28 августа 2010 г.
Çурла уйăхĕ вĕçленсе пынă май çу каçа пулман çумăрсем те çĕр ĕçченне малашлăха шантарса уççăн сывлаттарса ячĕç. Çак вăхăта вырмана ăнăçлă вĕçленĕ хресчен кĕрхи культурăсене агротехникăна пăхăнса вăхăтра акса хăварассипе тимлет. Пĕтĕмĕшле тăрăшулăха ырламалла кăна. Анчах кăçалхи шăрăх çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсемсĕр те мар-тăр. Çак лару-тăрури хăш-пĕр сĕнÿсемпе паллаштарас тĕллевпе чĕнтĕмĕр те ĕнтĕ эпир хамăр калаçăва район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалистне А. И. ПАВЛОВА.
– Александр Ильич, ака планĕпе кăçалхи кĕр акире пирĕн районти çĕр ĕçченĕ кĕрхи культурăсене миçе гектар акса хăварма пăхать-ха;
– Хыçа юлнă шăрăх çу кунĕсем пире пĕтĕçтерчĕç, агротехникăна пăхăнасси малти вырăнта пулмалли пирки çирĕппĕн аса илтерчĕç. Пурте ăнланаççĕ, кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ пур. Кĕл çине пулсан та вăхăтра акса хăварма ыйтать ыраш. Çакăнта тăрать те ĕнтĕ çĕр ĕçченăн уй-хир производствинчи ăнăçлăхĕн пысăк вăрттăнлăхĕ.
Уй-хир ĕçĕсен планĕпе килĕшÿллĕн çитес вăхăтра районти пĕрлешÿллĕ тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен 6600 гектар кĕрхи культурăсем акса хăвармалла. Хастартараххисем ку ĕçе кÿлĕнчĕç те. Ĕнерхи кун тĕлне уй-хир ĕçченĕсем районĕпе кĕрхи культурăсене1449 гектар çинче акса хăварчĕç. Уйрăммăн илсен «Оринино» 270 гектар (90 процент), Чкалов яч. хис. 190 гектар (48 процент), «Восток» 69 гектар (46 процент) акма ĕлкĕрчĕç.
– Çĕр ĕçченĕн тепĕр ответлă ĕçĕ пуçланчĕ темелле. Сирĕн енчен кăçалхи çанталăк условийĕсене кура кĕр аки ирттерме мĕнле сĕнÿсем пур. Мĕн шута илмелле паян хире тырă акма тухаканăн;
– Малтанах çакна калас килет. Иртнĕ çур акире хуçалăхсем районĕпе ака пуссисене 1500 тоннăна яхăн минераллă удобренисем хывса хăварчĕç. Çанталăк шăрăх тăнипе вĕсемпе ÿсен-тăран апатланаймарĕ. Кĕр çитсен çеç çумăрсем пулнипе çав удобренисем ĕçлеме пуçларĕç. Паян вĕсен «пулăшăвĕ» çум курăксем валли кăна. Çак пурлăхпа усă курса юлас тесен çĕр ĕçченĕн паян çур акире удобрени хывнă уйсене кĕр аки валли хатĕрлессипе тăрăшмалла. Кăçал çĕр тăпăрка пулнăран асăннă пусăсене культиваторпа е комплекслă агрегатпа пĕр хут тухсан та кĕр аки валли хатĕрлесе çитерме пулать. Кун пек тусан çум та ванса пĕтет, кĕрхи культурăсем акса çур акири минераллă удобренипе те тухăçлă усă курма пулать.
Акма çĕр хатĕрленĕ чух хирсене тикĕс тăвассине иккĕмĕш вырăна хумалла мар. Çак ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕпе усси тепĕр вырмара аван палăрĕ, вĕсемех сăлтавсăр çухатусенчен пăрăнса иртме те май парĕç.
