Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тĕпренех çĕнелсе улшăнчĕ пурнăç»

02 октября 2010 г.

Ĕнер Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă турăмăр. Паянхи мирлĕ те телейлĕ пурнăçшăн эпир аслă ăру çыннисем умĕнче ĕмĕр татайми парăмра. Вăрçă хыççăнхи халăх хуçалăхĕ вĕсен тарĕпе, пархатарлă ĕçĕпе çирĕпленсе аталаннă.

– Эпĕ ĕçлесе чапа тухатăп, тесе пурăнман. Пирĕн пĕр тĕллев пулнă: ĕçлемелле те ĕçлемелле, – аса илет паян çав йывăр çулсене Муркашра пурăнакан Социализмла Ĕç Геройĕ О.Ф. Федорова. Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, теççĕ. Кун пирки вара 81 çулти Ольга Федоровна паян çапла шутлать:

– Ĕмĕр сакки сарлака, теççĕ. Сакки чăн та сарлака, анчах та ĕмĕрĕ вăрăм мар. Хам çак çула çитнине сиссе те юлаймарăм. Пирĕн вăхăтра кино-театрсене кайса çÿреме те вăхăт пулман. Ман ферма шухăш кăна пулнă пуçра. Çăмăл пулман вăл вăхăтра. Условисем пачах та пулман. 25 çул хушши дояркăра ĕçленĕ май ураран резина атă кайман. Чун сивĕнчĕ унран ман. Урăх ним те курман. Вăл вăхăтра ятарлă çипуç та паман пире. Камăн мĕн пур, çавăнпа çÿренĕ. Халь, ав, мĕнлерех чаплă фермăсем хута каяççĕ. Кашмашри çĕнĕ технологипе ĕçлекен фкрмăнах илер-ха. 1200 пуç сыснана 2 çын пăхать. 60-70 çул каялла эпир шутлама та пултарайман кнопка пуссах выльăхсене çитерме-шăварма, айĕсене тасатма пулнине. Районти сĕт-çу фермисенче те халь, ав, сĕт пăрăхĕсем пур, тислĕкне те алăпа кăлармаççĕ. Ĕçле те ĕçле. Халь çынсем ялта хуçалăхра ĕçлесшĕнех марри пăшăрхантарать.

– Çак хушăра çынсен шухăш-кăмăлĕ улшăнчĕ, тесе каласшăн-и Эсир;

– Çак палăрăм пур çав халь. Сахал тÿлеççĕ тесе, малтанхи пек каласан, колхозра ĕçлесшĕнех мар. Эпир пысăк укçана хапсăнман. Сахал укçапах пурăннă эпир. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулсенче ним те пулман вĕт. Санаторисене кайсан, çипуç илсе килеттĕмччĕ. Хам валли те, кÿршĕсем валли те. Пурăннă пурпĕрех, малаллахи çинчен шутланă. Эрех ĕçмен, вăрра кайман. Пĕр-пĕринпе питĕ килĕштерсе ĕçленĕ. Пĕр-пĕрне кĕвĕçмен, кураймасăр тăман. Чунри ыр кăмăллăха чакармалла мар пирĕн. Ĕçлекен çын валли ĕç пур вăл паян та. Ÿркенмелле мар кăна.

– Çыннăн кирек епле лару-тăрура та çын пулмалла. Çапла вĕт. Çын пулма вара çăмăл мар паллах.

– Ку каллех кашни çынран хăйĕнчен килет. Халь савăнса кăна пурăнмалла. Хамăр Муркашах илер-ха. Мĕн тери çĕнелсе улшăнчĕ вăл юлашки çулсенче. Эп çав малтан çынсем çурт тума пăрахрĕç пуль тесе те шутлаттăмччĕ. Çук, çук, теççĕ те. Халь ав мĕн тери капмар çуртсем çĕкленеççĕ. Уйрăм çынсен те, нумай хваттерлĕ çуртсем те. Муркашри Парк урамнех илер-ха. Çĕнĕ микрорайон ÿссе ларчĕ вĕт. Кам шутланă кун пек пулать тесе малтан. Паян ялта пурăнакансене, çамрăк çемьесене, ялта тин кăна ĕçлеме пуçлакан çамрăксене патшалăх çурт-йĕрлĕ пулма пулăшать. Малтан кун çинчен тĕлленмен те. Ан ÿркен кăна.

