулсан ăна хĕл кунĕсенче упрасси малти вырăна тухать. Туса илнĕ продукцие упрама пĕлмесен çу каçа вăй хуни хĕл кунĕсенче юрăхсăра тухасси куç кĕрет. Кунта çĕр улми чирĕсем уйрăмах пысăк сиен кÿнине палăртмалла.
Паллă ĕнтĕ, «иккĕмĕш çăкăра» хĕл каçарнă чух ăна тĕрлĕ чир-чĕрпе хурт-кăпшанкă каялла тавăрма çук сиен кÿме пултараççĕ. Вĕсенчен асăрханма пĕлни тухăçа упраса хăварма пулăшать те.
Юлашки çулсенче упрама хунă çĕр улмине кĕве пысăк сăтăр туни палăрма пуçларĕ. Мĕнре палăрать-ха унăн «ĕçĕ»;
Çак сăтăрçă уйрăм пахчаçăсем е пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем фитосанитари ĕçĕсене йĕркеллĕ туса пымасан сарăлса каять. Вăл уйрăмах килти хушма хуçалăхсене пысăк сăтăр тăвать.
Кĕркунне çĕр улми кăларнă вăхăтра çулсем хĕррипе тăкăнса юлнă, анасем çинче аманнă çĕр улмисем нумай выртнине куратпăр. Аманнă çĕр улмине е выльăхсене çеç памалла, е тĕпренех пĕтермелле. Ахальлĕн вăл тĕрлĕ вырăнсене саланать, чир-чĕр сарма пулăшать.
Çĕр улми кĕви помидор, пăрăç, баклажан çинче те ĕрчет. Анчах вăл çĕр улмине пысăк сиен кÿрет. Кĕвен лĕпĕшĕ кĕмĕл тĕслĕрех, унăн çунаттисен сарлакăшĕ 12-15 миллиметр. Вăл хуракан шурăрах тĕслĕ çăмартасем 0,8 миллиметр тăршшĕ. Гусеници сарă-хĕрлĕ е сарă-симĕс тĕслĕ, хура пуçлă, кăкăр патĕнчи урисем 10-13 миллиметр. Çĕр улми упраннă çĕрте лĕпĕш çăмартисене çĕр улми çурăкĕсене, унăн куçĕсем çине, ещĕксемпе складри оборудованисем айне, стенасем çине хурать. Çĕр улмие кăларнă чухне вăл механизмсемпе аманнă тĕслĕхсем 0,7-2,3 процент чухлĕ шутланаççĕ. Вĕсем çĕр улми кĕви валли шăпах меллĕ вырăнсем пулса тăраççĕ те ĕнтĕ. Çăмартаран гусеницăсем пулса çитсен вĕсем хупă айне кĕрсе кукăр-макăр çулсем туса тултараççĕ.
Çĕр улми кĕвипе кĕрешме пур майсемпе те усă курма пулать. Çуркунне сывă вăрлăха иртерех 15 сантиметртан кая мар тарăнăшне лартмалла. Уйсене таса тытмалла.
Çĕр улми кĕвипе кĕрешме колорадо нăррипе кĕрешмелли имçамсемпех усă курни вырăнлă. Ахальлĕн колорадо нăррипе кĕрешме пăрахсанах çĕр улми кĕви вăй илсе ярать. Кĕве лĕпĕшĕсем хĕвел аннă тата хĕвел тухнă чух питĕ активлă пулнине шута илсе кăларнă çĕр улмине çĕр каçма ана çинчех хăварни вырăнлă мар. Ăна çийĕнчех 16 сехетрен кая юлмасăр хранилищĕсене кĕртсе хумалла. Çакăн умĕн çĕр улмине тĕплĕ суйламалла. Сиенленнĕ тата пуçтарнинчен юлнă «иккĕмĕш çăкăра» пĕçерсе выльăхсене çитермелле.
Килти хушма хуçалăхсенче çĕр улмине упрама хурас умĕн пĕр процентлă биологилле препаратпа – лепитоцидпа – имçамламалла. Сывă çĕр улмие 10 литр шыв çине 100 грамм препарат янă растворта 5 минут тытмалла. Хыççăн çĕр улмие типĕтмелле те контейнерсене тултармалла. Вĕсене унччен тасатса хатĕрленĕ хранилищĕсене вырнаçтармалла. Имçамламалли çак ĕçсене çĕр улми кăларнă кунах тумалла. Çĕр улми упрама хуриччен асăннă чир-чĕрпе кĕрешес тĕллевпе хранилищĕсене дезинфекцилени те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Хĕл кунĕсем çывхараççĕ. Апла пулсан та, чир-чĕрпе кĕрешес ĕçсене çĕр улми упраннă вăхăтра та икĕ уйăхра пĕрре туса ирттермелле. Хĕллехи вăхăтра, çĕр улми упраннă чух, 3-5 градус температурăра çак сăтăрçăсен пурăнасси-аталанасси пĕтет. Анчах çакă çĕр ĕçченне алă усмаллине пĕлтермест.
В. МОРОЗОВ,
«Россельхозцентр» ФГУн Чăваш Республикинчи филиалĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи.