06 октября 2010 г.
Паян Муркашри вăтам шкулта Учитель кунне халалланă районти пысăк уяв иртет. Уяв умĕнхи калаçăва вара районти вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн ертÿçине Ирина Александровна Ершовăна чĕнтĕмĕр.
– Ирина Александровна, кăçал Учитель çулталăкĕ пулнă май районта чылай мероприяти ирттерме палăртнăччĕ. Вĕсем мĕнлерех пурнăçланса пыраççĕ;
– Чăн та мероприяти чылай туса ирттертĕмĕр, çулталăк вĕçлениччен татах та пулĕç-ха вĕсем. Малтанах манăн учительсен професси шайне тĕрĕслеме май паракан «Çулталăкри учитель», «Çын туса ÿстермелле» конкурссем аван иртнине асăнса хăварас килет. Районта пуçламăш класс вĕрентекенĕсен, математика учителĕсен фестивалĕсем те питĕ интереслĕ иртрĕç. Тĕрлĕ шайри грантсене çĕнсе илессипе иртекен районти тата республикăри конкурссенче те учительсем кăçал япăх мар хутшăннине палăртмалла. Паллах, кашни шкултах Учитель çулталăкне халалланă тĕрлĕ мероприяти тăтăшах иртет. Шкул библиотекисенче интереслĕ куравсем ылмашăнсах тăраççĕ.
Нумай пулмасть Калайкассинчи вăтам шкулта «Точки роста современного педагогического коллектива: инновационная кадровая политика образовательных учреждений» кĕнекене пахалани çинче кăшт чарăнса тăрас килет. Районти вĕрентÿ учрежденийĕсен представителĕсем Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн вĕрентÿпе методика ĕçĕн проректорĕпе Е.В. Казаковăпа тĕл пулчĕç. Çак кĕнекепе паллашса педагогсен квалификацине çĕнĕлле епле майсемпе ÿстерсе пымалли çинчен чылай калаçрăмăр. Шкул шайĕнчех ятарлă енсене аталантарнипе туса пыма пулать çак ĕçе. Кĕнекере Калайкассинчи вăтам шкулта ĕçлекен хăш-пĕр вĕрентекенсен ĕçĕсемпе те хаваспах паллашрăмăр. Питĕ кирлĕ тĕл пулу пулчĕ çакă.
– Учительсен квалификацийĕ пирки калас пулсан вара халĕ вĕрентекенсем хăйсен ăсталăхне мĕнле майсемпе ÿстереççĕ;
– Ку ыйтăвăн хуравне те Учитель çулталăкĕ пулнипех çыхăнтарас килет. Учитель çулталăкĕ вĕрентÿ системине чылай улшăнусем кĕнипе палăрса тăрать. Çак улшăнусем вара малтанах учителе пырса тивеççĕ темелле. Çĕнĕ федераллă патшалăх вĕрентÿ стандарчĕсем пурнăçа кĕртес умĕн учительрен ыйтасси, унăн ĕçне хакласси урăхланма пуçларĕ.
Учительсен квалификацине ÿстерессипе вара вĕрентÿ институчĕ лайăх ĕçлесе пырать. Унта ĕçлекенсем учительсем валли ятарлă модульсем хатĕрлесе курссем йĕркелеççĕ. Учитель вара вĕсемпе паллашнă хыççăн хăйне кирлĕ модуле суйласа илсе районти вĕрентÿ пайĕ урлă заявка тăратма пултарать.
Çулсерен районти вĕрентекенсен 20 процентне яхăн хăйсен квалификацине ÿстерет. Район шайĕнче вара грант çĕнсе илнĕ е конкурссенче çĕнтернĕ педагогсен опычĕпе семинарсенче, мастер-классенче паллашаççĕ. Тĕрлĕ темăсемпе методика семинарĕсем ирттересси те районта ырă йăлара.
– Çĕнĕ федераллă патшалăх вĕрентÿ стандарчĕсем терĕмĕр. Ирина Александровна, çакăн пирки кăшт ăнлантарса парсан аван пулĕччĕ.
– Çĕнĕ стандартсем çине куçассине 2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне планланă. Çитес вĕренÿ çулĕнчен пуçласа 1 классем çак стандартпа вĕренме, вĕсен учителĕсем те çак стандартпах ĕçлеме тытăнĕç. Ку вĕренÿ çулĕнче хатĕрленÿ тапхăрĕ пырать. Çĕнĕ стандартсемпе ĕçлеме тытăниччен ертÿçĕсем валли ятарлă вебинарсем пулаççĕ (Интернет сечĕн ресурсĕсемпе усă курса ирттерекен семинарсем). Çитес çул 1 классене йышăнакан учительсем валли те çак ĕçе пăхса хунă.
Çĕнĕ стандартсемпе килĕшÿллĕн учительтен ыйтасси те, вĕрентÿ условийĕсем, учитель ĕçĕн результачĕсене хакласси те улшăнмалла. Сăмахран, учителĕн эрнере 10 сехет урок тулашĕнчи ĕçсене пурнăçлассипе тимлемелле тата ытти те. Çĕнĕ стандартсемпе килĕшÿллĕн вĕрентĕвĕн тĕп программисене, вĕрентĕвĕн пахалăхне хаклассине те шкулсем шайĕнче хатĕрлемеллине палăртса хунă.
– Уяв умĕн хастаррисене ятран каласа хăварсан та вырăнлă пулĕ.
– Хастар учительсем сахал мар. Акă çак вĕренÿ çулĕ пуçланиччен кăна-ха Оринин шкулĕнчи физкультура учителĕ С.И. Алексеев, Турай шкулĕн технологи учителĕ А.Ю. Герасимова, Ярапайкасси шкулĕн пуçламăш классен учителĕ Л.А. Ядыкова учительсен конкурсĕнче çĕнтерсе Чăваш Республикин Президенчĕн 50-шар пин тенкĕлĕх хавхалантарăва çĕнсе илчĕç. Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе наградăланисем те сахал мар пулчĕç: В.Н. Волкова (Москакасси шкулĕн истори учителĕ), Р.А. Козлова (Шомик шкулĕн пуçламăш классен учителĕ), Е.К. Михайлова (Муркаш шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин учителĕ), И.В. Киршева (Юнкă шкулĕн аслă вожатăйĕ). Кăкăр çине çакмалли «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăна нумаях пулмасть ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Ф.А. Рылин тивĕçрĕ. Пирĕн ретре пултаруллисем татах та пур. Пурне те уяв ячĕпе саламласа ăнăçусем сунатăп.
Н. НИКОЛАЕВА.