Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял урамĕсем хăтлăрах пулĕç

25 августа 2010 г.

Юлашки вăхăтра хамăр пурăнакан ял урамĕсене, тавралăха тирпейлесси-тасатасси, хăтлăрах та илемлĕрех тăвасси питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар. Çакă пĕр енчен Мăн Сĕнтĕрти санкцилемен свалкăна хупнипе те çыхăннă ĕнтĕ. Çапах та тĕп сăлтав кунта пирĕн культура шайĕ чакса пынинче. Хальхи вăхăтра вăрмансем, çырма-çатра таврашĕнче, ял çыннисен пахчисен хыçĕсенче, улăх-çарансенче, çулсем хĕррипе тĕрлĕ çÿп-çап, ăпăр-тапăр тăкса тултарнă вырăнсене сахал мар тĕл пулатăн. «Манăн кил таврашĕнче таса пултăр, ытти мана интереслентермест»,– теççĕ пулас чурăс чунлисем. Пурте пĕрле çине тăрсан халĕ ку енĕпе тивĕçлĕ йĕрке тума май пур пек туйăнать. Иртнĕ уйăхра Москакасси ял тăрăхĕн территорийĕнчи Ивановка ялĕ патĕнче йăла каяшĕсен ятарлă полигонĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе Владимир Германович НИКИТИНПА тĕл пулнă май хута кайнă полигонпа çыхăннă ыйтусене хускатрăм.

– Владимир Германович, çĕнĕ полигона йăла каяшĕсене йĕркеллех, пĕр чăрмавсăрах турттарса тăма тытăннă-и халĕ;

– Çапла, июнĕн 19-мĕшĕнчен Ивановка ялĕ патĕнчи полигона Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн йăлари каяша турттармалли ятарлă автомашинисем палăртнă пекех килсе тăма тытăнчĕç. Хальлĕхе çак ĕçе предприятин икĕ автомашинине явăçтарнă. Предприятисенчен, нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнчен каяша турттарса тухас йĕрке улшăнман. Унччен мĕнле турттарнă, халĕ те çавăн пекех турттараççĕ. Кунсăр пуçне Москакасси ял тăрăхĕнчи ялсенчен 4 хутчен йăла каяшне тиесе тухрăмăр. Улшăну пирки калас пулсан, çакă кăна. Юлашки вăхăтра эпир йăлари каяша Красноармейскине турттараттăмăрччĕ пулсан, халĕ – Ивановкăна.

– Кунта каяша турттарса тухма каякан тăкаксен шайлашăвне танлаштарса пăхни те ытлашши мар пулĕ.

– Танлаштарса пăхма йывăр мар. Красноармейски ялĕ Муркашран 51 çухрăмра вырнаçнă. Ивановкăри полигона çитме вара çул 4 хута яхăн кĕскелчĕ. Апла пулсан автотранспорт тăкакĕсем те 4 хут пĕчĕкрех пулаççĕ.

Кунта тата çакна каласа хăвармалла. Пĕр кубла метр каяш тиесе кайма 99 тенке ларать. Ăна полигонра таптаса пусăрăнтарма татах 215 тенкĕ тăкакланать.

– Эсир маларах йăла каяшне Москакасси ял тăрăхĕнчи ялсенчен тиесе турттарассине йĕркелени пирки асăнтăр. Ку тĕлĕшпе ытти ял тăрăхĕсенчи ялсен шăпи пирки мĕн калама пултаратăр;

– Пирĕн районта хальхи вăхăтра 177 ял шутланать. Паллă ĕнтĕ, вĕсенче хăшĕсенче пурăнмаççĕ. Çапах та ялсен шучĕ пĕчĕк мар. Апла пулин те вĕсенчен пуринчен те каяш турттарса тăрассине йĕркелеме майсем çук мар тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен пĕрремĕшĕнчен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн харпăрлăхĕнче çÿп-çап, йăла каяшĕ турттарма ятарлă татах тепĕр икĕ автомашина пур. Вĕсене те çак ĕçе явăçтарма тивет. Иккĕмĕшĕнчен вара кашни ялтан куллен каяш турттарма кирлĕ мар тесе шутлатăп. Малтанлăха ялтан уйăхра пĕр хут е икĕ хут каяш тиесе тухсан та çителĕклĕ пулмалла. Яла автомашина хăш кун, хăш тĕле, миçе сехете пырасси пирки ял тăрăхĕн ĕçченĕсем çынсене пĕлтерсе тухĕç. Ял çыннисен вара каяш таврашне михĕсене тултарса палăртнă кун палăртнă вăхăта илсе пырасси тата тиесе ярасси кăна юлать. Çавна валли пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ кашни ял тăрăхĕпех килĕшÿ тунă ĕнтĕ.

– Эсир, Владимир Германович, йăла каяшне полигона илсе çитересси, ăна пусăрăнтарса хупласси укçа-тенкĕ тăкакĕсемпе çыхăнни пирки те асăнтăр.

–Çапла, укçа-тенкĕ-сĕр, тăкаксăр хальхи вăхăтра нимĕн тума та çук. Çавна каласа хăварасшăн. Малтанхи вăхăтра çав тăкаксене ял тăрăхĕсен хăйсен бюджетĕнчен тÿлемелле пулать. Кайран вара, çак ĕç йĕркене кĕрсе пынă май, ял çыннисенчен те укçа тытма тивĕ. Анчах та малтанах çавна палăртса хăварнă пулăттăм. Тасалăхпа тирпейлĕхе, çут çанталăк илемне нимĕнле укçапа та виçме çук. Вăл вара хамăршăнах, хамăрăн пуласлăхшăн, çитĕнекен ăрушăн. Кашнийĕнех ăнланас пулать çакна.

– Хаçат вулакансене çак ыйту та интереслентерет пулĕ тетĕп. Ивановкăра полигон хута кайиччен эпир йăла каяшне Красноармейскине турттартăмăр терĕмĕр. Халĕ вара каяш тиенĕ автомашинăсем пирĕн пата ытти районсенчен те килме тытăнĕç-и;

– Ун пирки сăмах çук. Асăннă полигона район шучĕпе, район укçи-тенкипе тунă. Çавăнпа та вăл районăн шутланать, районсем хушшинчи полигон мар. Каяша та унта районти ялсенчен кăна ăсатса тăрăпăр.

– Сире калаçăва хутшăннăшăн тав сăмахĕ каланă май юлашки тепĕр ыйту çине хуравлама ыйтнă пулăттăм. Тĕрлĕ йышши каяша, сăмахран, тимĕр-тăмăра, кантăк таврашне, пластик кĕленчесене уйрăмшар пухасси пирки сăмах пулнăччĕ...

– Ку ыйтăва татса парассипе ĕçлеместпĕр мар. Тĕпчетпĕр, ытти вырăнсенче ку тĕлĕшпе ĕçе кĕртнĕ çĕнĕлĕхсене шута илетпĕр, тĕрлĕ йышши каяша йышăнма пултаракан утилизаци предприятийĕсене шыратпăр. Анчах та хальлĕхе пур каяша та пĕрле пухма тивет. Кашни йышши каяша уйрăмшар пухса турттарас пулсан çак ĕçпе çыхăннă автомашинăсен шучĕ те ытларах кирлĕ пулать. Çитменнине çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртесси кашни çыннăн ăнланулăхĕпе ответлăх шайне ÿстерессипе те çыхăннă. Ку вара пĕр кунта пулакан япала мар.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика