16 октября 2010 г.
Кăçалхи тăхăр уйăхри ĕçе пĕтĕмлетме иртнĕ кунсенче районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем пĕрле пухăнчĕç. Сÿтсе явмалли вара чăнах та нумай пулчĕ.
Малтанах районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Е.И. Плечов иртнĕ тăхăр уйăхри кăтартусемпе паллаштарчĕ. Хăш-пĕр пайсен ертÿçисене те уйрăммăн итлерĕç канашлура.
Асăннă тапхăрти преступленисен (вĕсем пурĕ 311 пулнă) 88,9 процентне уçса пама пултарнă. Çак кăтарту пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Çапах та вăтам йывăр тата йывăр преступленисен шучĕ сахал мар пулни канашлу вăхăтĕнче профилактика ĕçне вăйлатмалли çинчен калаçасси патне пĕрре мар çитерчĕ. Профилактика ĕçне вăйлатса çынсене «канма памалла мар». Çапла майпа ĕçлемелли çинчен район прокурорĕ те асăнчĕ. Вăрăлла ĕçсем çинчен те уйрăммăн чарăнса тăчĕç пакунлисем. Хваттерсенчи пурлăха, кĕсье телефонĕсем вăрласси малта тăрать.
Преступленисене ÿсĕрле тăвасси, ушкăнпа йĕркене пăсасси кăçал самаях ÿснĕ. Пĕрре йĕркене пăсакансем татах çав çулпа кайни те пăшăрхантарать: районта пулса иртнĕ рецидивсем 25 процент таранах ÿснĕ. Тен çакнашкал «паттăрсемшĕн» наказани çирĕпрех кирлĕ;
Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх инспекцине те район урлă М–7 трасса иртнĕрен ĕçе вăйлатма сĕнÿ пулчĕ. Акă кăçалхи Автанкасси – Козьмодемьянск çул çинчи авари те пиллĕк çыннăн пурнăçне илсе кайрĕ. Пулнă çав вырăнта каçхи патруль. Вĕсем йĕркене пăснă водителе шалти ĕçсен пайне илсе кайнă вăхăтра пулса иртет те çав хăрушă инкек...
Кунсăр пуçне сотрудниксен хăйсен ĕç дисциплинипе ответлăх пирки те тепĕр хут шутласа пăхма тивет. Йĕркене сыхлакан органсенче реформа вăхăчĕ пырать. Çак тапхăрта вара ĕç вырăнĕ пур-ха тесе лăпкă пурăнма пур чухне шанăç та çук. Акă кăçал районти шалти ĕçсен пайĕ те «вакансиллĕ» ĕçлет. Çитес çул та çак çул-йĕрпех кайма тивессине асăнчĕç канашлура. Сотрудниксен йышне сахаллатма палăртни ĕç йывăрлăхĕ чакнине пĕлтермест, паллах. Ăна вара пурпĕр тивĕçлипе пурнăçламалла. Апла пулсан ĕçлес текенсен çанă тавăрсах ĕçлемелле.
Канашлура участокри милици уполномоченнăйĕсене, уголовлă шырав пайне те ĕçе эффективлăрах пурнăçлама сĕнчĕç. Наркомани ыйтăвĕсемпе туллинрех ĕçлесси те çитес вăхăта лартнă тĕллевсенчен пĕри. Алкоголь продукцине саккунсăр майпа сутассипе, спирт пур шĕвеке хирĕç кĕрешессипе, ялсенчи тирпей-илеме сыхлассипе те тăрăшма тивет милици сотрудникĕсен. Пурнăçламалли задачăсем умра татах та чылай. Малашне те çулталăк пуçланнăранпа тунă çитĕнÿсен çулĕпе пыма вара ума лартнă тĕллевсене пурнăçласан çеç пулать.
Н. НИКОЛАЕВА.