25 августа 2010 г.
«2010 çулта пирĕн çĕр-шыв территорийĕнче африка чумипе палăрнă 34 пункта регистрациленĕ. Вĕсенчен 20-шĕ – Ростов облаçĕнче. Кунта çак чир тĕлĕшпе çивĕч лару-тăру иккĕмĕш çул пырать. Кунпа пĕрлех кăçалхи утă–çурла уйăхĕсенче сыснасен африка чумипе хăрушă 16 вырăна Волгоград облаçĕнче тупса палăртни çак чирĕн сарăлас хăрушлăхĕ пурри пирки калать. Апла пулсан унран асăрханасси тата сыхланасси малти вырăнта пулмалла». Иртнĕ кунсенче çакăн пек пĕлтерÿсене телевиденипе, радиопа илтме, хаçатсенче вулама пулчĕ. Ăнсăртран та мар.
Сыснасен африка чуми – килте усракан тата хир сыснисене кирек хăш ÿсĕмре те пурне те ерме пултаракан ерекен чир. Унпа чирленĕ выльăхсен ытларах пайĕ вилет. Сыснасен африка чуми уйрăмах хăрушă чирсен шутне кĕрет. Çак чир çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те сарăлма пултарать.
Чир пуçаруçисем – чирлĕ е чирлесе ирттернĕ сыснасем. Вирус илсе çÿресси çак чĕр чунсен 2 çул е ытларах та тăсăлать. Африкăри сыснасем çак вирусăн тĕп резервуарĕсем пулса тăраççĕ. Чирлĕ сыснан организмĕнчен чир вирусĕ юнпа, каяшпа, шăкпа, сăмсари йăлмакапа, сĕлекепе тухать. Инфекци çавăн пекех сыснасем çÿренĕ улăх-çаранта та, сыснасене турттарнă транспортпа та сарăлма пултарать. Выльăхсем ку чире ытти чирлĕ сыснасем апатланнă апат юлашкине çинĕ чух та ертме пултараççĕ. Организма лексен çак вирус нумай çул упранма пултарать. Каларăм ĕнтĕ, ку чирпе чирленисен ытларах пайĕ вилет.
Тулашран пăхсан сыснасен африка чумине классиккăлла чумаран уйăрма йывăр. Чирĕн инкубаци тапхăрĕ 2 кунран пуçласа 15 талăка çитейрет. Чир хăвăрт тата ерипен аталанать. Ытларах чух 7 талăк чирленĕ сысна вилет. Чир ÿт температури 40,5-42 градуса çити ÿснинчен пуçланать. Çакăнпа пĕрлех выльăхăн кансĕрлĕхĕ ÿсет, вăл ытларах выртать, апат çимест е наянланнăн çиет. Хыççăн унăн утти вăйсăрланать, сывлав кĕскелет, ÿслĕк тухать. Ÿт тĕллĕн-тĕллĕн кăвакарать, вар-хырăм ĕçĕ пăсăлать, сăмсаран юн кайма пуçлать.
Сыснасен африка чумипе хуçалăхсене кĕрессинчен асăрханасси тата чир профилактики – паян пирĕн умра тăракан тĕп задачăсенчен пĕри. Çак ĕçри пĕрремĕш тĕллев – чир вирусне сысна ĕрчетекен хуçалăхсене сыснасен африка чумипе чирлĕ е ку тĕлĕшпе сывах мар регионсенчен кÿрсе килессинчен хăтăласси. Çак тĕллевпе сысна ĕрчетекен фермăсенче ветеринарипе санитари правилисене çирĕп пăхăнмалла. Кунта выльăхсене реализацилесси-туянасси, вĕсене пăхасси, апат юлашкисемпе усă курасси те кĕрет.
Сыснасен африка чумипе профилактика ĕçĕсене çирĕп пурнăçлассине ку чиртен ятарлă профилактика хатĕрĕсем çукки тата чир кÿме пултаракан тăкаксем пысăк пулни ыйтаççĕ. Тăкаксем тенĕрен. Çак чире тупса палăртнă вырăнта сыснасене юнне кăлармасăр вĕлереççĕ. Вилнĕ сыснасене, тислĕке, апат юлашкисене, кивĕ пÿлĕмсене, хăма урайсене, кормушкăсене, пÿлĕ-мсем хушшинчи картасене çунтарса яраççĕ.
Хыççăн выльăхсен пÿлĕмĕсене, вĕсене тытнă ытти вырăнсене виçĕ хутчен дезинфекци тăваççĕ: пĕрремĕшне – выльăхсене пĕтерсенех; иккĕмĕшне – йывăç урайсемпе пÿлĕмсем хушшинчи картасене, кормушкăсене, тасату ĕçĕ хыççăнхи ытти хатĕрсене сÿтнĕ хыççăн; виççĕмĕшне – карантин хупас умĕн.
Эпир паян асăннă хăрушă чир пирĕн патăмăра килсе ан кĕтĕр тесен маларах каланинчен кашни хуçалăхрах, кашни специалистăнах тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тумалла. Ăна пурнăçласан çеç эпир хамăр район территорийĕнчи вуншар пин сысна пуçне сыхласа хăварма тата экономика тĕрекне упрама пултарăпăр.
Май килнипе вулакансене хамăр тĕл пулусенче сыснасен африка чуми пирки калаçусем татах йĕркелесси пирки пĕлтеретпĕр. Пĕрлешÿллĕ тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çак сăтăрçă килсе кĕресрен епле сыхланмалли мелсем çинчен уйрăм калаçу пулĕ. Çавăн пекех профилактикăна пăхăнакансем пирки те ятарлă калаçусем ирттерĕпĕр. Ку вăл хаçатăн çывăх номерĕсенче. Паян вара сыснасен африка чуми пысăк хăрушлăх пулни пирки пĕлтертĕмĕр.
Г. КИРИЛЛОВА,
выльăх чирĕсемпе кĕрешекен
районти станцин
ветврач-эпизоотологĕ.