20 октября 2010 г.
Октябрĕн 4 – 13-мĕшĕсенче пирĕн районта та, республикăри ытти районсемпе хуласенчи пекех, «Шанăç» оперативлă профилактика мероприятийĕ иртрĕ.
Çул çитменнисем хушшинче преступленисем тăвассине асăрхаттарас тĕллевпе шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем çул çитменнисем тата çамрăксем нумаййăн пухăнакан вырăнсене ятарлă рейдсемпе тĕрĕслерĕç. Йĕркене пăснăшăн суд çирĕплетнипе ирĕкрен хăтармасăр наказание пурнăçлакан çамрăксем те çук мар районта. Вĕсем патĕнче ĕç тăвакан уголовлă инспекци представителĕсем, районти çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси членĕсем те пулса лару-тăрăва тĕрĕслерĕç. Шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракан çамрăксем патне те çак тапхăрта тимлĕх ытти чухнехинчен ытларах пулчĕ.
Операци вăхăтĕнче районти шалти ĕçсен пайне çул çитмен тепĕр çамрăка учета илме тиврĕ. Вăл хăрушă преступлени тунă. Унсăр пуçне «Шанăç» саккуна пăснă тепĕр 4 çамрăка та тытса чарма май пачĕ.
Çитес эрнере вара маларах пуçланнă «Милици – ачасем» операци те вĕçленет. Ку операци вăхăтĕнче шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе пĕрле педагогсем те, опека органĕсен представителĕсем те ачасене саккунлăхпа çывăхрах паллаштараççĕ: уголовлă, гражданла тата административлă законодательствăсемпе çыхăннă ыйтусене тĕпе хурса шкулсенче тĕл пулусем пыраççĕ. Çул çитменнисем хушшинче наркомание, алкоголь продукцине ĕçекенсене, токсикомание тупса палăртассипе ятарлă тестсем ирттереççĕ, видеофильмсем те кăтартаççĕ. Шута илмелле мар сăлтавсене пула уроксене час-часах сиктерекен вĕренекенсене уйрăм калаçу кĕтет: кашни шкулах яваплă сотрудника çирĕплетнĕ.
М. КОНУЗИНА,
районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисен подразделенийĕн ертÿçи.