04 сентября 2010 г.
Пĕрисен – хуйхă, теприсен – пуясси
Шомикра иртнĕ кунсенче пулнă çак ĕç. Электричество пăралукĕсем йĕркеллĕ пулманнипе пĕр хĕрарăмăн хуçалăхĕнче пушар тухать. Çулăм пÿрте те, ытти çурт-йĕре те тĕппипех пĕтерет.
Пушар пĕтĕмпех илсе каять теççĕ те, анчах та тепĕр ик-виç кунтан çак вырăна усламçăсем килсе пушартан юлнă тимĕр-тăмăра КамАЗ машинăпах тиесе тухса каяççĕ иккен. Кил хуçине 7 пин тенкĕлĕх тăкак кÿреççĕ.
Çын хуйхи çинче телей курмах пулмĕ пуль çав. Халĕ вăрăсене Уголовлă кодексăн 158 статйи кĕтет.
Юнланнă çĕçĕпе пуртă,
виçĕ ура...
Шăпах çак япаласене тупаççĕ районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем вăрăсенчен пĕрин хуçалăхне пăхса çаврăннă чух. Кунсăр пуçне тата 13 кг сурăх какайĕ те çакăнтах тупăнать. Преступлени тунă вырăнта вара – Хыркасси ялĕнчи пĕр кил таврашĕнче – ура йĕрĕсене палăртаççĕ, шурă сурăх виллине кураççĕ.
Çапла малтанах шутласа хунипе Чĕпĕлкассинче пурăнакан икĕ арçын сурăхсем вăрлама ют яла çитнĕ пулнă. Çуллахи вăхăтра сурăхсем тултах çĕр каçни вара çаксемшĕн питĕ меллĕ çаврăнса тухнă. Икĕ çулхи шурă сурăхпа çулталăкри хура сурăха куç хываççĕ кукăр алăсем. Çĕрлехи вăхăтра сасă тухасран сурăхсен «чĕлхисене» касаççĕ.
Какайлă пулатпăр тесе шутланă пулĕ те арçынсем, халĕ какай çиесси çинчен мар, явап тытасси çинчен шутлама тивет.
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.