25 августа 2010 г.
«Хыпар» хаçатăн кăçалхи апрелĕн 16-мĕшĕнчи номерĕнче «Сарлака уйăн та йăранĕ пур» статья пичетленсе тухнăччĕ. Вулакансем астăваççĕ пулĕ, унта «Свобода» СПК-ПЗ председателĕ пулса ĕçленĕ К.Е. Сретинскийăн ĕçри йăнăшĕсем, хуçалăх ĕçченĕсене валеçсе панă 60-шар сотка çĕр çинчи нумай çул ÿсекен курăкшăн вĕсенчен укçа-тенкĕ тĕрĕс мар тытса юлни пирки çырнăччĕ. Унтах унăн ывăлĕ, çак хуçалăхра тĕп агрономра шутланса тăнă С.К. Сретинский хаярлăхĕ пирки те асăннăччĕ. Вăл çыру авторне тата «Хыпар» корреспондентне кÿрентернĕ, харкашнă, вĕсене хуптарса лартатăп тесе милицие шăнкăравланă. Корреспондента мĕн сăлтавпа хупмалла пулнине вăл хăй те ăнланмасть пулас, каçару та ыйтмасть е ун пирки пĕлмест те.
Çапла вара статьяна Муркаш район администрацийĕнче сÿтсе явнă. Унта мĕн çырни пĕтĕмпех тĕрĕс пулни çирĕпленнĕ. Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче хаçата хурав та пачĕ. Унта 34 ĕçченрен 2209-шар тенкĕ тĕрĕс мар тытса юлнине çирĕплетрĕ. Хуçалăхăн хальхи председательне В.К. Ананьева халăхпа калаçса татăлса укçана тавăрса пама сĕнчĕ.
Унтанпа нумай шыв юхрĕ темелле. Анчах та председатель ку ыйту çине чăрт сурчĕ. Ирĕксĕрех пирĕн район прокуратуринчен пулăшу ыйтма тиврĕ. Мĕн тетĕр эсир, пĕр сăмахпа каласан прокурор тĕрĕсмарлăха ăнланчĕ, хуçалăха пĕр уйăх хушшинче тытса юлнă укçа-тенкĕне халăха тавăрса пама хушу кăларчĕ.
Камсем-ха вĕсем шар куракансем; Вĕсем З.И. Николаева, В.Н. Никитин, В.Г. Семенов, Л.И. Захарова, Р.Н. Скворцова, Н.Ф. Федоров, Ю.А. Михайлов, Н.В. Михайлова, М.Ю. Никитин, Г.И. Федоров, С.Н. Никитина, Л.Д. Иванова, В.В. Григорьев, В.Л. Шапошников, Ю.Л. Шапошников, Л.П. Шапошников, В.Г. Жоржиков, С.Г. Жоржиков, Ю.П. Соловьев, Э.Ю. Соловьев, Ю.А. Ершов, Н.В. Сапожников, З.А. Павлов, А.А. Павлов, В.В. Сапожников, Л.В. Степанова, В.Н. Скворцова, Ю.Ф. Федорова, В.Ф. Федоров, А.В. Матвеев, Л.М. Максимов, В.И. Кольцов, А.К. Дедов.
Эпĕ пĕлнĕ тăрăх колхоз бухгалтерĕсене халăх шансах каймасть. Çавăнпа та çÿлте асăннă ĕçченсене бухгалтерине кĕрсе тухса тĕрĕс мар тытса юлнă суммăсене лицевой счетсем çине куçарса панă е çук, тĕрĕслеме сĕннĕ пулăттăм.
Тата çавна каласа хăварас тетĕп. Ку ĕçе прокуратурăна явăçтармасăрах татса пама май пулнă вĕт-ха. Çук вĕт, май килмерĕ. Чăмласа панине çăтма та пултараймастпăр.
Юлашкинчен вара «Хыпар» хаçат корреспондентне В.И. Смирновăна, район пуçлăхне Ю.А. Иванова, район прокурорне С.А. Фирсова (унти ĕçченсене пурне те) пире ăнланса ыйтăва татса пама пулăшнăшăн пурин ячĕпе те пысăк тав сăмахĕ калатăп. Сире малашлăхри пĕлтерĕшлĕ ĕçсенче Турă та пулăшса пытăр.
Леонид ШАПОШНИКОВ,
ĕçпе вăрçă ветеранĕ.
Çатракасси ялĕ.