13 октября 2010 г.
Октябрĕн 10-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра психика тĕлĕшĕнчи сывлăх кунне паллă турĕç. 1992 çултанпа кĕчĕ пулсан çак кун пирĕн календаре, ку ахальтен мар. Кăçал çак куна суицид йывăрлăхран тухмалли çул мар иккенни çинчен ăнлантармаллине, çак пулăм ан пултăр тесе тăрăшмаллине халалланă. Паянхи çав тери пысăк хăвăртлăхпа пыракан пурнăç урапи çинче тĕрĕс-тĕкел ларса пырас тесен, çут тĕнче пирĕншĕн тамăк хуранĕ пек туйăнма ан пуçлатăр тесен, пирĕн мĕн тумалла; Кăмăла пăсакан тĕслĕхсем тупăнса тăнă çĕртех пирĕн мĕнле хамăра лăпкă тытмалла; Чуна йывăр чухне сывлăха хавшатас мар тесен пирĕн мĕн пĕлмелле;
– Стрессемпе кĕрешмелле мар пирĕн, вĕсем ан пулччăр, тесе тăрăшмалла, – терĕ калаçура районти тĕп больницăн психотерапевчĕ Л.М. Иванова. Малалла шухăшне çапла тăсрĕ.
– Личноçра психика тĕлĕшĕнчи активлăх тĕп вырăн йышăнать. Мĕн-мĕн кĕрет-ха унта;
Чи малти вырăнта кунта темперамент йышăнать. Ку вăл çут çанталăк пани. Темперамента искусствăлла майпа улăштарма çук. Вăл е ку чир, хытă ывăнни е урăх çакнашкал сăлтав çеç ун çине хăйĕн витĕмне кÿрет. Е тата çын хăйне хăй алăра тытма пĕлни пулăшать кунта.
Унтан пирĕн шалти кăмăл-туйăм тĕнчинче ăс-тăн хăйĕн вырăнне йышăнать. Кунта чи малтанах Турă панă малтанхи пултарулăх пуррине палăртмалла. Анчах та тивĕçлĕ воспитани илеймесен, çав Тур панă енсене аталантармасан, темĕнле пысăк пултарулăх та малалла аталанаймасть. Пачах урăхла, çав çут çанталăк парнеленĕ ен пысăках мар пулсан та, ăна аталантарсан, кун пек çын пултаруллă пулса çитĕнет. Çавăнпа та ача мĕнле çын пуласси вăл епле лару-тăрура, мĕнле çынсем хушшинче ÿснинчен çав тери нумай килет.
Личность пулма пулăшакан тепĕр ен вăл – интеллект. Урăхла каласан, çыннăн вĕренес пултараслăхĕ. Пурнăç тăршшĕпе вăл аталанса улшăнма пултарать.
Личноçăн 4-мĕш енне – çын характерне вара эпир вăл хăйне мĕнле тыткаланинчен, ыттисемпе мĕнле хутăшнинчен уйăрса илетпĕр.
Çынра çирĕпленнĕ çак енсен пĕрлĕхĕ пирĕнтен кашнине хамăра хамăр тивĕçлĕ хак пама пулăшать. Çын хăйпе хăй, ыттисемпе мĕнле пулнинчен килет те ĕнтĕ унăн малаллахи пурнăçĕ мĕнле пуласси, вăл пурнăç çине мĕнле пăхасси, мĕнле ĕмĕт тĕллевпе пурăнасси.
– Çав хутшăнусем улшăнма пултараççĕ-и;
– Çак хутшăнусем пурнăç тăршшĕпе улшăнма та пултараççĕ. Анчах та вĕсенчен пĕри – хăв çине хăв мĕнле пăхни çав шайрах юлма та пултарать. Пурнăçра пула иртекен пысăк пулăмсем çеç шалти тĕнчене, кăмăл-туйăма улăштарма пултараççĕ. Кунта çын пыра-киле пурнăçа ăнланса тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ туни кирлĕ. Вара çын улшăнма пултарать. Çыннăн шалти тĕнчи улшăнчĕ пулсан, тулти лару-тăру та улшăнать унăн.
Çак хутшăнусенченех ĕнтĕ стресăн сăлтавĕ мĕнре пулни те курăнать. Енчен те вăл е ку пулăм унăн пурнăç хаклăхĕсене пырса çапать пулсан, унăн чунĕ хытах ыратма пултарать. Калăпăр, çыннăн ĕçре йĕркеллех мар, коллективрисемпе урлă пулнă, хытă ывăннă тата ыт. те. Çын невроз чирĕ пуçланас умĕнхи тапхăра кĕрсе ÿкесси çак чуна йывăр самантсем мĕн чуль вăхăт тăсăлнинчен те килет.
Енчен те çыннăн хÿтĕлев механизмĕ çук пулсан, ăна çак йывăр лару-тăруран тухма çăмăл пулмасть. Калăпăр, йĕркеллĕ çывăрса канмасан, ĕмĕтленмесен, канмасан, çынпа калаçса чуна уçмасан.
Мĕншĕн çапла калатăп-ха; Мĕншĕн тесен çак лару-тăрăва кĕрсе ÿкнинсенчен 20 проценчĕн çеç невроз чирĕ пуçланма пултарать. Халь çеç асăннă хÿтĕлев механизмĕ пулсан, ытти 80 проценчĕ çак шайрах юлать, е сывалать, е урăх формăна куçать. Калăпăр, туртма е ĕçме пуçлать, е ытти органсем çине куçать çак ырату.
Каласа хăвармалла, стресс чухне организмра адреналин нумайланса каять. Ăна пĕтерес тесен чупмалла е чунри ыратăва шалта тытмалла мар. Ахаль кулянса ларсан, çав адреналин пĕр-пĕр чирлĕрех орган çине тата ытларах сиен кÿрет. Камăн юн пусăмĕ хăпарса каять, камăн урăх чир хытăрах аталанса каять. Урăхла каласан, ăçта çинçерех, çавăнта татăлать, теççĕ чăвашсем.
– Мĕн тумалла çыннăн çак йывăр шухăш айне пулас мар тесен;
– Лару-тăрăва çăмăллатмалла. Чирех кайиччен хăв пурнăç çине мĕнле пăхнине çĕнĕрен хак памалла. Çав йывăрлăх çинчен шутласан унтан пăрăнаймастăн вĕт. Кăмăл тата ытларах пăсăлать кăна. Çапла майпа невроз умĕнхи лару-тăруран çын тухаймасть кăна мар, вăл тата та тăсăлать. Кун пек лару-тăрура вара çыннăн организмĕ чирсемпе кĕрешейми пулать.
– Мĕн тумалла пурнăç илемне курма пăрахнă çыннăн;
– Чи малтан, конфликта тупса палăртмалла. Кайран вăл мĕнле конфликт пулнине уйăрса илмелле. Е вăл хăйĕнчен çирĕп ыйтмасăр, ыттисенчен ытларах кĕтет çакна. Е пĕр-пĕр татăклă утăм тăвасшăн хăй, анчах шикленет. Урăхла каласан, хăй мĕн тăвас килнине тăвайманни. Е хăй улшăнасшăн, анчах пултараймасть. Çакна ăнланмалла: пурнăçра тума пултараслăхпа ĕмĕт тĕл килмелле. Кун пек чухне конфликт та татăлать. Чуна ыраттаракан сăлтава пĕтерме пулать.
Паллах, тÿрех пулмасть çакă. Çынна улшăнма намăс, вăтану туйăмĕ чăрмантарма пултарать. Пурнăçри пĕтĕм инкекĕн сăлтавне ăнланса илсен вăл хăй хăйĕн куçĕ умĕнчех ÿсет. Хăй çакна, пурнăç тĕллевне, унăн хаклăхне ăнланса илет пулсан, çын сывалнă шутланать. Невроз вăл çын пурнăç çине епле пăхнинчен пуçланать. Апла пулсан, пурнăçра хамăра хамăр лăпкă тытмалла. Пурнăçра хамăра хамăр вырăнта туяс тесен, çыннăн пĕрмаях хăйне çапла ыйту памалла: мĕншĕн, мĕн тума кирлĕ мана çакă, тата ытти çакнашкал ыйтусене парса, хăйĕнех тĕрĕс хуравсем пама пĕлмелле. Вара пурнăçра çынна чире яма пултаракан нимле конфликт та пулмĕ.
Вулакансене вара çакăн çинчен пĕлтеретпĕр. Октябрĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен районти тĕп больница психика тĕлĕшĕнчи сывлăх эрнине ирттерет. Психотерапевт тата психиатр сире кăмăлăра пăсакан сăлтавсене тупса палăртма пулăшĕ, вĕсене пĕтермелли майсене сĕнĕ. Эппин, пĕр шикленмесĕрех чунăра уçма ан именĕр. Çакă хăвăршăнах лайăх пулĕ.
Ыйтусене эсир 62-3-97 номерпе те пама пултаратăр.
Л. ТУКТИНА.