04 сентября 2010 г.
Паянхи кăларăмра хаçат вулавçисен ыйтăвĕсем çине Муркаш район прокурорĕ, юстицин кĕçĕн советникĕ Сергей Александрович ФИРСОВ хуравлать.
Инвалидсен прависем пирки
Инвалидсен районти обществипе прокуратура органĕсем мĕнле ĕçсем туса ирттернине район хаçачĕ урлă пĕлме пулать-и;
А. ПАВЛОВ, С. СМИРНОВА.
Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче район прокуратурипе «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн районти организацийĕ хăйсем хушшинчи хутшăнусемпе çавра сĕтел ирттерчĕç.
Пĕрле пулса сÿтсе явмалли ыйтусем вара çук мар. Çакă районти организацин председателĕ А.Н. Николаева калаçнинчен те палăрчĕ. Çавăнпа та çавра сĕтел хушшинчи тĕл пулура эпир инвалидсен прависене организацисенче, предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕн субъекчĕсенче, патшалăх влаçĕн органĕсенче тата вырăнти самоуправленире саккунпа килĕшÿллĕн хÿтĕлесси пирки калаçрăмăр. Саккунсене пăхăнасси пирки сăмах хускатнă хушăрах вырăнсенче ăна пăснă тĕслĕхсене те сиктерсе хăвармарăмăр. Кунта инвалидсене социаллă инфраструктура объекчĕсемпе туллин усă курма май туса пани, инвалидсене техника хатĕрĕсемпе реабилитациленме пулăшни, сывату ĕçĕнче санаторипе курорт путевкисемпе тивĕçтерни пулчĕ.
Çавра сĕтел-канашлу хыççăн вырăнсенче инвалидсем тĕлĕшпе саккуна пăхăнса ĕçленине пăхса тăма пĕрлехи тĕрĕслевсен планне туса хатĕрлерĕмĕр.
Пурин те пулмалла-и;
Ĕç тăвакан суд приставĕн ĕçне е вăл тунă йышăнăва хирĕçленĕ чух çакăнта ĕç производствин икĕ енне те хутшăнтармалла-и;
И. СМОЛЕНЦЕВА.
РФ гражданла процессуаллă кодексăн (ГПК) 441 статйин 1-мĕш пайĕпе суд приставĕн постановленине, унăн ĕçне (е ĕçлеменнине) тĕрĕслĕх шыракан çын, парăмçă е маларах асăннă ĕçсемпе вĕсен саккунĕсемпе интересĕсене пăснă граждансем тавлашуллăн татса пама пултараççĕ. Кун пирки суд приставĕ ĕçлекен вырăнти суда заявленипе тухмалла. Анчах çакна тума вăхăчĕ пуррине асра тытмалла. Ыйтса çырнине суд приставĕн постановленийĕпе, унăн ĕçĕпе (е ĕçлеменнипе) килĕшмен тата тĕрĕслĕх шыракан çыннăн, парăмçăн е маларах асăннă ĕçсемпе вĕсен саккунĕсемпе интересĕсене пăснă граждансен йышăну тунăранпа 10 кун хушшинче суда тăратмалла.
РФ ГПК 257 статйин 1-мĕш пайĕнчен çакă курăнать. Патшалăх влаçĕн органĕн, вырăнти самоуправлени органĕн, ĕçри çыннăн, патшалăх е муниципаллă служащин йышăнăвĕсене тавлашуллă татса парасси пирки ыйтса çырнине суд гражданин тата патшалăх влаçĕн органĕн, вырăнти самоуправлени органĕн ертÿçисем е представителĕсем, ĕçри çын, патшалăхпа муниципаллă служащи е вĕсен представителĕсем пулсан татса парать.
Суд ларăвне асăннă статьян 1-мĕш пайĕнче палăртнă, хăйсене саккун ыйтнă пек пĕлтернĕ енсем пыманни ыйтăва пăхса тухма чăрмантармасть.
Ыйтса çырни суда хутшăнакансенчен хăшне те пулин пырса тивет тата пăхса тухакан ыйту унăн прависемпе тивĕçĕсене пырса тивет пулсан, кун пеккисен суд ĕçĕнче обязательнăй йĕркепе пулма тивет.
Çак хутсене ыйтмалла
Паян ĕçе вырнаçасси те çамрăк специалистшăн хăйне евĕр экзамен. Ĕç паракан кун пек чух мĕнле документсем ыйтма тивĕç-ха;
С. АЛИМАСОВ, П. ИВАНОВ.
Обществăра кунашкал çивĕч ыйту та пуррине шута илсе вулакансен ыйтăвĕ çине тулли хурав паратăп.
Тин кăна ĕçе вырнаçаканăн ĕç параканпа ĕç килĕшĕвĕ тума тăрсан çак документсене кăтартмалла:
– паспорт е хăй кам пулнине çирĕплетекен ытти документа;
– ĕçе вырнаçакан хăйĕн ĕç биографине тин кăна пуçламасть пулсан тата тĕп ĕçе тепринпе саплаштармасть пулсан ĕç кĕнеки кирлĕ;
– патшалăхăн пенси страховани свидетельстви;
– çар учетĕнче тăракансен тата çара кайма юрăхлисен çар учечĕн докуменчĕсем;
– вĕреннине, пĕлÿ пуррине, квалификаци е ĕç ятарлă пĕлÿ ыйтать пулсан ятарлă пĕлÿ пуррине çирĕплетекен документ.
Хăш-пĕр тĕслĕхсенче тата ĕç спецификине кура ĕç килĕшĕвĕ тума хушма документсем кирлĕ пулма пултараççĕ.
Ĕçе вырнаçаканран Ĕç Кодексĕнче, ытти федераллă саккунсемпе, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕсемпе, Раççей Федерацийĕн Правительствин постановленийĕсемпе пăхман документсене ыйтма юрамасть.
Ĕç килĕшĕвне пĕрремĕш хут йĕркеленĕ чух патшалăхăн пенси страховани свидетельствине тата ĕç кĕнекине ĕç паракан туса парать. Ĕçе вырнаçакан ĕç кĕнекине çухатнă пулсан е вăл юрăхсăра тухнă пулсан, ĕçе вырнаçакан çырса ыйтнипе тата ĕç кĕнеки çуккин сăлтавне кăтартсан ĕç паракан çĕнĕ ĕç кĕнекипе тивĕçтерме тивĕç.