02 октября 2010 г.
Раççей Федерацийĕн ертÿçисемпе Чăваш Ен Президенчĕ тата ЧР Министрсен Кабинечĕ ялсенче çĕрпе тухăçлă усă курас, ялта пурăнакансене ĕçпе туллинрех тивĕçтерес тĕллевпе килти хушма хуçалăха аталантарассине малти вырăна кăларчĕç. Çак йышăну килти хушма хуçалăха тытакансем пирĕн районта пиншеррĕн пулнăран кашнинех пырса тивет. Кунта вара пурин те хăйсен вăрттăнлăхĕ, кашнин хăйĕн ĕç опычĕпе ÿсĕмĕ. Анчах тĕллевĕ пĕрре: ĕçе парăннипе ялта та хуларинчен кая мар пурăнасси, пурнăç условийĕсене кунта та тивĕçлĕ шая çĕклесси.
Йÿçкассинче пурăнакан Александр Александрович Ермолаева районта пурăнакансем çуркунне вăрлăхлăх сухан, курăксен вăрлăхĕ т. ыт. те сутнипе, спорта çывăххисем шашкăлла выляма ăста пулнипе, çывăхарах паллакансем музыкăна çывăх тăнипе тата техникăпа туслипе пĕлеççĕ.
Анчах паян 60 çул тултаракан юлташ килти хушма хуçалăха аталантарма та ăста пулни çак вăхăтра манăн чун çывăхнерех тăрать. Çакна пĕлсе тата юлташăмăн çĕр ĕçĕнчи тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ăсталăхĕпе паллашма иртнĕ кунсенче Йÿçкассине çул тытрăм.
... Калаçса татăлнă пекех Александр Александрович мана килте кĕтсе илчĕ.
– Ăçта каятăп ĕнтĕ! Эпĕ панă сăмаха тытма хăнăхнă. Ялти пурнăçа паян хуларипе нимĕн парсан та улăштарма килĕшмен пек панă сăмаха тытасси те манăн çирĕп йĕркере. Сăмаха тытни кирек хăш çыннăн та тÿрĕ сăн-сăпачĕ. Хамăн паян каçхине инçе çула каймалли пур-ха та сыснасене иртерех апат парас терĕм. Сурăхĕсене те талăк пурăнмалăх апат парса хăвартăм. Эсĕ килессе пĕлсе ирех хура мунча хутса ятăм. Малтан ăшшине илĕпĕр-и е интервью панă хыççăн; – калаçма юратнипе палăрса тăраканскер эпĕ çитнĕ-çитменех хăйĕн тĕллевĕсене ман ума кăларса хучĕ.
– Кил хуçи сăмахне хисеплетĕп, анчах хама редакци панă тĕллеве пурнăçламасăр «айккалла пăхмастăп», – пулчĕ манăн хурав кил хуçи чĕннипе пахчаналла иртнĕ май.
Выльăхсем нумай тытать пулсан та Сан Санчăн килĕ таврашĕнче тирпейсĕрлĕхе тĕл пулмарăм: кашни япалан хăйĕн вырăнĕ, пур выльăхăн та хăйĕн сарайĕ-витийĕ.
– Куславкка ачи эсĕ Муркаш ене епле килсе кĕнĕ-ха; – ыйтатăп вăкăрсем тăнă сарайпа сурăхсен витийĕ еннелле иртнĕ май.
Кил хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕх витисемпе паллашса çÿренĕ чух каласа кăтартни урлă юлташăмăн пĕтĕм пурнăçĕ куç умне тухрĕ.
Вăтам шкул хыççăн педагогика институчĕн музыка факультетне вĕренме кĕнĕскер Йÿçкасси тăрăхне «посылкăпа» килет. Историйĕ вара çапларах.
«Шывармань» опера çырнă пирĕн ентеш Федор Семенович Васильев (çав вăхăтра Чăваш АССРĕн Верховнăй Канашĕн депутачĕ пулнă) Йÿçкассинче музыка вучахне чĕртме сĕнсе диплом илнĕ Сашăна хăйĕн тăван тăрăхне ăсатать. Урамра 1976 çул. 4 çул хушшинче Йÿçкассинчи вăтам шкулта музыка предметне вĕрентнипе пĕрлех ку тăрăхри ачасен музыка шкулне пуçласа ярса, «Ударник» совхозра вĕрсе каламалли инструментсен оркестрне пурнăç парса, Йÿçкассинчи Культура çуртĕнче художество руководителĕ пулса ку енри ялсен пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртет.
– Хулана туртни те пулнă пулас çав. Çапла вара 1980 çулта Чăваш радиона музыка передачисен редакторĕ пулса ĕçлеме куçрăм, – тепĕр вăрттăнлăх уçса пачĕ Сан Санч. Вăл çакăнта та «Кăвак конвертлă çырусем» передачăран паян кун та халăх юратсах итлекен «Саламлă çырусем» йĕркелесе ярать.
