Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕ палăрăмлă

02 октября 2010 г.

Ватă çынсен кунне уявланă чухне кашни ĕç вырăнĕнчех тивĕçлĕ канăва тухнисене хисеп туса уява йыхравлани ырă йăлара. Кăçал та ватăсене саламласа ял тăрăхĕсенче интереслĕ уявсем ирттерчĕç.

Нумай-и-ха пирĕн районта ватă çынсен кунне хăйсен уявĕ тесе калама пултаракансем (вĕсем чунĕсем пурпĕр çамрăк пулнăран ватă тесе те калас килмест те…); Мĕнле çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ вĕсене паянхи кун; Çак ыйтусене хуравлама Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Нина Пантелеевна ПЕТРОВА хаваспах килĕшрĕ:

– Муркаш районĕнче 10 пин пенсионер пурăнать. Вĕсенчен 111-шĕ тăхăр вуннă урлă каçнисем.

Çулсем кайнăçемĕн ватă çынсене пĕччен пурăнма йывăртарах. Çапах та пирĕн районта 758 ватă çын пĕччен пурăнать. Вĕсенчен 112-шне килĕсенчех социаллă пулăшупа тивĕçтерсе тăратпăр.

Пенсионерсенчен 8996 çын федераллă тата регионаллă шайри саккунсемпе килĕшÿллĕн çăмăллăхсемпе усă курать. Вĕсем хушшинче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем пурĕ111-ĕн. Тăлăх арăмсемпе вилнĕ вăрçă участникĕсен арăмĕсем те сахал мар – 401 çын. Районта 4663 ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕсем 1678 çын, реабилитациленисем – 54-ăн, 2369 инвалид.

Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти хÿтлĕх пайĕ урлă ĕç ветеранĕсем уйăхсерен 775 тенкĕ тÿлев илсе тăраççĕ. Вĕсем телефонпа усă курнăшăн тÿлекен укçан 50 процентне те патшалăх саплаштарать. Вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçленисене кашни уйăхрах 745 тенкĕ тÿлевпе тивĕçтереççĕ. Реабилитациленĕ çынсем уйăхсерен 1970 тенкĕ илеççĕ, кунсăр пуçне вĕсен тÿлевсĕр майпа телефон кĕртме те пулать. Полититка репрессийĕсенчен сиен курнисен уйăхри тÿлевĕ 1715 тенкĕ.

Граждансен асăннă категорийĕсем пирки каланă чух районта 76 хисеплĕ донор пулнине те асăнса хăварас килет. Мĕншĕн тесен вĕсем хушшинче тивĕçлĕ канăва тухнисем çук мар. Паянхи куна вĕсем кашни уйăхра илсе тăракан укçа 779 тенкĕ 26 пуспа танлашать. Педагогсене, медицина ĕçченĕсене, социаллă ĕçченсене, провизорсемпе фармацевтсене, патшалăх ветеринари службин тытăмĕнче тата культура сферинче ĕçлекен специалистсене коммуналлă тăкаксене саплаштарма кашни уйăхра 697 тенкĕ тÿлеççĕ.

Вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене, хĕрÿ çапăçусене хутшăннисене, вĕсен мăшăрĕсене те коммуналлă тăкаксене саплаштарма кашни уйăхрах пирĕн пай урлă укçа тÿлевĕпе тивĕçтереççĕ. 1, 2, 3 ушкăн инваличĕсем те çак çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Çапла вара паянхи кун патшалăх пулăшăвĕ палăрăмлă тесе каламалла.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика