28 августа 2010 г.
Пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансем сентябрĕн 1-мĕшне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вĕсен, паллах, шкула каяс, çĕннине пĕлес туртăмĕ пысăк. Ашшĕ-амăшне вара çакăнсăр пуçне тата тепĕр ыйту пуç хыçтарать: ачана пĕрремĕш хут шкула яма мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тăкаклама тивĕ-ши;
Капăр шкул тумтирĕпе портфельсем туянас тесе нумайăшĕ пасара çул тытать. Канцеляри таварĕсене туянма пурпĕр ытларахăшĕ лавккасенех каять.
Ачана пĕрремĕш хут шкула кайма вара мĕн кăна кирлĕ мар пулĕ! 2 тенкĕ тăракан кăранташ шĕвĕртмели хатĕртен пуçласа 1500-2000 тенкĕ тăракан шкул костюмĕ таранах. «Мĕн хака» ларать-ха ачана пĕрремĕш класа яма; Çак ыйту çине хурав шыраса Муркашри лавккасене тата пасара çул тытрăм.
Шкулта кирлĕ таварсен хакне кĕнеке лавккинчех пĕлме шутларăм. Кунта хаксем ытлах çыртмаççĕ темелле. Шкулта кирлĕ япаласенчен чи йÿнни – кăранташ шĕвĕртмелли хатĕр тата кăранташ-ручкăпа çырнине тасатмалли ластик. Çакăнтан шутлама пуçларăмăр та шкул ачин «хакне». Вĕсен хакĕ 2 тенкĕрен малалла. Кăмăл пур пулсан кăранташ шĕвĕртмеллине 24 тенкĕпе те туянма пулать. Ручка, тĕслĕ кăранташ, линейка, тĕслĕ хут, картун хут, пластилин... Мĕн кăна чикмелле мар пулĕ портфеле. Çаксем кăна 80 тенкĕне майлă пулаççĕ. Сăрăсем, гуашь, кистик, клей, шыв ямалли стакан та, ÿкерчĕксем тумалли альбом та кирлĕ-çке. Каллех шутласа пăхатпăр. 150 тенкĕ патне çывхарать çак хатĕрсен хакĕ. (Хаксене йÿнĕреххисене палăртса шутланă).
Анчах ку çитмест-ха шкула кайма. Ятарлă çыру тетрачĕсем те, çÿхе тетрадьсем те, вĕсен хуплашкисем, папки... 60-70 тенкĕрен пуçласа 150-200 тенкĕ таранах кăларса хума тивет пĕриншĕн. Кун çумне 3 тенкĕ (клеткăлли е йĕрли) çÿхе тетрадьсем пĕр теçетке илсе хуратпăр. Лайăх хуплашкасем вара 6 тенкĕ тăраççĕ (йÿнни виç кунлăха çеç пырать). Çапла вара тетрадь таврашĕпех пурĕ 200 тенкĕрен иртет. Кĕнекесен хуплашкисем те кирлĕ, пенал, ĕç урокĕсенче – хачă, кăранташ шĕвĕртмелли хатĕре те туянма манмалла мар. Тепĕр 100 тенкĕ хатĕр те.
Портфель илме пасара каятпăр (суйламалăх пур!). Кунта 500 тенкĕрен пуçланать унăн хакĕ. Чи йÿнни вара пахалăхĕпе чăнах та япăх тесе каламалла. Пĕр-ремĕш класа каякан ача валли вара портфеле шыраса тупма çăмăлах мар: унăн калăпăшĕ, çурăм çине лекекен енĕ çирĕп пулни те кирлĕ-çке-ха. Çапла вара сахалтан та пĕр 700 тенкĕ кăларса хума тивет.
Ачана пасартах «тумлантарар-ха». Шкула çÿреме, унта улăштарса тăхăнма тата физкультура урокĕсене кĕме уйрăм пушмаксем тата кроссовки кирлĕ. Сутуçăсем каланă тăрăх çаксене туянма сахалтан та 1500 тенкĕ таранах тухса каять. Ку юрĕ-ха. Шурă кĕпе-блузка шыратпăр. Чи йÿнни 250 тенкĕ тăрать. Спорт костюмĕ те самаях йĕплĕ – 500 тенкĕрен пуçланать унăн хакĕ. Хĕр ачасене тата шурă колготки (50-100 тенкĕ), бантиксем (50-150 – пĕрин хакĕ) кирлĕ. Арçын ачасен галстукĕ – 50 тенкĕ. Ачасене улăштарса тăхăнма сарафан (450 тенкĕ – чи йÿнни), кĕпе-брюки – 350 тенкĕрен пуçласа.
Хамăрăн тăкака шутласа пăхар-ха. Пуçа хыçса илмеллех пулать иккен – 5900 тенкĕрен те иртсе каять! Ултă пин!
Çакă Муркашри «чи йÿнĕ» шкул ачин «хакĕ» пулчĕ. Енчен те шкула каяканнисем çемьере татах та пур пулсан... Аслисен хакĕсем тата «аслăрах».
Пасарта вара шкула каяс умĕн хаксем хăпартасси – яланхи пулăм. Анчах ниçта та кайса кĕреймĕн – туянмаллах.
Н. НИКОЛАЕВА.