Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш вĕрентекен

01 сентября 2010 г.

Пĕрремĕш хут шкула кайсассăн,

Киле хаваслăн таврăнсан:

«Кала-ха, эсĕ кам пуласшăн», –

Тесе ыйтсанчĕç-и санран;

Ман асăмра вара çак юлнă,

Манмастăп мĕн халичченех:

«Вĕрентекен», – тесе хăюллăн

Пĕлтернĕ эпĕ çынсене.

Кам пĕрремĕш хут шкула килнĕ ачасене сас паллисемпе паллаштарать, вулама тата çырма хăнăхтарать; Кам çамрăксемшĕн пĕлÿ тĕнчин алăкне уçать, вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшать; Паллах, учитель. Раççей çынни космоса штурмлать-и е çĕр айĕнчи пуянлăха алла илет, хуласенче кермен евĕр çуртсем сывлăша çĕклет-и е çав тери кăткăс машинăсем шутласа кăларать, сад ĕрчетет-и е тухăçлă тыр-пул çитĕнтерет – пур ĕçре те вăл вĕрентнĕ ачасем вăй хураççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ учителе хисеплесе «професси амăшĕ» теççĕ.

Йывăр та пархатарлă учитель ĕçĕ. Эпир ăнланатпăр: пире пĕлÿ пама, Тăван çĕр-шыва чунтан юратма хăнăхтарасси, ĕçе пĕчĕкрен вĕрентесси çăмăл мар.

Манăн пĕрремĕш учительницăна Раиса Пименовна Илларионова тесе чĕнеççĕ. Вăл 1968 çулхи раштав уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Пимен Савинович Морозовпа Мария Тихоновна Тихонова çемйинче Шупашкар хулинче çуралнă.

Ашшĕ-амăшĕ Отарккă ялне куçса килсен ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Çемьере 5 ача пулнă. Асли 8 çулта, кĕçĕнни 1 çулта пулнă чухне ашшĕ вилсе кайнă. Хуçалăхра арçын тĕрекĕ пулманран амăшне те, ачисене те йывăр пулнă. Ачисем кĕрепле-сенĕк тытма пуçласанах колхоза ĕçе çÿреме пуçланă. Раиса Пименовна шкулта вĕреннĕ чухне лайăх вĕренекенсен шутĕнче пулнă. Тĕрлĕ мероприятисене хаваспах хутшăннă. Шкулти сочиненисенче те учитель пулма ĕмĕтленни çинчен çырнă. Вăтам шкул пĕтерсен Шупашкарти педагогика училищине воспитателе вĕренме çул тытать. Унтан вĕренсе тухсан Отарккăри «Малыш» ача садĕнче ĕçлеме тытăнать. Çав вăхăтра куçăмсăр майпа Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче вĕренсе пуçламăш класс ачисен вĕрентекенĕ пулса тухать. Институт пĕтернĕрен вара Чуманкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн Исетерккĕ филиалĕнче вăй хурать. Вăл ĕçленĕ çулсенче миçе ача вĕренсе тухмарĕ-ши çак шкултан; Ăна пурте ырăпа асăнаççĕ. Пире вĕрентнĕ чухне те вăл нихçан та пĕр евĕрлĕ уроксем ирттерместчĕ. Унăн урокĕсене яланах чăтăмсăррăн кĕтеттĕмччĕ. Унăн кăмăллă та çепĕç сассине итлесе ларас килетчĕ. Пире кашни урокра çĕннине, интереслине каласа паратчĕ. Вăл тăрăшса ĕçлени куç умĕнчех. Пĕлтĕр вăл вĕрентекен ача районта интеллектуаллă вăйăра çĕнтерсе республикăна тухма пултарчĕ. Унăн яланах çавăн пек ачасем пулччăр.

Кăçалхи çул – Учитель çулталăкĕ. Раиса Пименовнăна ĕçре пысăк çитĕнÿсем сунатăп. Унăн пурнăç çулĕ такăр пултăр, ĕмĕтленни яланах çитсе пытăр.

Ирина БЕЛОВА,

Чуманкассинчи вăтам шкулта вĕренекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика