Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пасар кĕр пуянлăхĕпе кĕрлет

21 августа 2010 г.

Кăçалхи типĕ те шăрăх çанталăк нумай пахчаçăна тулăх пахча çимĕç туса илессипе йывăрлăхсем умне тăратрĕ. Çакă килти хушма хуçалăха тытса пыракансем продукци илессинче те паян аван курăнать. Çапах ял çынни, çĕр ĕçченĕ пуç усмарĕ. Çакна паянхи пасарсене тухсан та асăрхама пулать.

– Шăрăха пăхмасăрах йăрансене шăварса тăрассине вăхăтра пурнăçлама тăрăшса пахча çимĕçе типсе ларма памарăмăр. Хăшĕсен тухăçĕпе савăнма та пуçларăмăр ĕнтĕ. Юлашки çумăрсем кашни пахчаçăнах çутă ĕмĕтсемпе сывлаттарса ячĕç. Анчах пур çĕрте те пахча çимĕç туса илесси пĕр пек пулманран паян эпир районта пурăнакансене пахча çимĕçпе тивĕçтерме пуçларăмăр, – терĕ черетлĕ тавар туянакана купăста тултарнă сетка тыттарнă май Сарчакран килнĕ Владимир Волков суханпа хăяр тата хĕрлĕ пăрăçа пакета тултаракан Валентина мăшăрĕ çине кăмăллăн пăхса.

Хамăр патăмăрта туса илнĕ пахча çимĕçпе пĕрлех Муркаш пасарĕнче кăнтăртан кÿрсе килнĕ арбуз, дыня, виноград-апельсин, груша-лимон та йышлă. Нина Егоровна Трофимова предприниматель вĕсене туянма пыракансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессипе тăрăшать. «Тип çу кăшт хакланнисĕр пуçне пирĕн патăмăрта нимĕн те хакланман. Арбузăн пĕр килограмĕ 13 тенкĕ, дыня 30 тенкĕ, виноград 55-75 тенкĕ тăраççĕ. Çынсене тивĕçтерет пулас çакă – халăх пирĕн патăмăртан татăлмасть», – терĕ вăл кĕске калаçура.

Раиса Александровна Смирновăпа Раиса Федоровна Смирнова Шаптак Муркашра пурăнаççĕ. Муркаш пасарне пыракансем вĕсемпе кулленех тĕл пулаççĕ. Хĕрарăмсем килти хушма хуçалăхра туса илнĕ выльăх-чĕрлĕх продукчĕсемпе (сĕт, хăйма, тăпăрчă, пыл, çăмарта) пĕрлех пахчара туса илнĕ улма-çырлапа та, хăмлапа та сутă тăваççĕ. Сĕт пĕр баклашка (1,5 литр) уйăх каялла 25 тенкĕ пулнă пулсан, паян – 30 тенкĕ. Тăпăрчă вара 70 тенкĕрен 80 тенкĕне çити ÿснĕ. 100 грамм хăмла – 40 тенкĕ, 10 штук çăмарта – 40 тенкĕ, пан улми 1 кг – 10-20 тенкĕ, 1,5 кг пыл – 350-400 тенкĕ.

Пасартан пушă алăпа тухакан çукки савăнтарать кăна.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика