Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учитель профессионализмĕн пĕлтерĕшĕ пысăк

28 августа 2010 г.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ умĕн, ачасем çуллахи кану кунĕсем хыççăн парта хушшине лариччен, вĕрентÿ ĕçченĕсем хăйсен йăлана кĕнĕ августри конференцине пухăнаççĕ. Кăçал çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти августăн 25-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче иртрĕ.

Вĕрентекенсемшĕн те, шкулсене ăс пухма кайма хатĕрленекенсемшĕн те пысăк уяв, çавăнпа пĕрлех ответлă тапхăр çитсе килни каламасăрах палăрать. Район администрацийĕ умĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен ярмăрккине йĕркеленĕ. Кашни шкул ятарлă палаткăсенче шкул пурнăçĕпе çыхăннă ĕçсене вырнаçтарнă. Хавас кĕвĕ-юрă янăрать. Райадминистраци çуртĕнче вара шкулсенчен илсе килнĕ чечек кăшăлĕсен выставкине йĕркеленĕ, тĕрлĕрен кĕнеке туянма та пулать.

Сумлă делегаци хутшăнчĕ конференцие. Çитсе килекен сентябрĕн 1-мĕшĕ – Пĕлÿ кунĕ ячĕпе пленарлă пайра салам сăмахĕсем район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн попечительсен муниципаллă канашĕн председателĕ Н.Г. Ванеркин, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ О.В. Ефремова, халăх вĕрентĕвĕн профсоюз рескомĕн председателĕ З.Н. Степанова, Чăваш Республикинчи вĕрентÿ институчĕн методика ĕçĕсен проректорĕ Е.В. Казакова, ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçи В.К. Тихонов каларĕç.

Тÿрех каласа хăвармалла. Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З.Ю. Дипломатова конференцире туса панă докладра районта вĕрентÿ ĕçĕ епле шайра пулнине тĕплĕ анализ туса тишкерчĕ, вĕрентĕве, воспитани парассине çĕнĕ шая çĕклемелли çулсем çинче чарăнса тăчĕ, çакă вара чи малтанах учительсен пĕлÿ тата профессионализм шайĕ мĕнле пулнипе тÿрремĕнех çыхăннине палăртрĕ. Доклад ячĕ – «Учитель профессионализмĕ – Муркаш районĕнчи вĕрентÿ системине аталантармалли ресурс».

Вĕрентÿ ĕçĕ пирĕн пурнăçра питех те пысăк вырăн йышăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ахальтен мар 2010 çула Учитель çулталăкĕ тесе палăртнă. Вĕрентÿ шайне, унăн пахалăхне палăрăмлă çĕнĕ шая çĕклессипе район, республика тата Раççей шайĕнче те тĕллевлĕ программăсем сахал мар йышăннă. Вĕсем ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Çапах та татса памалли ыйтусем те çук мар.

Хальлĕхе пирĕн районти шкулсенче ĕçлекен учительсемпе ытти персонал шайлашăвĕ кирлĕ шайра мар. Йышăннă тăрăх вăл 70 тата 30 процент пулмалла пулсан, пирĕн районпа – 46,6 тата 53,4 процент. Çапла вара эффективлă мар тăкаксем иртнĕ çул 21 миллион та 840 пин тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче шкулсенче 387 учитель ĕçленĕ, 99 проценчĕ ятарлă аслă пĕлÿ илнĕ пулсан, Шетмĕпуç, Шурча, Ярапайкасси, Оринин шкулĕсенче физкультура, музыка учителĕсем пулса ятарлă вăтам пĕлÿ илнисем ĕçлеççĕ. Кашни учитель пуçне тивекен ачасен шучĕ те пирĕн патра республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех (пирĕн – 10, республикипе 13 ача). Ĕç пахалăхĕ учительсен квалификаци категорийĕнчен те килет пулсан, ку тĕлĕшпе те районта лару-тăру йĕркеллех мар. 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вара педагогика ĕçченĕсене çĕнĕ йĕркепе аттестацилеме пуçăнĕç. Ăна 5 çулта пĕрре ирттерĕç. Учительсене аслă тата пĕрремĕш категорисем парĕç. Категорие тивĕçейменнисене педагогика ĕçне явăçтарма чараççĕ.

Çуллен учительсене грантсем уйăрса парса пулăшаççĕ. РФ Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне илме 2010 çулта районти пĕр учитель те материалсем тăратман. Кăçал республикăри «Вĕрентÿ пуçарулăхĕ» конкурса 6 шкулпа 10 учитель хутшăнма кăмăл тунă. Кăтартусем çапла: 250 пин тенкĕлĕх гранта пĕр шкул та тивĕçмен, 3 учитель 50 пин тенкĕлĕх грантсене илме пултарнă.

Республикипе учительсен уйăхри вăтам ĕç укçи 11 пин те 177 тенкĕпе танлашнă. Пирĕн районпа вăл 9 пин те 700 тенкĕ. Час-часах учительсем кун пек ĕç укçине курман та тесе калаççĕ. Анчах манма кирлĕ мар, ĕç укçи шайĕ чи малтанах ĕç калăпăшĕнчен, квалификаци категорийĕнчен, ĕç результачĕсенчен килет.

Районта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 29 шкултан 9-шĕ база шкулĕ, вăл шутран 3-шĕ ресурс центрĕ шутланаççĕ. Ку вĕренÿ учрежденийĕсенче укçа-тенкĕпе пурлăх, информаципе технологи потенциалĕ хальхи требованисене тивĕçтерет. Анчах та ку шкулсен кадрсен тата ăслăлăхпа методика потенциалĕ тивĕçлĕ шайра тесе калаймăн. Мĕншĕн тесен асăннă шкулсен тĕрĕссипе çывăхри шкулсемпе ялсене те пăхса тăмалла, вĕсен услугисемпе çитĕннĕ çынсен те усă курмалла пулнă.

Юлашки çулсенче пултаруллă вĕренекенсене предмет олимпиадисене хутшăнтарассипе Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Йÿçкасси, Оринин шкулĕсенче тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ. 2009–1010 вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕпе 16 участник шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин республикăра ирттерекен тапхăрĕнче çĕнтернĕ е призерсен шутне лекме пултарнă (республикипе ку 4-мĕш кăтарту). 1 вĕренекен Пĕтĕм Раççей олимпиадин призерĕ пулса тăнă.

Вĕрентÿ пахалăхĕн тепĕр кăтартăвĕ – 9-мĕшпе 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансен патшалăх аттестацийĕн итогĕсем. Иртнĕ вĕренÿ çулĕн итогĕсемпе вăтам шкул пĕтерни çинчен патшалăх документне 287 вĕренекен, тĕп шкул пĕтерни çинчен 414 вĕренекен илнĕ. Статистика кăтартса панă тăрăх 9-мĕш классенчен вĕренсе тухакансен 30–35 проценчĕ шкулпа сыв пуллашать, професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсене çул тытать.

Вĕренекенсене пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытма хатĕрлессипе те татса паман ыйтусем çук мар. Муниципалитетсен рейтингĕнче тĕп кăтартусенчен пĕри вăл виçĕ е ытларах экзамена ЕГЭ формипе тытни пулса тăрать. Ку енĕпе район республикăра вĕçĕнчен виççĕмĕш вырăн йышăнать.

Педагог вăл професси кăна мар. Çавăн пекех вăл çынра харпăрлăх туйăмĕсене аталантарма, çынра çынлăха çирĕпленсе çитме май парать.

Шкулти воспитани ĕçĕ-хĕлĕнче класс ертÿçисен пĕлтерĕшĕ пысăк. Пуçаруллă класс ертÿçисене палăртма тата вĕсене пулăшма 2005 çултан тытăнса «Самый классный классный» конкурс ирттереççĕ. Шурча, Кашмаш, Сосновка, Ильинка, Москакасси, Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Çатракасси шкулĕсенчи класс ертÿçисем унта активлă хутшăнаççĕ.

Хушма вĕрентÿ системин пĕлтерĕшĕ ÿссе пырать. Хальхи вăхăтра районта кун пек учрежденисем 4. Вĕсенчен ăнăçлă ĕçлекеннисенчен пĕри – çамрăк техниксен станцийĕ.

Çамрăк армеецсен республикăри «Зарница» тата «Орленок» вăййисене иккĕмĕш çул ĕнтĕ пирĕн районта ирттерчĕç. Вĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçнă чухне ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров çавна палăртрĕ. Çамрăк армеецсен юхăмĕн традицийĕсем чи лайăххипе – патриотизма, ĕмĕрхи хаклăлăх мелĕсене сыхласа хăварассипе çыхăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ районта çарпа патриотика клубĕсен шучĕ те ÿссе пырать.

2009–2010 çул пĕтĕмлетĕвĕпе районти тата республикăри мероприятисене Юнкă, Оринин, Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Шурча шкулĕсен педагогĕсемпе воспитанникĕсем активлă хутшăннине палăртмалла. Шел пулин те Турай, Тойкилтĕ, Шатракасси шкулĕсем пирки çакна калаймăн.

Вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлĕн пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕсенчен пĕри вăл вĕренекенсемпе учительсем проектпа ĕçлени пулса тăрать. Чăваш Республикин Президенчĕн Çырăвне тĕпе хурса кăçал экологипе биологи енĕпе сахал мар ĕç пурнăçланă. Март уйăхĕнче территорисене тирпей-илем кĕртессипе экологипе социаллă проектсен районти конкурсне ирттерессине палăртнă. Вăл икĕ тапхăрпа иртнĕ. Ырă енчен кунта Вăрманкассинчи пуçламăш шкул-ача садне, Муркаш шкулне палăртмалла.

2010–2011 вĕренÿ çулĕнче сăнав шучĕпе иккĕмĕш ăрури федераллă патшалăх стандарчĕ пурнăçа кĕме тытăнать. Пуçламăш сыпăкри стандартсене 2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕнетме тытăнма пăхнă. Çавна май учительсем умĕнче тăракан задачăсем пĕчĕк мар.

Районти пĕтĕм вĕрентÿ ĕçĕн системин шайĕ педагогсен пултарулăхĕнчен, вĕсен професси ăсталăхĕнчен килет. Апла пулсан малашне çĕр-шывăн пулас гражданĕсем обществăра мĕнле вырăн йышăнасси те вĕсен аллинче. Çакна доклада сÿтсе явнă май тухса калаçма кăмăл тунисем те палăртрĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенчен, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенчен, вĕрентÿ ĕçченĕсемпе воспитательсенчен чылайăшĕ район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн, район администрацийĕн, Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисене, ЧР Президенчĕн учительсене укçан хавхалантарнине çирĕплетекен свидетельствăсене, кăкăр çине çакмалли «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăсене тивĕçрĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика