Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджет тăкакĕсене саплаштараççĕ

09 октября 2010 г.

Республикăри сывлăх сыхлавĕн патшалăх учрежденийĕсем тата вĕрентÿ учрежденийĕсем Чăваш Республикин бюджетĕнчи тата Обязательнăй медицина страхованин территори фондĕнчи укçа-тенкĕпе тĕрĕс мар усă курнă суммăсене каялла тавăрса параççĕ. Учрежденисем бюджет укçипе епле усă курнине тĕрĕслесси республика Президенчĕн М. Игнатьевăн районсемпе хуласенчи ĕçлĕ çул çÿревĕ хыççăн пуçланчĕ. Шăпах çавăн чухне республикăри хăш-пĕр учрежденисем апат-çимĕçе пысăк хаксемпе туянни паллă пулчĕ.

Паян вара республикăри хуласемпе районсенчи должноçри çынсем бюджета тăкак кÿнĕ укçа-тенкĕне каялла тавăрса параççĕ. Президент хушăвĕпе килĕшÿллĕн тăкаксене саплаштарнă укçа-тенкĕпе социаллă учрежденисенче усă курмалла: ача сачĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстерме, чирлисене валли медицина изделийĕсем – шприцсем, системăсем, сурансене çыхмалли хатĕрсемпе санитари хÿтлĕхĕн япалисем – туянма.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçе туяннă чух бюджетри укçа-тенкĕпе епле усă курнине палăртассипе Чăваш Енри министерствăсемпе ведомствăсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле эффективлăх мониторингне ирттереççĕ.

Пирĕн районта та социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен (çаксен шутне мĕнле апат-çимĕç кĕни пирки райхаçатăн 78 " «Куллен кирлĕ тавар хакĕсем – тĕп вырăнта» интервьюра тĕплĕнрех асăннăччĕ) тата РФ Правительствин 2010 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ чи малтан кирлĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ уйрăм апат-çимĕç (25 тĕслĕ тавар) хакĕсем тĕлĕшпе кашни эрнерех мониторинг иртет. Кун пирки район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Э. Симакова пĕлтерчĕ. Çак ĕçе тума районта ятарлă ушкăн йĕркелесе çирĕплетнĕ. Унăн йышĕнче район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем, потребкоопераци тата пĕчĕк предпринимательство представителĕсем. Çавăн пекех ку ĕçе ĕç ветеранĕсемпе районти шалти ĕçсен пайне те явăçтарнă.

Сăмахран, сентябрь уйăхĕнче çак ушкăн районти 38 суту-илÿ предприятийĕнче (вĕсенчен 24-шĕ – пĕчĕк предпринимательство представителĕсен) тĕрĕслевпе пулнă. Тĕрĕслев хăш-пĕр суту-илÿ точкисенче социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен, уйрăмах çăкăр-булка таврашĕн, хакĕсем пысăкрах пулнине тупса палăртнă. Çапла майпа суту-илÿ точкисен представителĕсене социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене 15 процентран, вырăнта туса кăларакан продукци хакне 10 процентран ытла ÿстерме юраманни çинчен аса илтерсе хаксене шайлаштарма сĕнÿ панă. Районти ĕç ушкăнĕн тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсене шута илсе юн кун, октябрĕн 6-мĕшĕнче, иртнĕ ларăвне çакнашкал суту-илÿ точкисен представителĕсене йыхравларĕç. Паян çак суту-илÿ точкисенче лару-тăру лайăхланнă.

Районти шкулсемпе сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем туянакан апат-çимĕç хакĕсем тĕлĕшпе те мониторинг пур. Бюджет учрежденийĕсем апат-çимĕçе мĕнле хаксемпе туяннине, патшалăх шайĕнче сĕннĕ хаксене тытса пынине яваплă ушкăн тĕрĕслесех тăрать.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви тата Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕ маларах ирттернĕ тĕрĕслевсем Муркаш районĕнчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче те бюджет укçи-тенкипе тĕрĕс мар усă курнă фактсем тупса палăртнă. Асăннă фонд тупса палăртнă тăкак 6736 тенкĕпе танлашать. Район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Р. Ананьева пĕлтернĕ тăрăх çак суммăна пĕтĕмпех каялла саплаштарнă. Ăна саплаштараканĕсем – сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ юридициллĕ тата уйрăм çынсем. Çак суммăна вара малашне учрежденисем апат-çимĕç продукцине патшалăх шайĕнче çирĕплетнĕ хаксенчен пысăк мар хаксемпе туянма уйăраççĕ.

Хальхи вăхăтра вĕрентÿ учрежденийĕсенче те çавăн пек тĕрĕслевсем пыраççĕ. Вĕсем çак уйăхра вĕçленмелле. Бюджета тăкак кÿнĕ фактсем тупса палăртсассăн çав тăкаксене бюджета саплаштармалла пулать. Хыççăн вара бюджет укçа-тенкипе тĕрĕс мар усă куракансен тĕлĕшпе административлă хистев вăйне те усă курма пултарĕç.

Республикăра лару-тăру çакнашкал: сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн вĕсем бюджета 3634401 тенкĕ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем 3170667 тенкĕ тăкак кÿнине тупса палăртнă. Вĕрентÿ учрежденийĕсем хальлĕхе 610595 тенкĕ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем 913454 тенкĕ бюджета саплаштарнă.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика