Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсем хăтлă хваттерте пурăнма тивĕç

21 августа 2010 г.

Кивĕ, юрăхсăр çурт-йĕрти хваттерсенче пурăнакансене çĕнĕ çуртсене пурăнма куçарас тĕлĕшпе патшалăх ятарлă программа йышăнни пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ. Çапах та вăл тĕрлĕ сăлтавсене пула тулли хăватпа ĕçлеймен. Укçа-тенкĕ çитсе пыманни те витĕм кÿнех ĕнтĕ. Кăçал вара ку енĕпе татăклă улшăну пулмалла.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе Владимир Германович НИКИТИНПА тĕл пулнă май районта кун пек юрăхсăр çуртсенче пурăнакансене çĕннисемпе тивĕçтересси епле пулса пынипе паллаштарма ыйтрăм.

– Хальхи вăхăтра кирек епле ĕç те чи малтанах укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çавăнпа калаçăва та унран пуçласан йăнăш мар пулĕ. Калăр-ха, тархасшăн, программăпа пăхнă кăçалхи ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ çитмелле пек-и;

– Пурăнма юрăхсăр кивĕ çуртсем шутне 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе нумай хваттерлĕ 20 çурта кĕртнĕ пулнă. Çак вăхăта района пĕтĕмпе 17 миллион та 64 пин тенкĕ куçарса панă. Ку вăл 4 çурт валли çитет.

– Укçа-тенкĕ татах куçарса парас шанчăк пур-и;

– Çапла. Пирĕн кăçал пĕтĕмпе нумай хваттерлĕ 11 çуртри граждансене пурăнма çĕнĕ çуртсене куçарас пулать. Вĕсенче пурăнакансене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерме 42 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Вăл шутран 39 миллион та 917 пин тенкĕ – федераллă бюджетран, 2 миллион та 527 пин тенкĕ – республика бюджетĕнчен, 500 пин тенкĕ – район бюджетĕнчен. Ку çуртсенче пĕтĕмпе 50 хваттер. Вĕсенче 142 çын пурăнать. 11 çуртран 3-шĕ Муркашра, пĕри Москакассинче тата 7-шĕ Мăн Сĕнтĕрте. Каласа хăварнă пулăттăм. Çак хваттерсене вĕсем тÿлевсĕрех илеççĕ, хушса укçа тÿлемелле пулмасть. Хваттер лаптăкĕсем кăна кивĕ çуртрипе шайлашуллă пулмалла.

– Кивĕ çуртсене мĕнле шăпа кĕтет-ха;

– Çынсем çĕнĕ çуртри хваттерсене пурăнма куçсанах киввисене сÿтсе пăрахатпăр. Вĕсем вырăнне урăх объектсем çĕкленĕç.

– Эсир çак вăхăта куçарса панă сумма 4 çурт валли çитет терĕр. Хăш çуртсенче пурăнакансем маларах çĕнĕ хваттерсене куçса çĕнĕ пÿрт ĕçки ирттерме пултарĕç;

– Чи малтанах Муркашри Гагарин урамĕнчи 18-мĕш (13 хваттер), Южная урамри 11-мĕш (1 хваттерĕнче пурăнаççĕ), Чапаев урамĕнчи 56-мĕш (3 хваттер, пĕринче пурăнаççĕ), Москакассинчи Сидуковская урамри 22-мĕш (3 хваттер) çуртсене ишсе антарма пăхнă. Пĕтĕмпе 18 çемье çĕнĕ хваттерсене куçĕ. Хваттерĕсем 16 пулĕç. 4 çемье кивĕ çуртсенче пĕршер пÿлĕмлĕ хваттерсенче пурăннă май вĕсем валли 2-шер пÿлĕмлĕ хваттерсем 2 уйăратпăр.

Хваттерсемпе хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕ тивĕçтерет. Вĕсем çак хваттерсене уйăрса пама хатĕр ĕнтĕ.

Хваттерсене строительство организацийĕнчен райадминистраци сутăн илнĕ май ку çурт-йĕр унăн харпăрлăхĕ пулса тăрать. Унта пурăнакансем вара пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕпе килĕшÿ туса унчченхи пекех коммуналлă услугăсемшĕн те унта тÿлесе тăма тытăнĕç. Илнĕ хваттерсене приватизацилессипе те нимĕнле чару та пулмасть. Унчченхи йĕркесем çаплипех юлаççĕ.

– Владимир Германович, эпир халĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем пирки кăна калаçатпăр. Ку программа ялсенче уйрăм çуртсенче пурăнакансене пырса тивмест-и;

– Ялсенче пурăнакансене çĕнĕ çурт-йĕр çавăрма пулăшассипе, ялсене 2012 çулччен социаллă аталантарассипе, çăмăллатнă кредитсем уйăрассипе, çамрăксене тĕпленсе пурăнма майсем туса парассипе ытти программăсем йышăннă. Асăннă программа вара нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем тĕлĕшпе кăна.

– Çакăн пек те пулма пултарать вĕт-ха. Калăпăр пурăнма юрăхсăр тесе йышăннă çуртра пĕрисем хăйсен хваттерĕсене приватизациленĕ, теприсем приватизацилемен пулсан ыйтăва епле татса парĕç;

– Йывăрлăх та, улшăну та кунта нимĕн те çук. Документсем хатĕрлессипе кăна уйрăмлăхсем пулма пултараççĕ. Енчен те çын хăйĕн кивĕ çуртри хваттерне приватизацилемен, çĕннине вара приватизацилесшĕн пулсан – чару çук. Саккунпа пăхнă документсене кăна хатĕрлесе парас пулать. Çурт район администрацийĕн харпăрлăхĕ шутланнă май вара пирĕн çĕнĕ хваттерсене пурăнма куçакансемпе килĕшÿсем тумалла пулать.

– Владимир Германович, калаçăва вĕçленĕ май тепĕр кăсăклă ыйту парасшăн. Çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерсен кивĕ çуртне сÿтсе пăрахатпăр терĕр. Енчен те вара кивĕ çуртра пурăнакансенчен пĕри ниçта та куçма килĕшмесен;

– Ним тума та çук. Çынна урама кăларса тăратма май çук вĕт. Кун пек тĕслĕх Мăн Сĕнтĕрте пулчĕ. Кунти 5 хваттерлĕ çурта пурăнма юрăхсăррисен шутне кĕртсе çемьесене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтермелли программăна хутшăнмаллаччĕ. Анчах та пĕр хваттерĕнче пурăнакансем ниçта та куçма килĕшмерĕç. Çапла вара асăннă çуртра пурăнакан ытти çемьесем те çĕнĕ хваттерсемсĕрех юлчĕç.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика