16 октября 2010 г.
Оринин ял администрацийĕнчи Патаккасси ял çыннисен ĕмĕчĕ пурнăçа кĕчĕ. Ялти виçĕ урамра паян çатма пек такăр çул.
«МСО «Аликовская» ЗАО ĕçченĕсем ялти икĕ урама пахалăхлă çул хыврĕç. Тепĕр урамĕнче «ДЭП-146» ОАО ĕçченĕсем тăрăшнипе асфальт çул пулчĕ.
Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Исетерккĕсен те пурăна киле ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрĕ. Кунта 600 метр асфальт çул тума тытăннă. Çулне хăпартнă, вак чул сарнă, асфальт сармалли çеç юлнă.
– Районта çулсене пăхса тăрассипе, – каласа парать райадминистрацин капиталлă строительство управленийĕн эксперт тĕп специалисчĕ Н. Звонков, – виçĕ организаци ĕçлет. Вĕсене конкурс мелĕпе суйласа илнĕ.
«ПГС–1» ООО, «ПМК «Водстрой» ОАО, «ДЭП-146» ОАО коллективĕсем хăйсен тивĕçне япăх мар пурнăçлаççĕ. Çулла çулсем вансан çийĕнчех юсама тăрăшаççĕ. Çул–йĕр çинчи тирпейлĕхшĕн те вĕсемех яваплă. Хĕлле пулсан вара вĕсене юртан тасатса тăраççĕ.
Çулсене экономика пурнăçĕн артерийĕпе танлаштараççĕ. Ăнсăртран мар, пурнăç шайĕ ÿснине пахалăхлă çулсем çирĕплетеççĕ. Апла пулсан районта такăр çулсем çулленех вăя кĕччĕр.
А. ИВАНОВ.