04 сентября 2010 г.
Юлашки вăхăтра апат-çимĕç рынокĕнче хăш-пĕр ушкăнри таварсене ытларах илме тăрăшни палăрчĕ. Кусем вĕсем çăнăх, кĕрпе изделийĕсем, сахăр, тип çу. Çавна май вĕсен хакĕсем те ÿсмерĕç мар. Çавна палăртса хăвармалла. Нумай предприятисен ертÿçисем çавăнпа усă курса услам туса юласшăн курăнать. Çак лару-тăрура вĕсем ĕçлесе илмен хушма тупăш хăйпăтса юлма тăрăшаççĕ.
Хаксене ÿстерме шута илмелли нимĕнле сăлтав та çук. Хальлĕхе сентресем çинче выртакан продукцие иртнĕ çулхи тухăçран хатĕрленĕ. Вĕсене туса илме кайнă тăкаксем ниепле те ÿсме пултарайман. Эпир халĕ кураканни вăл – нимĕнпе те сăлтавланман хумханупа пăлхану кăна. Ку çанталăкăн япăх условийĕсемпе çыхăннă.
Çÿлте асăннă апат-çимĕç продукчĕсен, уйрăмах вара социаллă пĕлтерĕшлĕ шутланакан таварсен хакĕсене сăлтавсăрах ÿстернине чарас тесе район администрацийĕ пĕтĕмпех тăвать. Типĕ те шăрăх çанталăка пула ял хуçалăхĕнче пулса тăнă чрезвычайлă лару-тăрăвăн тÿнтерле витĕмне пĕтерес, çынсене апат-çимĕçпе çителĕклĕ тивĕçтерес тесе районта чи малтан татса памалли мерăсене йышăннă. Выльăхсене хĕл каçарма апат запасне ÿстерес тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм хушма хуçалăхсем 2010 çулхи августăн 25-мĕшĕ тĕлне Чул хула, Киров облаçĕсенчен, Мордови, Çармăс республикисенчен тата хамăр республикăри ытти районсенчен 1668 тонна фуражлăх тырă, 822 тонна утă, 1405 тонна улăм, 217 тонна хывăх, 321 тонна комбикорм кÿрсе килнĕ. Ку енĕпе халĕ те ĕçлеççĕ.
Районта таварсем ваккăн сутассин калăпăшĕ 80–85 процент таран Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсем çине тивет. Вĕсенче яланах хакĕсене ÿстермен апат-çимĕç продукчĕсен саппасĕ 42–52 кунлăха пур.
Район администрацийĕ кашни эрнерех социаллă пĕлтерĕшлĕ шутланакан таварсен хакĕсен мониторингне ирттерет. Ку шута лекекен таварсен ячĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хăйĕн 2007 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнчи 266 " «О мерах по сдерживанию роста цен на социально значимые виды продовольственных товаров» йышăнăвĕнче палăртнă. Ку шута таварсен çак тĕсĕсене кĕртнĕ:
– ыраш тата тĕрлĕ çăнăх хутăшĕнчен пĕçернĕ çăкăр;
– тулă çăнăхĕ;
– пастеризациленĕ 3,2 процент таран çуллă ĕçмелли сĕт;
– 9 процент таран çуллă тăпăрч;
– 2,5 процент таран çуллă кефир;
– 15 процент таран çуллă хăйма;
– выльăх-чĕрлĕх çăвĕ (хамăр çĕр-шывра туса кăларни);
– тип çу;
– çĕр улми.
Мониторинг итогĕсемпе анализсем тăватпăр, асăннă ушкăна кĕрекен таварсен хакĕсене ÿстерме кирлĕ марри пирки сĕнÿсем паратпăр. Мониторинг итогĕсене Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министерствине пĕлтерсе тăратпăр. Кун пек мониторингсене çавăн пекех вĕрентÿ тата сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсем валли сутăн илекен апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсем тĕлĕшпе те ирттерессине йĕркеленĕ.
Э. СИМАКОВА,
район администрацийĕн
экономика пайĕн пуçлăхĕ.