20 октября 2010 г.
Республикăри çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕнче хĕрÿ тапхăр пырать – кĕрхи призыв кампанийĕ. Çак икĕ районти 150 ытла çамрăкăн çитес вăхăтрах Раççей Çарĕн ретне тăмалла. Вĕсенчен ытларахăшĕ Муркаш район каччисем пулмалли паллă.
Пĕр çулталăк хушшинче çар ăсталăхне алла илме, паллах, çăмăл мар. Анчах çара кайма хатĕрленекенсенчен нумайăшĕ шăп та лăп çак тапхăр пĕр çул пулнишĕн ытла пăшăрханманнине калать.
Çар комиссариачĕн пайĕнче ăнлантарнă тăрăх аслă шкулсенче вĕренекен студентсем пĕр хут отсрочка илме пултараççĕ. Техникумсемпе училищĕсенче вĕренекенсем, 9 класс пĕтернĕ хыççăн вĕренме кĕнĕ пулсан, алла диплом илмесĕр çара каймĕç. Çак вĕренÿ заведенийĕсене 11 класс хыççăн вĕренме кĕнисен вара отсрочка çук. Призывникăн ачи 3 çул тултарман пулсан та, арăмĕ ача амăш пулма хатĕрленет пулсан та халĕ унăн саккунпа килĕшÿллĕн çара каймалла. Ача çуратнăшăн (пĕр хутчен паракан пособи 17402 тенкĕ) тата ачана упăшки çартан киличчен пăхса ÿстернĕ вăхăтра (уйăхсерен 7458 тенкĕ) салтак арăмĕ пособисене тивĕçет. Ялсенче ĕçлекен арçын врачсемпе учительсен те федераллă саккунта палăртнипе салтак пушмакне отсрочкăсăр тăхăнма тивĕ.
«Хальхи вăхăтра çар комиссариачĕн Муркашпа Элĕк районĕсен пайĕнче кĕркуннехи призыва лекнĕ çамрăксен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухас ĕçсем пыраççĕ. Октябрĕн 18-мĕшĕнче вара çамрăксен пĕрремĕш партийĕ салтака кайрĕ: Муркаш районĕнчен 9, Элĕк районĕнчен 2 яш. Салтака каякансем пурте Тĕп çар округĕнчи çар чаçĕсене лекеççĕ», – пĕлтерчĕ Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пай пуçлăхĕ В. Андреев.
Çар комиссариатне пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри вар вăл çара каяссинчен пăрăнни. Пирĕн районта та темиçе призывранах пăрăнакансем сахал мар иккен. Вĕсен ячĕсене те пытармарĕç республикăри çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕнче: Макаçи ялĕнчи Игорь Г., Апчарти Антон Н., Муркашри Евгений Е., Юрий П., Сергей Е., Рыккакассинчи Руслан Г., Çатракассинчи Константин Ш., Василий П., Алексей Ш., Анатолий Я., Торинкассинчи Александр А., Чуманкассинчи Александр П., Шетмĕпуçĕнчи Павел С., Панклири Юрий Н., Шурчари Вениамин И., Милютакассинчи Алексей К., Тăмкассинчи Николай В.
Çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх нумай чух çамрăксене ашшĕ-амăшĕ çара каяссинчен «хÿтĕлет» иккен. Намăс мар-ши çак яшсен ашшĕ-амăшне хăйсен ачисене пытарса пурăннăшăн; Паян маларах 2-3 çул хĕсметре тăнă пек те мар-çке. Ашшĕ-амăшех хăйĕн ачине Раççей Федерацийĕн «Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен» саккунне пăстарса уголовлă явапран та хăтарăпăр тесе шутлаççĕ-ши; Уголовлă кодексри 328 статья шăпах çак саккуна пăсакансем валли пулнине шута хумаççĕ пулас вĕсем.
«Акă кĕрхи призыв кампанийĕ вăхăтĕнче Муркаш районĕнчи 59 призывник медицина тĕрĕслевне те килмен. Хăшĕсем вара (çÿлерех каларăмăр) çапла темиçе çул хушши пурăнаççĕ. Çак 59 призывникăн ашшĕ-амăшĕ те хăйсен ывăлĕсен çар комиссариатне пымаллине пĕлеççĕ. Вĕсенчен çурри çара кайма та юрăхсăр пулĕ, анчах та çар билетне парасси пирки йышăну тума призывникран мĕн ыйтнине пĕтĕмпех пурнăçламалла, пăрăнса çÿремелле мар», – çапла пĕлтерет çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ В. Андреев.
Мĕнех, яшсен хăйсен те, ашшĕ-амăшĕн те шутласа пăхмалли пур. Саккуна пăсни вара çамрăклах яшсен çулĕ пăтăрмахпа пуçланса малашлăх мĕнле пулассине те кăтартса парать.
Н. АНДРЕЕВА.