02 октября 2010 г.
Муркаш районĕнче паллă çынсем сахал мар çуралса ÿснĕ. Çав шутран чăваш чĕлхипе литературине, тăван халăх культурине сыхласа хăварас, аталантарас енĕпе чунне парса ĕçленисем те: С.М. Михайловран (Яндуш), Н.В. Никольскийрен, Тимухха Хĕветĕрĕнчен пуçласа паян кун çак пултарулăх анинче ĕçлекенсем таранах. Муркаш çĕрĕн сĕткенĕпе çитĕннĕ писатель-поэтсем те сахал мар. Мишерте çуралса ÿснĕ Г.В. Лукоянов шăпах çавсенчен пĕри пулать те ĕнтĕ. Иртнĕ эрнере Геральд Васильевич вĕреннĕ тăван шкулта унăн 75 çулхи юбилейне халалласа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.
Чăннипех те, район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов унта палăртнă пек, ĕмĕрĕн кашни тапхăрĕнчех Муркашсен ывăл-хĕрĕсем тăван чĕлхепе культурине аталантаракансем йышлă пулнă.
– Ăсчахсемпе тĕпчевçĕсем пуррипе пирĕнпе Элĕк районĕ çеç ăмăртма пултарать, – терĕ çак шухăша тăсса, хамăрăн ентешĕмĕр Г.В. Лукояновăн ĕçне паян тăсакансенчен пĕри, ЧПГĂИ ăслăлăхăн ертÿçĕ-ĕçченĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Г.А. Дегтярев.
Çакна палăртмасăр ниепле те иртме çук, пултаруллă маттур ывăл-хĕрсем çитĕнни пĕрре вăл. Тепри – вĕсен ĕçне шута хуни, вĕсене чыс туни. Ку енĕпе вара халиччен Муркашсем хăйсен питне хĕретмен-ха. Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче Никольский музейĕ, Юнкă шкулĕнче С.М. Яндуш музейĕсем пур. Андрей Петоккине асăнса палăк лартнă. Маттур та пултаруллă ентешĕсене халалласа мĕн тĕрлĕ каçсем, уявсем, тĕл пулусем иртмеççĕ пулĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева çакăн йышши мероприятисем çинче йĕркипех чарăнса тăчĕ.
– Муркаш район чиккине каçсанах ман чун савăнать, кунта урамĕсем тирпейлĕ, вăрманĕ-улăхĕсем йĕркеллĕ. Ĕçленипе ĕçлеменни пĕр мар. Эпир çакăнта паян пуçтарăнса Г.В. Лукоянова чыс туни те Муркашсем хăйсен ентешне сума сунине кăтартса парать, – терĕ И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ вĕрентекенĕ, Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлешĕвĕн хисеплĕ председателĕ, чăваш халăх ăсчахĕ В.П. Станьял. – Пысăк тав район администрацине çакăншăн.
Кăштах Г.В. Лукоянов биографийĕнчен. Мăн Хураçкари 7 çул вĕренмелли шкул, Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн аспирантуринче пĕлÿне анлăлатать. Унтан Вăрмар районĕнче, хамăр районти Çатракассипе Йÿçкасси шкулĕсенче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Чăваш кĕнеке издательствинче, республикăри вĕрентÿ институтĕнче ĕçлет. «Марийские заимствования в чувашском языке» тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли учебниксене хатĕрлессипе ĕçлет. 3,4-мĕш классен чăваш чĕлхи, 4,5 классен тăван литература учебникĕсен, ытти кĕнекесен авторĕ.
– Вăл кăларнă 42 кĕнекен пĕтĕмĕшле тиражĕ 1 млн. экземпляртан та иртсе каять, – терĕç конференцие пуçтарăннă ăслăлăх çыннисем.
Çырас пултарулăх вара ун мĕн ачаранах палăрма пуçланă. Район хаçачĕпе тачă çыхăну тытнăскерĕн унта сăввисем кăна мар, пысăк калăпăшлă очерксем те кун çути курнă. Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ Е.Е.Ерагинăн шăпах çак тапхăрти пултарулăхĕ çинче чарăнса тăнă май çакна палăртрĕ: аслă класра вĕреннĕ чухнех вăл редакци ыйтнипе вырăнтан çеç мар, юнашар хуçалăхсенче хатĕрленĕ статьясем пичетленĕ. Журналист пултарулăхĕ тапса тăнă унта.
Геральд Васильевич шкулта чухнех вăрçăран таврăнман пиччĕшĕн сăввисене пухса хăй майлă кĕнеке хатĕрлени те вăл хăй суйланă пурнăç çулне малтанах уйăрса илнине çирĕплетсе парать пулĕ.
– Чăвашла пĕлмен ачасене чăвашла вĕренме пулăшакан кĕнекесем кирлĕ пире. Çак пултарулăх Геральд Васильевичăн пурччĕ, – терĕ В.П. Станьял Г.В. Лукояновăн «Савăнăç кĕнеки» çинче чарăнса тăнă май. –Эп паян та мăнукпа çак кĕнекене тытса ларатăп. Геральд Васильевич ĕçленĕ чух ĕçлеме пĕлетчĕ, чапшăн пĕрре те çунмастчĕ.
– Геральд Васильевич учебниксем тума çав тери ăстаччĕ. Ку çеç те мар, вăл – нумай енлĕ аталаннă автор. Тавракурăмĕ çав тери анлăччĕ. Пĕрмай çĕннине шыратчĕ, илемлĕх туйăмĕ пурччĕ унта, – ку республикăри вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçин, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕн Ю.М. Виноградов доцентăн Геральд Васильевич çинчен каланă шухăшĕсем. – Эпĕ ăна хама учебниксем тума вĕрентнĕшĕн тав тăватăп.
Тухса калаçакансенчен кашниех – ЧПГĂИ ăслăлăх çыруçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Л.П.Петров та, ыттисем те пирĕн ентешĕмĕр тÿрĕ те ырă кăмăллă çын пулнине палăртрĕç: пурне те пулăшма тăрăшатчĕ. Г.А. Дегтярев вара çакна палăртрĕ:
– 40 çул ытла шкулта вĕренмелли кĕнекесем хатĕрлерĕ. Манăн ăна, чăннипех те, халăха çутта кăлараканĕ тесех калас килет, унăн чун хавалĕ вĕресе тăратчĕ. Ыттисене те вăл ку ĕçе тума «чĕртсе» хăварчĕ, – терĕ вăл.
– Вăл наградăсемшĕн çунман. çавăнпа халĕ те пулин ăна пирĕн парăма тавăрса парас пулать. Паянтан пуçласа ăна çапла чыслама пуçлар.
Çакна тен Геральд Васильевичăн чунĕ те, сисрĕ-ши: мăшăрĕ вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ Г.Н. Лукоянова ун çинчен асилсе каласа панă чух стена çинчи пĕр шар шаплатсах çурăлчĕ. Ăшшăн асилчĕç ашшĕне Геральд Васильевичăн икĕ ывăлĕ те. Унăн вĕренекенĕ пулнă, Геральд Васильевич çулĕпех кайнă, паян Муркаш шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.М. Атласкина юратнă учительне куççуль витĕр савăнса аса илнине хумханмасăр, савăнмасăр итлесе ларма май çук. Геральд Васильевичăн паян кун та хăй вĕренекенĕсенчен килнĕ салам çырăвĕсем упраннине шутласан, эппин, ахаль иртмен Г.В. Лукояновăн ĕмĕрĕ.
Унăн ĕçне те малалла тăсаççĕ паянхи çамрăксем. Мăн Хураçка шкулĕн директорĕ Т.Г. Ермолаева каласа панă тăрăх, шкулта драмкружок пур, хăйсен фольклор коллективĕ пултарулăхпа савăнтарать. Чăваш тĕррине лого чĕлхине куçарассипе те нумай ĕçлеççĕ кунта. Шкул музейĕнче Геральд Васильевичăн пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă кĕтес те уçнă. Районта, республикăра иртекен тĕрлĕрен конкурсра та маттур Мăн Хураçка шкулĕнче вĕренекенсем. Ахальтен каламарĕ ĕнтĕ кунта вĕренекен Саша Станкеев: «Эп те çак тăрăхрах çуралнă, манра та чăваш юнĕ чупать, эп те Геральд Васильевичран тĕслĕх илсе, ун пек пулма тăрăшатăп», – терĕ.
Пĕтĕмлетÿ вырăнне район пуçлăхĕн Ю.А. Ивановăн сăмахĕсене çеç илсе кăтартас килет.
– Пирĕн те кашнинех хăйĕн ĕç вырăнĕнче Геральд Васильевич пек хамăр ĕçе юратса, кăмăлтан тумалла. Айтăр–ха, пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕ вăхăтĕнче хамăр чăваш пулнине мăнаçланса пĕлтерер, – терĕ вăл.
Геральд Васильевичăн ырă ятне сыхласа хăварас тĕллевпе вара Юрий Александрович çитес вăхăтрах Мăн Хураçка шкулĕ çине Асăну хăмине вырнаçтармаллине палăртрĕ.
Наукăпа практика конференцийĕнче çавăн пекех çак шкула Г.В. Лукоянов ятне памаллине, унăн музейне уçмаллине, Геральд Васильевичăн кун çути курман алçырăвĕсене кĕнеке валли хатĕрлемеллине палăртса хăварчĕç.
Л.ПАВЛОВА.