Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Шкултан тухса ан кайăр»

06 октября 2010 г.

Хăйĕн ĕçне парăннă педагог, коллектива ăнăçлă ертсе пыма пултаракан хастар ертÿçĕ – çапла калас килет Владислав Валентинович Ялушкин пирки. Вăл шкулта ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 38 çул çитрĕ ĕнтĕ. Анчах та Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухни те, хыççăн Панклири тĕп шкулта ĕçлеме тытăнни те çавăн чухлĕ вăхăт каялла пулнăн туйăнмасть паян Муркашри вăтам шкулăн директорне. Панкли шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтра ăна пĕр çуллăха Совет Çарне илсе каяççĕ. Таврăнсан вара Владислав Валентиновича Мăн Сĕнтĕрте «кĕтсе илеççĕ»: математика предметне Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта 7 çул вĕрентет вăл. Каярах тепĕр 3 çул Чуманкассинчи вăтам шкулăн директорĕнче тăрăшать çак вăхăта опыт пухма ĕлкĕрнĕ специалист. Ĕç биографийĕ малалла Муркашра тăсăлать: 1983 çултанпа вăл Муркаш шкулĕн директорĕнче ĕçлеме пуçлать. 1992 çултанпа хастар педагога район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ пулма шанаççĕ. Оринин шкулĕнче те кĕске вăхăт хушши ĕçлеме тÿр килет ăна. 1997 çултанпа Владислав Валентинович каллех Муркашри вăтам шкулти учительсен пысăк коллективне ертсе пыма пуçлать.

– Владислав Валентинович, пысăк коллектива ертсе пырас ĕçре малтанхи мĕнле йывăрлăха çĕнтерсен кайран ертсе пыма çăмăл;

– Ăнланакан коллектив пулсан унпа ĕçлеме çăмăл.

– Эсир хăвăрăн коллектива çапла хаклама пултаратăр-и;

– Урăхла калама май çук. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса, пĕр-пĕрне пăхса малалла ăнтăлакан учительсем ĕçлеççĕ Муркаш шкулĕнче.

– Сирĕн ĕçри тĕллевсем мĕнлисем;

– Ĕçлекенсене тивĕçлĕ условисем туса парасси. Юлашки 5-6 çул хушшинче ку тĕлĕшпе «Вĕрентÿ» нацпроект питĕ пулăшрĕ, 9 класс пÿлĕмне оборудованипе тивĕçтерме май пулчĕ. Унччен те çак тĕллеве мала хурса сахал мар тăрăшрăмăр. Оргтехникăна, сăмахран, «çÿлтен» пулăшнисĕр пуçне хамăр та чылай туяннă. Çавăнпа та вăл паян кирлĕ таран пур.

Çак финанс çулĕ вĕçлениччен вара шкулта татах та ырă улшăнусем тума шухăш пур-ха: сĕтел-пукана çĕнетсе улăштарасси, интересленсе ĕçлекен учительсене оргтехника туянса парасси... Ĕçлемелле.

– Шкулти чи палăрăмлă йывăрлăх сирĕншĕн мĕнре паян;

– 20 çул иртнĕ шкулăн инженери конструкцийĕсем кивелсе çитрĕç. Канализаци тытăмне, ыттине те улăштарма çитес вăхăта тĕллев лартнă. Анчах укçа-тенкĕ хĕсĕкрех: хуçалăха тытса тăма çителĕксĕр.

– Владислав Валентинович, сирĕншĕн кам панă сĕнÿ е канаш чи хакли;

– Хамшăн чи хаклă канаша эпĕ аттепе аннерен илнĕ. Вĕсем учительсем пулнă.

– Вăрттăнлăх мар пулсан, мĕн тенĕ-ха вĕсем сире;

– «Эпир сана учитель пулма вĕрентсе кăларнă, урăх специальноçпа ĕçлеме мар», – тенĕ вĕсем мана. Çавăнпах эпĕ шкулта ĕçлеме пуçланăранпа нихăçан та шкулпа çыхăну татман. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнче ĕçленĕ вăхăтра та шкулпа çыхăннă ыйтусене чылай татса пама тÿр килнĕ.

