Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эпир ачаллах хресченсем...»

28 августа 2010 г.

Ялпа хула хушшинчи уйрăмлăха пĕтеретпĕр тесе калаçаççĕ пулин те, çак ĕмĕт ума тăриччен тимлемелли те, тăрăшмалли те пайтах-ха. Хула çынни ялта пурăнакана: «Санăн ялта çĕрĕ те, пахча та пур, сĕчĕ-çăвĕ çителĕклĕ, какайне магазинран укçалла илмелле мар – пурнăç пыл та çу», – тесе каланине кашниех илтнĕ ĕнтĕ. Çак сăмахсем çине ял çынни çиччĕ виçмесĕр хурав памасть е пачах та сăмах чĕнмесĕр ирттерсе ярать. Кашни татăк ашăн, пан улмипе ыхра-суханăн хакне хăй ĕнси çинче туяканскер урăхла тăваймасть те...

Хул пуççи сиктеркелесе ăшă кулăпа сăмах чĕнмесĕр ирттерсе янă çакнашкал лару-тăру Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Пачкасси ялĕнчи хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ Геннадий Васильевич Романов пурнăçĕнче те пĕрре мар пулнă. Хула çыннисен ыйтăвĕ çине тивĕçлĕ хурав тупас тĕллевпех-тăр вăл пурнăçне айккинчен кăна çăмăллăн курăнакан, анчах калама çук йывăр ĕçпе – çĕр ĕçĕпе – çыхăнтарнă. Çак çула суйласа илнĕшĕн паян пархатарлă çĕр ĕçченĕ пĕрре те кулянмасть.

– Çĕр ĕçĕнче çуралса ÿснĕ эпир. Пĕрремĕш утăмсене те тăван Çĕр-аннемĕр çинче тунă, вăл панă çăкăр чĕллине алла илнĕ, çĕр ĕçех пуçламăш хырăм тутти пулнă. Çавăнпа та паян маншăн çĕр ĕçĕнче вăй хуракан кашни ĕçчен хăйне евĕр паха, – терĕ хамăр пуплевĕн шăнăрне ăнланса илсе тата калаçăва малалла чĕнсе Геннадий Васильевич.

Манăн пĕлĕшĕм çĕр ĕçченĕн çулне суйласа илменни ыт ахальтен пулман-тăр терĕм. Çакăнта ашшĕпе амăшĕн тĕслĕхĕ те иккĕмĕш вырăнта пулман. Виçĕ ача çуратса ÿстернĕскерсем хăйсен ĕмĕрне пĕтĕмпех çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Ашшĕ – Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ – ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх ферминче выльăх пăхакан пулса ĕçленĕ. Амăшĕ – уй-хир ĕçченĕ.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Гена та ачаллах çĕр ĕçĕпе çывăхланать: лашапа сахал мар çĕр улми пуссине чĕрнĕ, улăм турттарнă, лашапа урапа кÿлсе йĕтем çинче ăмăртмалла пăрçа таптанă...

– Эпир таптанă хыççăн аслисем пăрçана шăлса пуçтаратчĕç те çиллĕ çанталăкра кĕреçепе ывăтса сăвăратчĕç. Михĕсене пăрçа тулсан хамăр ĕç куç умне пулатчĕ. Эпĕ ун чухне 11 çулхи ачаччĕ те лашана мана атте кÿлсе паратчĕ. Пирĕн çул çитмен тесе мечĕк хăваласа чупман эпир ун чухне, – аса илÿ çăмхине салтса ячĕ хăйĕн пурнăçĕнче агрономра ĕçлесе пуян опыт пухнă арçын алăри пÿрнисене пĕр чышкăна чăмăртаса.

Ачаранах çĕр ĕçне çывăх тăнă каччă 1968 çулта çĕр ĕç специалисчĕ пулас тĕллеве пурнăçа кĕртме Вăрнарти ял хуçалăх техникумне агронома вĕренме каять. Пĕр çул вĕренсен Совет çарĕнче службăра тăрать. Унтан таврăнсан та Гена ыттисем пек хуланалла пăхмасть. Техникумри вĕренĕве куçăмсăр мел çине куçарса прицепщикра вăй хума пуçлать.

1973 çулта агроном дипломне алла илнĕ çамрăк специалиста Чапаев яч. хис. хуçалăхăн Пачкасси ялĕн уй-хир бригадине (5-мĕш бригада) ертсе пыма шанаççĕ. Хуçалăхăн çав вăхăтри агрономĕ А. Павлов ăс панисем Геннадий Васильевич чĕринче паян та упранаççĕ.

Çулсем иртнĕ май уй-хир бригади ÿсет, 4 ял пĕр бригадăна кĕрет. Анчах Г. Романов ответлăха чакармасть. Çакна курсах ĕнтĕ 1990 çулта ăна хуçалăхăн тĕп агрономĕ пулма çирĕплетеççĕ. 18 çул пĕр улшăнмасăр вăй хурать манăн пĕлĕшĕм хуçалăх ĕçченĕсем шаннă ĕçре.

Геннадий Васильевич хăй ĕçленĕ вăхăтра уй-хир бригадирĕнче те, тĕп агрономра та çитĕнÿсемсĕр пулман. 1977 çулта Г. Романов ертсе пыракан уй-хир бригади 48 гектар çинче гектар пуçне 252 центнер çĕр улми илнĕ (колхозĕпе – 201 центнер). Çав çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе уй-хир бригадирне Чăваш АССРĕн Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. 1980 çулта хуçалăх вăтамран гектар пуçне 28 центнер тырă туса илнĕ чух пирĕн ĕçтешĕмĕрĕн бригади ĕç кăтартăвне 31 центнера çитернĕ.

– Апла пулсан пирĕн условисенче те пысăк тухăç илме пулать вĕт, анчах юлашки вăхăтра çакăнта темĕн çитсе каймасть пек туйăнать. Çапла мар-и; – ыйтатăп Геннадий Васильевичран.

– Тухăç илесси çĕр ĕç технологине пĕлсе, шута хурса ĕçленипе çыхăннă. Ĕлĕкрех авă Атăл урлă леш енчен торф кăларса турттараттăмăр. Ăна кÿрсе килсе тислĕкпе хутăштарса компост тăваттăмăр. Халĕ вара тислĕкпе ĕçлеме пăрахрăмăр. Çапла вара тухăç та «тарчĕ», – хуравларĕ Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ умра ÿсекен чечексем çине кăмăллăн пăхса.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика