Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталану çул-йĕрне палăртрĕ

21 августа 2010 г.

Августăн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе пирĕн районта пулчĕ. Ăна район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов Москакассинче кĕтсе илчĕ.

Малтанах министр ертсе пыракан ушкăн «Шупашкарти «Сеспель» предприяти» акционерсен хупă обществине çитсе курчĕ. Ĕçлĕ çул çÿреве хутшăнакансем предприятире туса кăларакан продукципе интересленсех паллашрĕç. Хăватлă автомашинăсем валли шĕвек тата вĕтĕ пĕрчĕллĕ продуктсем турттарма пичкесем туса хатĕрлекен цехра пулнă хыççăн Михаил Игнатьев çавна палăртрĕ. Çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕртсе тата туса кăларакан продукци ассортиментне анлăлатса пырса предприяти ăнăçлă аталанать. Сăмахран, тиев турттармалли çурма прицепсен чашăкĕсене кунта пĕтĕмпе те 7 минутра янтăлаççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери экономика кризисĕ предприяти ĕçĕ-хĕлĕн тăнăçлăхĕ çине те витĕм кÿмен мар. Анчах та кунта кризисран тухмалли çул-йĕре палăртнă ĕнтĕ, унпа çирĕппĕн утăмлаççĕ. «Шупашкарти «Сеспель» предприяти» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ Владимир Бакшаев каласа панă тăрăх фирма кризислă 2009 çулта та туса хатĕрлекен продукци тĕсĕсене 70 процент таран анлăлатма пултарнă, халĕ вăл 100 ытла шутланать. Кунта кăçал продукци туса кăларассипе 2008 çулхи шая тухмалла. Предприятире туса хатĕрлекен техника вара тутăхса лармасть. Ăна Раççейăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче те, СНГ çĕр-шывĕсенче те, чикĕ леш енче те туянаççĕ. Тĕрлĕ тĕллевпе усă куракан тиев турттармалли çурма прицепсене, компрессор установкисене Швецире те, Иорданире те, Иранра та, Иракра та, ытти çĕр-шывсенче те туянаççĕ. Кунта ĕçе кĕртнĕ хальхи электронлă хÿтĕлев системи вара Германирипе пĕр шайра.

Хыççăн район администрацийĕн ларусен залĕнче Михаил Игнатьев районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Унăн ĕçне районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем В.Г. Даниловпа Е.Г. Борисов, ытти ответлă ĕçченсем хутшăнчĕç. Канашлура типĕ çанталăк, пушарсем кÿрекен йывăрлăхсене тÿссе ирттерессипе, ял хуçалăх культурисене пуçтарса кĕртессипе, шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитерессипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç, малашлăхри тĕллевсене палăртрĕç.

Республика ял хуçалăх министрĕ районăн экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене лайăхлатма май пурри çинче чарăнса тăчĕ. Хăйсен территорийĕсенче япăх ĕçлесе пыракан тата панкрута тухас шайри ял хуçалăх предприятийĕсем вырнаçнă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене асăрхаттарусем турĕ. «Сирĕн хăвăрăн миссие туллин пурнăçламалла – халăхшăн ĕçлемелле»,– терĕ вăл.

Çавăн пекех Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ шăрăх çанталăка пула тырă-пулăн пĕр пайĕ пĕтнĕ май килти хушма хуçалăх тытса тăракансене тата ял хуçалăх предприятийĕсене акма тата выльăхсене çитерме тырă туянма пулăшассине пĕлтерчĕ. Кунпа пĕрлех вăл мăйракаллă шултра выльăхсен йышне сыхласа хăварма кирлине, акма пахалăхлă вăрлăхпа кăна усă курмаллине уйрăммăн палăртрĕ.

Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов район экономикин аталанăвĕпе паллаштарчĕ.

Çавăн пекех Михаил Игнатьев Чăвашпотребсоюзăн районти апат-çимĕç продукчĕсен магазинĕсенче çăкăр республикăринчен 2 тенкĕ хаклăрах пулнине асăнчĕ. Ку вара йĕркеллĕ пулăм мар. Ял хуçалăх министерствин ертÿçи муниципаллă майпа сутăн илессин ыйтăвне тепĕр хут çĕклерĕ: «Эпир бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курма тивĕç. Продукци пахалăхне те шута илес пулать. Районта пурăнакансемпе ачасен сывлăхĕшĕн эсир тÿрремĕнех ответлă пулса тăратăр»,– аса илтерчĕ вăл.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика