20 октября 2010 г.
Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче унчченхи колхозсемпе совхозсем хăйсен харпăрлăх формисене улăштарчĕç. Нумайăшĕ паян – ял хуçалăх производство кооперативĕсем. Рынок хутшăнăвĕсем аталаннă вăхăтра вĕсенчен чылайăшĕ панкрута тухрĕ, малтанхи вăхăтра тухçăпа савăнтарнă хирсем вара çум курăк тыткăнне кĕрсе ÿкрĕç. Ял хуçалăхĕнчи çакнашкал ÿкерчĕкре çăлăнăç унки рольне хресчен (фермер) хуçалăхĕсем илчĕç. Вĕсене малашлăхпа аталанма патшалăх та пулăшу парса хавхалантарма пуçларĕ. Паянхи хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ĕçне-хĕлне тишкеретĕн те тĕп вырăнта патшалăх пулăшăвĕ мар, çĕр ĕçне чунĕпе парăннă хресчен ачисем тăраççĕ. Тĕрĕссипе вĕсем рынок аталанăвĕн тапхăрĕнче çĕнĕлĕхсене алла илсе ÿссе тĕрекленнĕ, йывăрлăхсем умĕнче пуç усман çынсем. Пылчăкран, тислĕкрен хăраманскерсем паян район тăрăх ют çĕр-шывсенче туса кăларнă автомашинăсемпе çÿренине асăрхатăн та, вĕсем йывăрлăхрисене пĕр иккĕленсе тăмасăр пулăшу панине куратăн та ял хуçалăхĕ çĕнĕ аталану шайне ура ярса пуснине туйса илетĕн. Çапла пулмалла та ĕнтĕ – хамăра тăрантаракан çĕр-аннемĕр хуçасăр пулаймасть. Эпир-çке унăн ачисем, ывăлĕ-хĕрĕсем. Çакнашкал шухăш-ĕмĕтпе Катькас ял тăрăхĕнчи Çеçмер ялĕ çывăхĕнчи купăста пуссине çитрĕм. Ана пуçĕнче икĕ тулли прицеп ларать. Купăста касакансем кăнтăр апатне кайма пуçтарăннăччĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçипе Александр Николаевич Никитинпа калаçатăп.
– Уй-хир ĕçченĕсем кăнтăр апатне кайсан мĕн вăхăт канаççĕ-ха; – ыйтатăп сăмах пуçарса.
– Ял çыннин, çĕр ĕçченĕн канăвĕ вăл хăйне евĕр вăрттăнлăх. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче хресчен кану пирки шутламасть те. Мĕн акни-лартнине пуçтарса кĕртсен малашлăх пирки пуç ватнă чух иртет унăн канăвĕ. Ку вăл ялта пурăнакан кашни çыншăнах паллă. Çавăнпа та кĕрхи ĕçсенче – купăста касма пуçласан – апатланассине те хамăн килтех йĕркелерĕм, – пулчĕ фермерăн хуравĕ. Çавна май вăл çул урлах хăйсен килĕ пулнине ăнлантарчĕ.
– Нумай лартнă-и-ха купăстана;
Саша хирелле пăхса илчĕ те:
– Ял çыннисемпе пĕрле тăватă гектар çурă лартрăмăр. Технологие пăхăнса пăхса ÿстертĕмĕр тетĕп та-ха, анчах кăçал ăна шăварассине йĕркелейменнипе тухăç илессипе лартнă тĕллевсене пурнăçлаймарăм. Ку вара çитес çул валли урок тесе шутлатăп халĕ. Апла пулин те купăста 70-80 тонна пулатех.
– Чăн çĕр ĕçченĕ пĕр ĕçпе çеç лăпалмасть, – тăсатăп калаçăва малалла.
– Эпир ял ачисем, çĕр ĕçĕнче атте-аннепе пĕрле вăй илсе ÿснĕскерсем. Пылчăкра çăрăласси те, тислĕкпе ĕçлесси те пирĕншĕн ют мар. Çĕре юратса ĕçлекене вăл та юратупа-ăнăçупах тавăрать. Калайкассинчи вăтам шкула пĕтерсенех ун чухнехи «Гигант» совхозра комбайнер пулăшаканĕнче ĕçлерĕм, тракторист специальноçне те алла илтĕм. Кĕскен каласан çĕр-аннемĕрпе çывăх туслашрăм. Çулталăк çурă Раççей çарĕнче службăра тăнă хыççăн та ыттисем пек çĕр ĕçĕнчен хăраса хуланалла тармарăм, хам бизнеса çĕр ĕçĕнче йĕркелеме тĕв турăм, – хирте ĕçлекенсем çине пăхса калаçать юлташăм.
Александр Николаевич сăмахĕнчен купăстапа ĕçлесси унăн вунă çул каяллах пуçланнă. Çав хушăрах тимĕр-тăмăр пуçтарса ачаран техникăна юратнă каччă ĕç хатĕрĕсем майлаштарнă. Иртнĕ 10 çул хушшинче кăçал фермер пулса регистрациленнĕ çамрăк купăста та лартнă, çĕр улмипе ĕçленĕ, пахча çимĕç туса илнĕ, курăк çулнă, тырă вырнă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ.
– Купăстапа ĕçлени тухăçлăрах пек туйăнчĕ те кăçал ăна 4,5 гектар лартса хăвартăм. Унсăр пуçне манăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çĕр улми 1,5 гектар, тырă-пулă 30 гектар, нумай çул ÿсекен курăксем 30 гектар ытла лаптăк йышăнчĕç. Çаксене вăхăтра акма-пуçтарма Çеçмер, Шатракасси, Кĕрекаç ял çыннисем хастар пулăшаççĕ. Тавах вĕсене манпа юнашар пулнишĕн, йывăрлăхсене пĕрле çĕнме тăрăшнишĕн.
Ял çыннисем тата тăван-пĕтенсем ăнланса ĕçленĕренех А. Никитин кăçал выльăх-чĕрлĕхпе хур-кăвакал ĕрчетесси çине тимлĕх уйăрма пуçларĕ. Шыракан тупать тенĕ пек Ярославкăри юхăнса ларакан ĕне тата сысна фермисем шанчăкпа ĕçлесе пурăнакан хресченшĕн аталанăвăн черетлĕ утăмĕ пулчĕ. Унччен юхăнма пуçланă тата çум айне пулнă фермăсене паян çын алли-ури пырса кĕни инçетренех курăнать.
– Кунта ĕçлемелли нумай-ха, анчах пуçăннă ĕçе вĕçне çитеретпĕрех тесе шутлатăп. Çавăнпа та паян хампа пĕрле пая кĕрсе ĕçлес текенсене фермăри пушă пÿлĕмсемпе усă курса ĕçлеме, Нискасси-Ярославка тăрăхĕсенче пай çĕрĕсене хама парас текенсене те пĕр чăмăра пухăнма ыйтатăп. Пĕрле пулсан çеç пирĕн патăмăртан юхăнчăк тарĕ, – терĕ Ярославкăри хур-кăвакал фермине çитнĕ май хресчен (фермер) хуçалăх ертÿçи.
– Ялсенче пурăнакансем санăн тăрăшулăхна епле йышăнаççĕ-ха;
– Кунта ытарлăрах çапла калас килет. Ыранхи куна пăхса шанчăклă ĕçлекен катăк йĕмпе чупса çÿреместех. Кам пурнăç япăххине кашни утăмра шырать – унăн пÿрт-çурчĕ те ишĕлет, хăй те мухмăр-сухмăртан тухса пĕтеймест. Çакна эпĕ те, манпа ĕçлекенсем те çирĕп ăнланса илчĕç тесе шутлатăп. Ку вăл – ÿсĕмсен никĕсĕ. Ĕçлесен ялта та хуларинчен кая мар пурăнма пулать.
– Выльăх-чĕрлĕхĕпе кайăк-кĕшĕк йышлă-и вара;
– Кунта манăн сана хисеппе калас килмест. Выльăхсенчен сысна ĕрчетме пуçларăм. Кайăк-кĕшĕк енчен пăхсан паян манăн сарайсенче хурсем те, кăвакалсем те, индокăвакалсем те, чăхсем те пур. Хăшĕ ытларах тупăш парĕ – вăл малалла аталанĕ. Аталану каллех ял çыннисемпе пĕрле пулнинче тесе шутлатăп. Хам енчен илсен ăçта ĕçлекен çитмест – унта вăй хума хатĕр. Хамах хирте тракторпа ĕçлетĕп, продукци вырнаçтарассипе тимлетĕп, килти трактор-машина паркне ÿстеретĕп, çынсене те техника юсаса парассинче айккинче тăмастăп.
– Апла пулсан санăн татса паман ыйтусем çук;
– Ĕçлекен çынăн ыйтусăр пулмастех. 10-шар тонна купăста кĕрекен икĕ хранилищĕне çителĕклĕ тесе шутламастăп, çĕнĕ техника туянаймастăп-ха. Пăхса çÿретĕп те хĕл кунĕсенче хама килĕшнĕ агрегата хам вăйпах пуçтаратăп. Çапла ĕнтĕ вăл хресчен пурнăçĕ. Хăв ĕçлемесен Мускаври «пичче» килсе туса памасть. Паян манăн трактор-машина паркĕнче 3 трактор, хир карапĕ тата КСК-100 комбайн, тиев турттармалли 2 автомашина, кăкарса ĕçлемелли нумай агрегатсем. Сăмах май, çĕр улмипе ĕçлемелли техника енчен пурте пур, купăста лартмалли агрегата та хам алăпах ăсталарăм.
– Кун пек ĕçсене йĕркелесе яма укçи-тенки те самай кирлĕ. Кунта мĕнле çулпа аталанса пыратăн;
– Каларăм-çке, ĕçлекен çын патне пулăшăвĕ хăйех пырать. Патшалăх килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредит пама пуçласан çак пулăшăва хам тăрăшуллăхпа тата çĕр ĕçне юратнипе пĕрлештертĕм те килти хушма хуçалăхран хресчен (фермер) хуçалăх шайне çĕклентĕм. Тĕллевĕсем татах пур.
Çапла калаçса çÿрерĕмĕр хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçипе Александр Николаевич Никитинпа унăн ĕç вырăнĕсемпе иртнĕ май.
Анатолий БЕЛОВ.