13 октября 2010 г.
Хисеплĕ ентешсем! Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пирĕншĕн пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ тата кирлĕ мероприяти пулса тăрать. Вăл нумай енпе тĕрĕс кăтартусем илме май парать. Шăпах ĕнтĕ 2002 çулхи халăх çыравĕн итогĕсемпе пирĕн çĕр-шывра патшалăх тĕлĕшĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тума май килнĕ, наци проекчĕсем пурнăçа кĕме тытăннă.
Çитес çырав çĕр-шыв аталанăвĕн эффективлă программисене туса хатĕрлеме кирлĕ. Çынсен шучĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăç условийĕсем, йышĕ, миграци, кашни территори ĕç вырăнĕсем тупса пама пултарни пирки тĕрĕс сведенисем тăратни социаллă политикăна эффективлăрах йĕркелеме, çĕнĕ задачăсем палăртма тата çитес вунă çуллăх хушшинче çынсен пурнăç условийĕсен пахалăхне чылай лайăхлатма май парĕç.
2010 çулхи халăх çыравне ирттерессин пĕлтерĕшĕ вырăнти самоуправление йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем пирки калакан федераллă саккун пурнăçа кĕнипе те çыхăннă. Унпа килĕшÿллĕн çынсен йышĕ тата ÿсĕм вăхăчĕ пирки илнĕ сведенисем бюджетсене йĕркелессинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ.
Хисеплĕ ентешсем! Кăçалхи октябрĕн 14–25-мĕшĕсенче сирĕн киле çыравçă килсе шаккĕ. Çырав ĕçне çынсенчен ыйтса пĕлессин мелĕпе йĕркелеççĕ. Çырав ыйтăвĕсем çине телефонпа хуравлама пултаракан ватă çулсенчи тата чирлĕ çынсем тĕлĕшпе уйрăмлăхсем пулма пултараççĕ. Вĕсен çырав участокĕпе телефонпа çыхăнма май пур. Кунпа пĕрлех гражданин анкетăна тултарма стационарлă участока хăех пыма пултарать.
Çыравсен принципĕ – çынсене шанасси. Çыравçă сирĕнтен нимĕнле документсем те ыйтмасть. Пур хурава та сирĕн сăмахсем тăрăх çырса хурĕç. Эсир çавна ăнланăр. Çырав анкетинче пĕтĕмĕшле ыйтусем кăна. Вĕсем сирĕн пурнăç условийĕсене пырса тивмеççĕ. Çавăнпа та хăвăр пирки информацие пытарма сăлтав çук.
Хаклă ентешсем, сире çапла чĕнсе калатăп. Хăвăрăн гражданла тивĕçе пурнăçлăр – çырава хутшăнăр. Вăл сирĕн вăхăта 15–20 минутран ытла йышăнмĕ. Çырава хутшăннă май эсир чи малтанах хăвăрăн пурнăç условийĕсене лайăхлатассинче палăрăмлă йĕр хăварма пултаратăр. Патшалăхăн вара экономикăпа социаллă пурнăç политикин тĕп енĕсене тĕрĕсрех палăртма майсем пулĕç.
Ю. ИВАНОВ,
район пуçлăхĕ.