Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çулĕ такăр мар

06 октября 2010 г.

Учительсем, эсир ăшăран та ăшă сăмахсене кăна тивĕç! Манас марччĕ хамăра вĕрентнĕ учительсене тав тума, вĕсем умĕнче çĕлĕксене хывса, пуçăмсене тайма. Мĕн чухлĕ сăвă-юрă халалланă тата вĕрентекенсене. Учительсем, чыс та мухтав сире!

Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Каршлăхри интернат çуртĕнче, учитель пулса 25 çул хушши ĕçленĕ Анна Федоровна Новикова хÿтлĕх тупнă.

Çĕрпÿ районĕнчи Никишовсен çемйине 1921 çулхи апрелĕн 13- мĕшĕнче çĕнĕ кайăк вĕçсе килет.Телей курма кун çути курнăскерне Анна тесе чĕнеççĕ. Çĕр ĕçченĕсен туслă çемйинче пилĕк ача ÿсет. Шăпăрлансене вара пурне те ура çине тăратмалла. Çĕр ĕçĕнчен хăраман Федор Сергеевичпа Перасковья Васильевна тăван хуçалăхра ырми-канми тăрăшаççĕ. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр чĕпписемшĕн вăй хураççĕ.

Анчах та темшĕн-çке ăшă йăвари телей кайăкĕ ытла аякка вĕçет. Кунти ырă пурнăç вара самантрах ирхи тĕтре евĕр сĕвĕрĕлет. Пĕчĕк Анна çичĕ çул тултарма ĕлкĕрет кăна, амăшĕ йывăр чире пула ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Çапла вара хĕр ача яланлăхах унăн çепĕçлĕхĕпе сыв пуллашать.

Хуйхă тени пĕччен çÿремест теççĕ çав халăхра. Никишовсен кил-çуртне хура юлан ут евĕр тепĕр усал хыпар вашкăртса çитет. Халĕ вара ашшĕне раскулачить тăваççĕ, Аннăпа иккĕшне Челябинск облаçне ссылкăна яраççĕ. Ĕнтĕ тăван кĕтес пирки тĕлĕкре кăна тĕлленмели юлать пулĕ. Пурнăç кустăрми малаллах кусать, тепĕр çулталăкран шăпа хĕр ачана тăван енне илсе çитерет, шел, ашшĕ ют тăрăхран таврăнаймасть. Çапла вара пĕчĕкскер тăлăха тăрса юлать. Ăçта-ши каçхи яшка çиме пухăннă малтанхи туслă йыш, еплерех-ши малашлăх!; Ыйту хыççăн ыйту çуралать, анчах та тупсăмĕсем ăçта-ши;

...Кунсем иртеççĕ, шывсем юхаççĕ. Хĕр тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ хыççăн шкулта ĕçлеме тытăнать, кĕçĕн класри ачасене вĕрентме пуçлать. Халĕ ĕнтĕ вăл текех Анна мар. Ĕç коллективĕнче Анна Федоровна пысăк хисепре. Ачасем те ăна питĕ хисеплеççĕ, унăн урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вăл хăйĕн ĕç ĕмĕрне шкулта ирттерет, тивĕçлĕ канăва тухать. Анна Федоровна Хисеп хучĕсене, хисеп паллисене, Тав çырăвĕсене тивĕçет.

Пурнăç сакки ытла та сарлака çав, тем те чăтса-тÿсме тивет. Тĕрлĕ чир-чĕре пула мăшăрĕ çĕре кĕрет. Пĕтĕм йывăр ĕç черченкĕ хĕрарăм çине тиенет. Шел, ăна «анне» сăмаха илтме Турри пÿреймен çав. Çапла вара хура-шур самай тÿснĕ Анна Федоровна ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Каршлăхри интернат çуртĕнче хÿтлĕх тупать.

В. КРЮЧКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика