Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ

01 сентября 2010 г.

– Паян парта хушшине пирĕн районта пурĕ 3772 ача ларчĕ, вĕсем хушшинче 328 ача – пĕрремĕш класа каякансем. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕпе танлаштарсан пĕрремĕшсем кăçал кăшт нумайрах. Ку кăçал 6 çул çурă тултарман ачасем парта хушшине ларнипе те çыхăннă. Ашшĕ-амăшĕнчен пурĕ çакнашкал саккунпа килĕшÿллĕн 43 заявлени йышăннă. Çак ачасене вара шкулсенче ятарлă условисемпе тивĕçтермелле. Сăмахран, уроксене 9 сехетре пуçламалла, 14 сехетчен ача шкулта пулать пулсан вара ăна çывăрттармалла та. 11 класа каякансем кăçал районта пурĕ 250 вĕренекен, пĕлтĕрхинчен 42 ача сахалрах. 9 класс хыççăн экзаменсем тытса 10 класа пĕтĕмпе 303 вĕренекен каять.

Каласа хăвармалла, ачасен йышĕ чакнăран, кăçал Шуркассинчи пуçламăш шкул – ача садĕнче пурĕ те 3 вĕренекен кăна: Шурчара вара пĕрремĕш класа 1 ача çеç каять. Районта вара пысăк йышлисем çаксем: Муркашри, Мăн Сĕнтĕрти, Йÿçкассинчи, Чуманкассинчи тата Калайкассинчи вăтам шкулсем.

Паян, Пĕлÿ кунĕнче, пур шкулта та саăнăçлă лару-тăрура линейкăсем ирттерчĕç. Ун хыççăн кашни класрах пĕрремĕш урока Раççей çĕр-шывĕ ООНăн ачасен прависем çинчен калакан Конвенцине йышăннăранпа 20 çул çитнине халалласа ирттерчĕç. Шкулта вĕренекенсем район администрацийĕн, районти шалти ĕçсен пайĕн специалисчĕсемпе тĕл пулчĕç. Шкулсенче чрезвычайлă лару-тăрури эвакуаци планĕсене те вĕрентÿ майлă туса ирттерчĕç.

Районти пур вĕрентÿ учрежденйĕ те – 16 ача сачĕ, 5 пуçламăш шкул – ача сачĕ, 4 хушма вĕрентÿ учрежденийĕ, 10 тĕп шкул тата 14 вăтам шкул 2010-2011 вĕренÿ çулне йĕркеллĕ пуçăнчĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика