Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурлăхшăн налук тÿлес пулать

01 сентября 2010 г.

Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 6 " инспекцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2010 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче уйрăм çынсен 2010 çулшăн пурлăх налукне тÿлемелли пĕрремĕш тапхăр вăхăчĕ çитет. Налука кредит учрежденийĕсенче, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсем, çавăн пекех банкоматсем тата Раççей Перекет банкĕн тÿлев терминалĕсем урлă та тÿлеме пулать.

Пурлăх çине хуракан налука сирĕн алла илнĕ пĕлтерÿ хучĕ тăрăх тÿлемелле. Унпа пĕрлех сире пĕр пек суммăлăх икĕ квитанци панă. Пĕрремĕш çурри – 2010 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕччен, тепĕр çурри – 2010 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕччен тÿлемелли. Сирĕн икĕ квитанцийĕпе те тÿлес пулать.

Çавăнпа пĕрлех сирĕн иртнĕ çулсемшĕн парăмсем пулма пултараççĕ. Ун пирки ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕ патĕнче е пурăннă вырăнти налук инспекцийĕнче ыйтса пĕлме пулать. Кунпа пĕрлех Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕнче «Личный кабинет налогоплательщика» сервиспа усă курса (wwwĕr21ĕnalogĕru) парăм мĕн чухлĕ пулнине пĕлме тата хатĕр тÿлев документне пичетлеме май пур.

Транспорт, çĕр налукĕ, уйрăм çынсен пурлăх çине хуракан тата тупăшран илекен налукне тÿлессипе парăмсем пуррипе çуккине кĕсье телефонĕпе те пĕлме пулать. Çавна валли 8-919-657-55-55 номер çине хăвăрăн ИНН номерне кăтартса СМС ямалла. Сире ярса панă хуравра парăм пуррипе çукки пирки пĕлтерни пулĕ. Куншăн стандартлă СМС-хыпар пекех укçа тытăнĕ.

Налук мĕн чухлĕ тÿлемелли пирки пĕлтернисене конкретлă суммăсене кăтартса пурлăх хуçисене июль уйăхĕнчех почта урлă ярса панă. Налук тÿлекен çын вара ку е вăл сăлтава пула налук тÿлевĕ пирки пĕлтернине илмен пулсан, унăн пурлăха регистрациленĕ вырăнти налук инспекцине пырас пулать.

Çавна та каласа хăвармалла. Налука вăхăтра тÿлесе татманнисен Раççей Федерацийĕн Налук кодексĕн 75-мĕш номерлĕ статйипе килĕшÿллĕн иртсе кайнă кашни куншăн пени тÿлеме тивет.

З. АЛБАКОВА,

Федераллă налук службин

Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 6 " инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ,

Раççей Федерацийĕн патшалăхăн гражданла службин 2-мĕш класлă советникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика