13 октября 2010 г.
Иртнĕ эрне кун Муркашра тата Мăн Сĕнтĕрте халăх çав тери йышлă пулчĕ. Район администрацийĕ районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, килти хушма хуçалăхсене çитĕнтернĕ ял хуçалăх продукцине сутма ярмăрккă йĕркелерĕ. Ăна хаваслă лару-тăрура уçнă май район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ял ĕçченĕсене хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав турĕ:
– Тавах сире пархатарлă ĕçшĕн. Малалла татах та Турри пире пурне те йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăштăр, – терĕ вăл.
Чăннипех те çăмăлах пулмарĕ кăçал ял ĕçченне. Апла пулин те патшалăх вĕсене йывăрлăхпа куçа-куçăн пĕччен хăвармарĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.А. Калинин хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тăрăх, патшалăх тăкаксене саплаштарма пирĕн района 20 миллион тенкĕ укçа парса пулăшрĕ. Унсăр пуçне выльăх апачĕ туянма кăна октябрĕн 1-мĕшĕччен 11 миллион тенкĕ килсе çитрĕ района. Ку пулăшу малалла пырать: çитес вăхăтрах выльăхсен йышне тытса тăма патшалăх пулăшăвĕ татах килсе çитмелле. Владимир Аркадьевич ял хуçалăхăн кăçалхи ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май малта пыракансене те ятранах асăнчĕ.
Муркашсене кĕрхи ярмăрккă ирттернĕ ятпа Чăваш Республикин Правительстви, Чăваш Республикин Президент Администрацийĕ ячĕпе Чăваш Республикин Гостехнадзор инспекцийĕн ертÿçи В.П. Димитриев саламларĕ. Вăл Муркашсем кăçал çак ярмăрккăна республикăра чи пĕрремĕш ирттернине палăртрĕ.
Районта пурăнакансене çавăн пекех РФ ПФ Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Р.А. Кондратьева, «Ударник» хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов саламларĕç.
– 40 градус шăрăхра комбайн штурвалĕ умĕнче пыма, уйра ĕçлеме çăмăл мар. Апла пулин те район ĕçченĕсем чăтса ирттерчĕç. Çакăн пек хăй ĕçне парăннă хресчен чунлă çынсем пирĕн районта пулнишĕн эпир чăннипех те мухтанатпăр, – терĕ Платон Павлович.
Çĕр ĕçне юратакансем вара çак кун туянакансене хăйсен продукцийĕпе савăнтарчĕç. Хулара пурăнакан, Муркашра хуçалăх тытакан Э.С. Милютинăпа калаçатăп.
– Улмуççисем туянма ятарласа килтĕм хуларан. Тавах район администрацине çакăн пек ярмăрккăсем ирттерсе пире хамăра кирлĕ продукцие туянма майсем туса панăшăн, – хăй хĕпĕртенине пытармасть Элиса Семеновна.
Ăна улмуççин çĕнĕ сорчĕсене сутнă Ярапайкассинче пурăнакан А.В. Смеловăн вара сад ĕçĕнче чунĕ канать.
– Улмуççисем 60 сорт ытла, грушăсем 50 сорт ытла. Пыл хурчĕсем тытатăп, – тет вăл.
Ача чухнех аппăшĕпе питĕ тутлă панулми çиес килнĕскер халĕ çак савăнăçа ачасем пĕчĕкренех туйса ÿсчĕр тесе тимлет ку ĕçпе.
Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнчи Вомпăкассинче пурăнакан Аннăпа Владимир Пикушкинсем вара кашни çулах хутшăнаççĕ районта иртекен кĕрхи уява. 10 сехет тĕлнеллех вĕсен купăста тиенĕ машини пушанса юлнăпа пĕрехчĕ.
– Халăх хапăл тусах туянать. Кашни çулах килнĕрен пире палласа та çитрĕç пулĕ. Тÿрех туянса пĕтерчĕç, – терĕç вĕсем.
Кăçал патшалăх ĕçсĕррисене хăйсен ĕçне пуçласа яма 58-шар пин тенкĕ укçа парса пулăшрĕ. Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкасра пурăнакан О.К. Егорова çакăншăн район администрацине, ĕçпе тивĕçтерекен центра тав тăвать. Çак укçапа усă курса вĕсем килте кăçал 350 пуç чăх-чĕп, хур-кăвакал тытрĕç.
– Чăхсене туянса пĕтерчĕç. Кăвакалсемпе хурсене те ак туянаççĕ, – тет вăл.
Ольга Константиновна килти кайăк-кĕшĕке малалла ĕрчетес кăмăллă.
Ю.Г. Михайлов фермерăн та çĕр улми, ытти пахча çимĕç тиенĕ машини умĕнчен çын татăлмарĕ. Çынсен пай çĕрĕсене арендăна илсе ĕçлекенскер, малалла çĕр лаптăкне татах та пысăклатас ĕмĕтлĕ.
– Ÿркенмесен çĕр çинче пурăнмалăх укçа туса илме пулать, – кăмăллăн калаçать вăл.
Камсем кăна мĕн çеç сутмарĕç пулĕ çак кун. Пахча çимĕç, курăксен вăррине, аш-какай, çăмарта сутнă çĕртен те – пур çĕртен те халăх татăлмарĕ.
Çак кун Муркашсемпе Мăн Сĕнтĕрсен кăмăлне Муркашри «Расна», «Илем», Москакассинчи «Шуçăм», Мăн Сĕнтĕрти «Янаш» ансамбльсем çĕклерĕç.
Ял хуçалăхпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, килти хушма хуçалăхсем ял хуçалăх продукчĕсене сутма, Муркашра тата Мăн Сĕнтĕрте пурăнакансем вара вĕсене туянма халăха майлă условисем туса панăшăн район администрацине тав тăваççĕ.
Л. ПАВЛОВА.