Тури Панклире çуралса ÿснĕ Ф. Васильев композитор кунта та унран уйрăлмасть. Музыка тĕлĕшпе пултаруллă çамрăка Йÿçкасси еннех çавăрса килет.
– Çавăнтанпа хама Йÿçкассисем тесе шутлатăп. Хама ятăн хваттер парсанах ялта çуралса ÿснĕскер выльăхсем тытма пуçларăм. Сыснасем нумайччĕ, ĕне усраттăм. Аш-какай сутса малтанхи тупăшсем турăм. Анчах çĕр-шывра рынок хутшăнăвĕсем вăй илсен хамăн тĕп ĕçĕме ют çĕр-шывсенчен автомашинăсем хăвалассипе çыхăнтартăм. Европăри çĕр-шывсенче 150-160 хут та пултăм. Унти тирпейлĕх маншăн тĕллев пулса тăчĕ, – каласа парать манпа калаçнă хушăрах картари сурăхсене ачашланă май кил хуçи.
Выльăхсем тытнă тенĕрен, 1980-мĕш çулсем вĕçĕнче А. Ермолаевăн килти хушма хуçалăхĕнче 60 ытла сысна пулнă. Таварсене талонпа тата какайпа тивĕçтернĕ вăхăтра Сан Санч райпона какай парса телевизор та, холодильник те, каярахпа автомашина та туянма пултарнă. Килти хушма хуçалăх тупăшне курнах çав вăл. Çавăнпа ун чухнехи пуçарăва хастарскер наян та сÿнме памасть. Пачах урăхла, аталантарма çулсем шырать. Шырать те тупать!
Паян Ермолаевсен килти хушма хуçалăхĕнче 4 сысна амипе пĕрлех ял халăхне сутмалли çурасем те, виçĕ çул каялла аталантарма пуçланă «романовская» тата «цигайская» ăратлă сурăхсем те пур. Выльăхĕ йышлине кура Сан Санчăн учечĕ те çирĕп алăра. «Хăш выльăхĕ хăçан çуралнă, амисем хăçан пĕтĕленнĕ, хăшне ăçта тата хăçан, мĕн хакпа сутнă, апатне мĕн чухлĕ мĕнле хакпа туяннă – йăлтах ятарлă журнала çырăнса пыраççĕ. Выльăх патĕнче урăхла юрамасть», – терĕ çĕр ĕçĕнчи кашни хĕлĕхех пĕлсе туртакан арçын.
Çапла каласа хайхискер вĕреме кĕнĕ сысна апаттине сÿнтерме васкарĕ. Унтан таврăнсан пирĕн калаçу килти хушма хуçалăха аталантарма кирлĕ çĕр çине кĕрсе кайрĕ. Малашлăха шанчăклă пăхакан арçын пĕлтĕр Очăкассинче ял çыннисен çĕрĕсене 5 гектар арендăна илнĕ. Унăн уссине туйса илнĕскер кăçал çĕр лаптăкне 36 гектара çитернĕ. Ун çинче ĕçлеме МТЗ-80 тракторне те, косилкăпа культиваторне тата плугпа дисклă сÿрене те кăçалах туяннă.
– Çакна валли уйăрнă укçа-тенкĕ юлашки çулсенче килти хушма хуçалăха аталантарнипех пухăнчĕ, – терĕ кăçал çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнчех Шупашкарти тĕп пасара çĕр улми сутма тухнине уйрăммăн палăртса. – Ялта та пурăнма пулать. Çакна ăнланса илнĕ хыççăн мана паян хулана нимĕнпе те сĕтĕрсе каяймастăн. Пултараймастăп эпĕ унта пурăнма. Хула пурнăçĕ мана валли мар.
Çапла калаçса 1969-72 çулсенче чикĕ хуралĕнче службăра тăнă аслă лейтенантпа, шашкăлла выляссипе 4 хут район чемпионĕпе тата 20 çула яхăн спорт мастерĕн кандидачĕпе хура мунча умне çитсе тăтăмăр.
– Килти хушма хуçалăх вăл мунчасăр пулмасть. Эпĕ хамăн пурнăçра тăван килте нумай мунча тукаларăм, анчах юлашкинчен тунă хура мунчана çитекенни пулмарĕ, – терĕ Турра кĕл туса тата пил ыйтса мунчана утăмланă май Сан Санч.
– Ăшши лайăх пултăр, – тесе эпĕ ун хыççăн мунча алăкне хупрăм.
Аван иккен ĕç кунĕ хыççăнхи мунча!
Анатолий БЕЛОВ.