– Кĕркунне-и, çуркунне-и – ака вăхăчĕ çитсен вăрлăха имçамласси тĕп вырăна тухать. Кĕрхи культурăсем акнă чух кăçал эсир çак тĕллевпе мĕнле препаратсемпе усă курма сĕннĕ пулăттăр;
– Çапла, пулас тухăç паха вăрлăхран тата ăна акас умĕн имçамланинчен пуçланать. Малтанах вăрлăх пахалăхĕ пирки. Акара куçса çÿрекен фондри пысăк репродукциллĕ вăрлăхпа усă курни акнă культурăсем йĕркеллĕ хĕл каçасси пирки шанăç çуратаççĕ. Пысăк репродукциллĕ вăрлăх вăл – хăех лайăх тухăç никĕсĕ. Вĕсемпе ĕçлеме вара патшалăх та субсиди уйăрса пулăшать. Элитăллă вăрлăхăн пĕр тоннишĕн паян республика бюджетĕнчен 7 пин тенкĕ укçа уйăрса параççĕ, 1–2-мĕш репродукциллĕ вăрлăхпа акнăшăн – 3,5-4,5 пин тенкĕ. Малашлăха пăхакан çĕр ĕçченĕшĕн çăмăллăх мар-и-ха çакă; Хирĕçле хурав çук.
Каларăм ĕнтĕ, акана тухаканăн вăрлăха имçамласси пирки манма юрамасть. Çак ĕçе вăхăтра туса ирттерни кун пек чухне тунă тăкака çитес çул вуншар хут саплаштарать. Мĕнле препаратсемпе усă курмалла-ха вăрлăха имçамланă чух; Эпир кунта «Дивидент Стар», «Виал ТТ», «Максим», «Бункер», «Фундазол» тата ытти хăш-пĕр препаратсене сĕнетпĕр. Уйрăм сăмахпа манăн кунта «Планриз» препарат çинче чарăнса тăрас килет. Уй-хир ĕçченĕн чăн-чăн пулăшуçи темелле ăна. Вăл акнă тырă-пулăна тымар çĕрĕкĕнчен питĕ вăйлă упрать. Ÿсен-тăрана ÿсме пулăшакан стимулятор пулнипе пĕрлех планриз калчасене юр айĕнче кăвакарнинчен питĕ лайăх сыхлать. Çак препаратсемпе усă курасси паян никамăн та кая юлман.
– Ака технологийĕ пирки уйрăммăн çирĕплетсе каламалли, малта пыракан çĕнĕлĕхсемпе паллаштармалли çук-и; Çакă ĕç пахалăхĕпе, каярахпа унăн кăтартăвĕпе тĕрремĕнех çыхăннă. Çапла вĕт;
– Хирĕçлеместĕп. Ака технологийĕ пирки калаçнă чух вăхăтне тĕрĕс палăртни вырăнлă. Пирĕн тăрăхра кĕрхи культурăсене акмалли чи лайăх тапхăр – авăн уйăхĕн 10-мĕшĕччен. Акана тĕплĕ хатĕрленнĕ хресченшĕн кунта нимĕн йывăрри те çук. Ку вăхăчĕпе. Технологие илсен вара çулленех акакансем ака йĕркине пăснине тĕл пулатăн. Çавăнпа та манăн паян çирĕплетсех калас килет: кĕрхи тулăна акнă чух ăна тăпрана 5-6 сантиметр тарăнăшне варăнтармалла, ыраша – 3-4 сантиметр. Ку вăл çирĕп йĕрке.
Ансăр ретсемпе тата хĕреслĕ майпа акнă хирсене калча шăтса тухсан пăхма илемлĕ. Çакăн пек акни тухăçа 3-4 центнер ÿстерет. Кун пек чухне калчасем те меллĕ апатланса парка ÿсеççĕ, пĕр-пĕрне чăрмантармаççĕ, лайăх çăраланаççĕ.
Юлашки вăхăтра çунă çăмăрсем аван-ха та, анчах акнă хыççăн хирсене пусăрăнтарасси пирки те манмалла мар. Ку вăл хире тикĕслетет.
– Кăçал нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсем те нумай пĕтрĕç. Вĕсене халĕ акса хăварма юрать-и;
– Чăнах та шăрăх çанталăка пула çуркунне акнă нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕ шăтаймарĕ. Çав лаптăксене паян ухлĕм курăкне (костер), сĕлĕ ути (овсяница), тимофеевка акса хăвармалла.
А. БЕЛОВ калаçнă.