13 октября 2010 г.
Пирĕн районта иртнĕ çул васкавлă пулăшу бригади 6421 çын патне çитсе пулăшу панă.
Хăçан чĕнмелле-ха васкавлă пулăшăва; Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин 179 " приказĕ тăрăх васкавлă пулăшăва чир-чĕр сасартăк сиксе тухрĕ пулсан, сасартăк амансан, наркăмăшлансан, ача çуратма пуçласан, чирлесе пурăнакан çыннăн сывлăхĕ япăхса кайрĕ пулсан чĕнмелле.
Шел пулин те тепĕр чухне васкавлă пулăшу бригадин усăсăр та çула тухма тивет. Сăмахран, пĕлтĕр çакăн пек 106 тĕслĕх пулнă. Вĕсенчен 55 хутĕнче васкавлă пулăшăва вилсе кайнă çын патне чĕннĕ, 51-шĕ суя чĕнÿ пулнă. Васкавлă пулăшу бригади чирлĕ çын патне пĕрре пулăшăва кайса килни вара больницăна 967 тенкĕ 58 пуспа танлашать. Суя чĕнÿсем ытларах çамрăксем ашкăннипе пулаççĕ, вĕсем урамри таксофонсенчен шăнкăравлаççĕ. Çав вăхăтра вара тепĕр çынна чăннипех те пулăшу кирлĕ, анчах та вăл çакнашкал çамрăксене пула пулăшăва вăхăтра кĕтсе илеймесен те пултарать.
Тата тепĕр самант та пăшăрхантарать. Пире темиçе кун е тата эрнешер чирлесе пурăннă çын патне каçхине е çĕрле чĕнеççĕ. Çак вăхăтра вара больницăра анализсене тĕрĕслекен, рентген, УЗИ тăвакан тата ытти специалистсем çук çке-ха. Вĕсене пурне те килĕсенчен чĕнсе илмелле, канмалли вăхăтра больницăна килмелле пулса тухнăшăн хушса укçа тÿлемелле пулать, паллах.
Чир-чĕре вăраха ямасăр, çийĕнчех, пур специалист та ĕçленĕ вăхăтра – кăнтăрла – тĕрĕсленине мĕн çиттĕр ĕнтĕ. Ун чухне диагноз лартма тата чире çийĕнчех сиплеме пуçлама пур май та пур. Шăл ыратнине те вăхăтра сиплемелле, каçа е çĕрлене хăвармалла мар.
Ача çуратма вăхăт çитнĕ хĕрарăмсене хырăм ыратма пуçласан тÿрех тапранса пыма е васкавлă пулăшăва та çийĕнчех чĕнме сĕнес килет. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр хĕрарăмсем юлашки минутченех килте лараççĕ. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче икĕ хĕрарăма больницăна илсе çитереймен, çул çинчех ача çураттарма тивнĕ.
Иртнĕ çулта тата 436 хутчен васкавлă пулăшу бригади эрех ĕçсе аптранă çынсем патне çула тухнă. Çакă та пăшăрхантарать. Шутласа пăхăр-ха, миçе пин тенкĕ халăхăн укçи тăкакланать çак наркăмăшлă шĕвеке ĕçнипе.
Юлашкинчен васкавлă пулăшу чĕннĕ чух шăнкăрава йышăнакан фельдшерăн ыйтăвĕсем çине туллин тата тĕрĕс хуравлама ыйтас килет. Унсăрăн васкавлă пулăшу бригади урăх яла е урăх çын патне кайни те пулма пултарать. Чирлĕ çыншăн питĕ хаклă вăхăт çухалать.
Н. АРТЕМЬЕВА,
районти васкавлă
пулăшу уйрăмĕн ертÿçи.