Çынсем тирпейлĕх, илемлĕх енне туртăнма пуçлани савăнтарать. Çулла Муркаш урамĕпе чечек пахчинчи пек киленсе утатăп вара. Тăрăшсан, лайăхрах пурăнма пулать вĕт. Хамăр пурнăçшăн хамăрăн тăрăшмалла пирĕн. Çав илеме хамăрăн туса упрама пĕлмелле. Ĕçлекене паян патшалăх пулăшать. Районта миçе çĕр хуçалăх ав килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредитсем илчĕ пулĕ. Хуçалăхсене те патшалăх пулăшать.

Е тата хамăра, ватăсене, илер-ха. Пенси укçине хăпартсах тăраççĕ. Сахал тупăшлă çемьесене те пулăшаççĕ. Чун савăнать.

Халь вĕт кăмака хутма манса кайрăмăр. Кашни килте çут çанталăк газĕ çунать. Кашни яла асфальт çул пырать. Каллех çак çынран килет. Халăхшăн ответлă пулса тăракансем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран çапла пулса пырать. Çемьере те çаплах вĕт: кил хуçи мĕнле йĕркелесе, майлаштарса пырать, çемье çирĕплĕхĕ çавăнтан килет.

Автортан. Çулсем кайнăçемĕн вăл ачалăх, çамрăклăх аса килет. Ольга Федоровнан хăйĕн пурнăçĕн çав тапхăрне аса илсен, чĕри хĕсĕнсе ыратать:

– Мĕн каламалли пур ун чухнехи пирки. Сентябрьте эпĕ шкула çăпатапа кайнă. Çаруран та çÿренĕ. Мăн çулпа каймастăмăр. Çулĕ чуллăччĕ, урана ыраттаратчĕ. Тавра çулпа çÿренĕ. Ура шăннипе шкула кайнă чух йывăç çумне ларса урана вĕрсе ăшăтаттăмăр. Шкула апат чиксе каймалли те пулман. Пурпĕрех нăйкăшман. Апи пире ăна ту, кăна ту, темен. Шкултан килсен, хамăрах вăрмана шĕшкĕ вутти хатĕрлеме каяттăмăр. Вăл çитменнипе хĕлле пÿртре тимĕр кăмакара ыраш кĕлтисене çунтараттăмăр.

Паян мĕнле лайăх условисем шкулта. Кашни шкулта компьютерсем. Эпир вăл мĕнне те пĕлмен. Уроксем хыççăн ачасем валли вăхăта усăллă ирттерме мĕнле лайăх условисем паян. Муркашра ав искусство шкулĕ пур. Ялсенче те унăн филиалĕсем ĕçлеççĕ. Кашни уявра вĕсен пултарулăхне пăхса савăнатăп.

Район центрĕнче тата физкультурăпа спорт комплексĕ пурри мĕнле лайăх: хĕлле те ачасем унта бассейнра шыва кĕрсе савăнаççĕ. «Йытă хăваласа» çÿреме вăхăт çук паян вăл е ку енĕпе интерес пур ачан. Каток çине ачасемпе тан аслисем çÿреççĕ.

– Мĕн сĕннĕ пулăттăр эсир паянхи çамрăксене;

– Йĕркеллĕ пурăнмалла. Мĕн пуррине упрама пĕлмелле. Пурин те пĕр тĕллевпе килĕштерсе ĕçлемелле. Лава та пĕри каялла сĕтĕрсен, тепри малалла туртсан, вăл вырăнтан тапранмасть. Пĕрле тĕксен кăна хускалса каять. Пурин те пĕр тĕллевпе пурăнмалла. Килĕшÿлĕх пулмалла.

– Çыннăн çын пулас тесен, мĕнле пулмалла ун;

– Çыннăн тавракурăмĕ пысăк пулмалла. Яланах малаллахи ĕмĕтпе пурăнмалла. Ыран çавна тăватăп-ха тесе пурăнмалла. Мĕн шутланине пурнăçа кĕртсе пымалла. Вара пурнăç тата та лайăхрах пулĕ. Çавна каласшăн эпĕ.

– Тавах, Ольга Федоровна, чуна уçса калаçнăшăн.

Л. ТУКТИНА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика