Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каялла утăм пире валли мар

09 октября 2010 г.

Ĕç коллективĕсенче пулнă май малашлăха пăхса мал туртăмлă ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçсан, вĕсен ĕмĕчĕсемпе паллашсан, пирĕн лайăхрах та лайăхрах пурăнма çулсем уçă пулнине асăрхатăп. Анчах çак уçă çулпа кашниех хавасланса малалла аталанманни уйрăм калаçу. Манăн паянхи сăмахсем вара ырă пуçарусене аталантарса ĕç ÿсĕмĕн çĕнĕ картлашкисемпе пыракансем пирки.

...Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн Анаткассинчи сĕт ферминче пулнă чух асăннă хуçалăхра 1971 çултанпа выльăх тухтăрĕнче вăй хуракан Ираида Хрисановна Михайловăна хăйĕн ĕç ĕмĕрне çамрăклах выльăх отраслĕпе çыхăнтранă Надежда Евгеньевна Журавлева дояркăпа (сăн ÿкерчĕкре) ăшшăн калаçса ларнă вăхăтра тĕл пултăм.

– Пирĕн пĕтĕм сăмахĕ-юмахĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ пирки. Ку таранччен сыхласа хăварнă кĕтĕве таса-сывă хĕл каçарасси тата хатĕрленĕ апатпа тулăх усă курса продукци илессине чакарса ярас марри пирĕн пĕрлехи тĕллев. Çавна сÿтсе яватпăр та, – терĕ канăçлăн мĕн юмах янипе интересленсен пуян ĕç опычĕллĕ Ираида Хрисановна. Аслă юлташĕн сăмахĕсем тÿрре килнине Надежда Евгеньевна та çирĕплетсе пуçне сĕлтрĕ.

Викентий Викентьевич Николаев ертсе пыракан ферма коллективĕнче паян сакăр доярка: Г. Иванова, В. Макарова, В. Печкова, Ф. Антонова, Н. Журавлева, Н. Орлова, Н. Михайлова. Кашниех тăрăшулăхĕпе палăрса тăрать. Улттăшĕн хăйсен ушкăнĕнчи пĕр ĕне пуçне тивекен 9 уйăхри вăтам сăвăм кăтартăвĕсем 4 пин килограмм урлă каçнă пулсан, Фаина Антоновăпа Надежда Журавлева хăйсем пăхакан 43 ĕнерен кашнин пуçне 5465-шер килограмм сĕт сума пултарнă.

– Хатĕрлесе панă апатăн кашни килограмĕпе тулăх усă курма тăрăшатпăр. Çакă ĕнтĕ вăл ÿсĕмсен никĕсĕ. Каялла утăм вара пире валли мар, – калаçăва хутшăнчĕ ферма заведующийĕ Викентий Викентьевич.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен ветеринар специальнăçне алла илсе тухнă Ираида Хрисановна 39 çул каялла Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăха ĕçлеме килет. Килет те кунтах хăйĕн пурнăç йăвине йĕркелет. Сисмесĕрех кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртрĕ. Йĕпреç хĕрĕ ĕçри тăрăшулăхĕпе тата ял çыннисемпе калаçма пултарнипе Муркаш тăрăхĕнче ырă ята тивĕçрĕ.

Выльăхсен сывлăхĕ – продукци никĕсĕ. Çакна И. Михайлова самантлăха та асран кăлармасть. Пĕрле ĕçлекенсенчен те çавнах ыйтать. Çапла вара пĕрлехи тăрăшулăхпа сăвăм ÿсĕмĕ ĕç картлашкипе çулленех çÿлелле улăхать. 1981-85 çулсенче пĕр ĕне пуçне çулталăкра вăтамран 2559 кг сĕт сунă пулсан, иртнĕ çулхи кăтарту 5165 килограма çитнĕччĕ. Каласа хăвармалла, ку фермăра ĕçлекен Надежда Михайловăпа Надежда Орлова дояркăсен ÿсĕмĕ татах та сумлăрах пулнăччĕ: пĕр ĕне пуçне вăтамран 6485 килограмм.

Çак танлаштарăва пăхса И. Михайлова хуçалăхăн тухăç мелĕсем нумаййине пытармасть. «Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче. Уй-хир ĕçченĕсем çулла епле пахалăхлă апат хатĕрлесе панинче пирĕн ĕçĕн тата хуçалăх аталанăвĕн никĕсĕ», – кăмăллăн калаçать выльăх тухтăрĕ хăйĕн ĕçтешĕнчен куç илмесĕр.

Апат пахалăхĕ тата выльăхсен йышĕ пирки калаçнă чух хуçалăх кăçал выльăхсене апатпа тивĕçтерсе кĕтĕве сыхласа хăварнăшăн кĕр пуçланнă тĕле Чăваш Республикин бюджетĕнчен 2 миллион та 103 пин те 580 тенкĕ субсидие тивĕçрĕ. Ку вăл районта выльăх кĕтĕвне сыхласа хăварассипе патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă чи пысăк суммăсенчен пĕри.

– Аслисем мĕн тунине пирĕн упраса хăвармалла та малалла аталантармалла. Ку пирĕн тĕллев. Эпир ăна пурнăçа кĕртме тивĕçлĕ. Хуçалăхри сĕт сăвакансен кунта хирĕçле сăмах та çук, – терĕ Ираида Хрисановнăна куçран тинкерсе 10-мĕш çул хуçалăхра сĕт сăвакан пулса тимлекен Н. Журавлева.

Ĕçре аслă тата кĕçĕн ăрури ĕçченсем пĕр чĕлхерен пурăннă-ĕçленĕ чух ÿсĕмсем пуласси пирки те иккĕленÿ çук. Çакна Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнчи В. Николаев ертсе пыракан сĕт фермин коллективĕ пиркиех каланă тейĕн. Фермăн кăçалхи 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕ çакнашкал: пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм – 4576 килограмм. Чи пысăк кăтарту Фаина Антоновăпа Надежда Журавлева сĕт сăвакансен ушкăнĕнче – 5465 килограмм.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика