Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра – пысăк тĕллевсем

04 сентября 2010 г.

Кăçал Чуманкассинчи вăтам шкулта пĕрремĕш шăнкăрав 224 ачашăн янăрарĕ. Вĕсенчен 24-шĕ вара пысăк чечек çыххисем хыçĕнче кăшт кăна курăнакансем – пĕрремĕш класа каякансем. Пĕлÿ кунĕпе саламлакансем ытларах вĕсене вĕрентсе каласа тăрăшулăх, чăтăмлăх сунчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В. Калинин, шкул директорĕ В. Васильев, вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Ковалева, Чапаев яч. хис. хуçалăхăн ертÿçи И. Захаров, Чкалов яч. хис. хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ Н. Никитина – нумаййăн килнĕ вĕренекенсемпе учительсене, ашшĕ-амăшĕсене уяв ячĕпе саламлама.

Кăçал шкулти учительсен коллективĕ тепĕр çамрăк специалистпа та пуянланчĕ: Надежда Михайловна Мясникова ачасене информатика тата акăлчан чĕлхи предмечĕсене вĕрентме тытăнĕ. Çамрăк специалист та хăйпе паллаштарса уява пухăннисене Пĕлÿ кунĕпе саламларĕ.

Çуллахи вăхăтра хуçалăхсенче тăрăшса ĕçленĕшĕн хăш-пĕр вĕренекенсем Тав çырăвĕсем илме тивĕç пулчĕç. «Регионы – сотрудничество без границ» ĕçлĕ курава активлă хутшăннăшăн кăçал 11 класа каякан Анна Волкова районти вĕрентÿ пайĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ.

Пĕрремĕш хут парта хушшине ларма хатĕрленекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Хыççăнах пĕрремĕш шăнкăрав сасси янăрарĕ. Вăл пурне те парта хушшине йыхравласа ачасен прависем çинчен пĕлме пĕрремĕш урока чĕнчĕ.

Унччен вара ачасен хаваслă кулли, пĕр-пĕрне чарсах хăйсен учителĕпе юлташĕсене çуллахи каникула мĕнле ирттерни çинчен каласа пани шкул коридорĕсенче янăраса тăчĕ.

Вĕренÿ çулĕ хаваслăн пуçланчĕ. Умра – пурнăçа кĕртмелли пысăк тĕллевсем. Учительсен те, шкул ачисен те.

Н. НИКОЛАЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика