25 августа 2010 г.
Кăçалхи çанталăк тĕрлĕрен пăтăрмахсем тăтăшах кăларса тăратать. Пĕрре шăрăх та типĕ çанталăк тăнине пула пушарсем алхасрĕç, халĕ тата çумăрпа çил-тăвăл та çынсене шар кăтартаççĕ. Августăн 19-мĕшĕнче те каç енне район территорийĕнче çил туллашрĕ, аслати авăтрĕ, пăр та çурĕ. Вăл кÿнĕ сăтăр пирки район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Николай Панфилович МИЛЮТИН каласа пама кăмăл турĕ:
ĕшĕнче 20 сехет тĕлĕнче район территорийĕнче çил вăйлă алхасрĕ, аслати авăтса пăрлă çумăр çурĕ. Çурçĕртен çил вăйланса вĕрчĕ. Гидрометеорологи служби пĕлтернĕ тăрăх вăхăт-вăхăт вăл çеккунтра 18–23 метр хăвăртлăха та çитрĕ. Паллă ĕнтĕ, çакă инкексемсĕр иртмерĕ. Хăш-пĕр çĕрте электропередача линийĕсем сиенленнĕ, юпасем ÿкнĕ, Ленин ячĕпе хисепленекен хуçалăхра 10х4 метр лаптăк йышăнакан склад сиенленнĕ, «Оринино» хуçалăхра сарай çийĕ пĕтĕмпех юрăхсăра тухнă, нумай ялсенче çынсен çурт-йĕр çийĕсем сиенленнĕ, хапхасем, хÿмесем, йывăçсем кая-кая ÿкнĕ. Электричество токĕ тивнипе 2 ĕне тата 1 сурăх вилнĕ. Çакăн пек çанталăка пула районти 48 ялта çынсем электричествăсăр тăрса юлнă.
Электричество линийĕсем çинчи аварисене пĕтерме Çурçĕрти электричество сечĕсен Муркашри филиалĕн электриксен 4 бригадине явăçтарнă. Кашнинчех вĕсенче 3–4 çын. 5 автомашина уйăрса панă. Бригадăсем çĕрĕпе тата августăн 20-мĕшĕнче кунĕпе ĕçлерĕç. Августăн 20-мĕшĕнче 18 сехет те 30 минут тĕлне татах 9 ялта электричество пулман-ха.
Августăн 21-мĕшĕнче юсав ĕçĕсене пурнăçлама хушма вăйсем явăçтарма тиврĕ, татах 2 техника хатĕрĕ уйăрнă. Линисем çинче 6 бригада ĕçлерĕ. 13 сехет тĕлне электропередача линийĕсем çинчи юсав ĕçĕсене вĕçленĕ. Малалла электропередача линийĕсем айĕнчен тата çывăхри вăйлă çиле пула ÿксе пĕтнĕ йывăçсене тасатса тирпейлессипе ĕçленĕ.
Иртнĕ тунти кун район пуçлăхĕ район администрацийĕн структура подразделенийĕсен пуçлăхĕсемпе, республика тата федераллă территори службисен ертÿçисемпе черетлĕ планерка ирттерчĕ. Сăмах кунта çил-тăвăл кÿнĕ сăтăра пĕтерессипе епле ĕçлени пирки те пулчĕ. Ю.А. Иванов «Чувашэнерго» ОАО ертÿçисем, Çурçĕрти электричество сечĕсен Муркашри филиалĕн специалисчĕсем ответлă тапхăрта хăйсен вăй-халне шеллемесĕр ĕçленине палăртрĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
çырса илнĕ.