– Эсир ертсе пыракан шкулта ачасен сывлăхне мала хурса вĕсене массăллă спорта явăçтарассине те, уйрăм енсенче хастарлăх кăтартаканнисемпе ĕçлессине те аван йĕркеленĕ. Эсир вара хăвăр спортăн хăш енĕсене кăмăллатăр;

– Ачасене массăллă спорта явăçтарасси пирĕн коллективăн кашни кунхи тĕллевĕ. Акă нумай пулмасть иртнĕ çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче те пирĕн ачасем лайăх результатсем кăтартма пултарчĕç.

Хам вара эпĕ шашка-шахмат вăййисене юрататăп. Сунара çÿресси, пулă тытасси, пăшалтан тĕл пересси – çаксем те эпĕ кăмăллакан спорт енĕсем. Хамăрăн шкулта тир сыхласа хăварма пултарни хавхалантарать. Кунта чылаййăн ăсталăх пухаççĕ.

– Сунара час-час тухса çÿреме май килет-и вара;

– Çук çав. Уйăхра пĕрре тухма май килсен те тем пекех. Çапла кăна. Канмалли кунсенче спорт мероприятийĕсем те, ытти йышши мероприятисем те сахал мар. Унта шкул ертÿçин пулмаллах тесе шутлатăп.

– Эсир хăвăрăн пурнăçа, тен ĕçе, мĕнле каларăшпа çыхăнтарнă;

– Эпĕ яланах шкул малта пулассишĕн тăрăшатăп. Шкул кайрисен ретĕнче пулсан пирĕн ĕçе те çаплах хаклаççĕ-çке. Коллективра çамрăксемпе ĕçлени вара 60 çулта та чуна ватăлтармасть.

– Сирĕн мĕнле шухăш паян тĕп вырăн йышăнать;

– Манăн пĕтĕм шухăш – Муркаш шкулĕ ура çинче çирĕп тăтăр, малта пултăр, лайăх кăтартусем нумайланса, ÿссе пыччăр. Çак шухăш, тĕллев пурнăçланса пырать темелле: çулсерен шкултан вĕренсе тухакансем малалла вĕренме кĕрессипе, шкул ачисем олимпиадăсенче çĕнтернипе, çĕнĕрен те çĕнĕ ÿсĕмсем тунипе савăнтараççĕ. Çавăнпах ĕçлеме те интереслĕ. Çак тĕллев пурнăçланса пытăр тесе учительсене те çĕнĕлле ĕçлеме хистетпĕр. Шкулта çĕнĕлле ĕçлемен учитель çук, оргтехникăпа ĕçлеме пĕлмен учитель çук. Творчествăлла ĕçлекен учительсем нумайланчĕç. Вĕсен ĕçĕсем республикăра кăна мар, çĕр-шыв шайĕнче тухса тăракан журналсенче те пичетленеççĕ. Çапла майпа вĕсен опычĕпе çĕр-шывĕпех паллашаççĕ. Учительсен ăсталăхне ÿстерес тесе уйрăмах çамрăк учительсене Мускавра иртекен курссене те явăçтаратпăр.

Тепĕр пысăк тĕллев те пур: юнашар вырнаçнă шкулсемпе хамăрăн шкул хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва çирĕплетесси. Ытти шкулсенче вĕренекенсем пирĕн шкулти учительсем патне консультаци илме килме, пирĕн шкул ачисем те унти пултаруллă учительсем патне çÿреме пултарччăр.

– Çамрăк учительсене, тин кăна шкулта ĕçлеме пуçланисене мĕн калас килет сирĕн;

– Эпĕ шкула ĕçлеме килекенсене яланах çапла калатăп: «Ĕçе тытăнтăр пулсан шкултан тухса ан кайăр. Чи лайăххи – хамăр вĕрентнĕ ачасем кайран тав туни, манса кайманни».

Н. НИКОЛАЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика