29 сентября 2010 г.
Районпа Шупашкар хули хушшинчи туслă çыхăнăва малалла аталантарассине тĕпе хурса республикăмăрăн тĕп хулипе Çĕнĕ Шупашкарта «Кĕр парнисем - 2010» уйăхлăх пур енлĕн вăй илсе пырать. Çакă ытахальтен пулманнине Муркашсем иртнĕ шăмат кун, авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче, тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç.
Уяр та илемĕлĕ кĕрхи çак кун 10 сехетре «Северный» ярмăрккăна пынисенчен пĕри те Муркашсем йĕркеленĕ суту-илÿ кĕтесĕнчен пăрăнса иртмерĕ. Сăмах май, çак кун Шупашкарта ĕçленĕ «канмалли кунсен» ярмăрккисенчен чи йÿнĕ тата таварсен пысăк ассортименчĕллĕ ярмăркки те «Северный» пулчĕ.
Малтанласа палăртнă пекех 10 сехетре Муркашсен ярмăрккине уçма хатĕрленĕ вырăна халăх йышлă пухăнчĕ. Хăйне евĕр пĕчĕк черет те палăрчĕ кунта.
Муркаш енри ял хуçалăх таварĕсен ярмăрккине район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов уçрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче хула ял çыннисене хăйсен таварĕсене тивĕçлĕ вырнаçтарма май уçса панишĕн тав турĕ, Муркашсем малашне çак ярмăрккăран сивĕнмессе палăртрĕ. «Пирĕн йыш та, таварсен ассортименчĕ те кунта çулсерен ÿссе пырĕ», – терĕ вăл хулара пурăнакансене ялтан килнĕ таса продукципе паллашма сĕнсе.
– Пирĕншĕн çак суту-илÿ çулĕ икĕ еншĕн те усăллă. Ял çыннисем хăйсен ытларах продукцине хулана килсе пĕр чăрмавсăр сутса укçа тăвĕç. Хулара пурăнакансем вара чикĕ урлă кÿрсе килмен продукципех хăйсен сĕтелĕсене тултарĕç, – терĕ Муркашсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав туса Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Булгаков.
Хулари Мускав район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Петров та çак ырă пуçару малалла та вăй илессе шанни çинчен, хăйсем ăна аталанма пур енлĕ çулсем уçса парасси пирки пĕлтерчĕ. Мĕнех, апла пулсан Муркашри çĕр ĕçченĕсемшĕн хăйсем туса илнĕ продукцие вырнаçтарма çул уçă!
Çак ырă шанчăк «Расна» ансамбльĕн уява хатĕрленĕ ташши-юрринче те палăрчĕ.
Йыш тенĕрен. Ярмăрккăра çак уяр та илемĕ кĕрхи кун Ильич яч. хис., Ленин яч. хис., «Оринино», «Передовик», «ВаСем» хуçалăхсемпе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин, Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсен коллективĕсене, уйрăм килти хушма хуçалăх ĕçченĕсене курма май пулчĕ.
– Хула çыннисене ял хуçалăхĕн паха продукцийĕсемпе тивĕçтерни савăнтарать. Муркашсен продукцине вара эпĕ яланах мала хуратăп. Паян та симĕс суханпа шăратнă çăва Муркашсеннех туянтăм, – терĕ «Передовик» хуçалăхăн тĕп зоотехникĕнче вăй хуракан Г. Миронова киоскĕ умĕнчен тулли сумккăпа уйрăлса кайнă май Светлана Крылова.
– Кунта килнишĕн пĕр ÿкĕнÿ те çук. 850 килограмм çĕр улми, 400 килограмм купăста – йăлтах 18 тенкĕпе – самантрах сутăнса пĕтрĕ, – терĕç Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Малтикасран килнĕ Людăпа Андрей Пихтеровсем ĕç вырăнне тирпейлеме пуçланă май.
– 1,5 тонна çĕр улмирен виçĕ михĕ çеç юлчĕ, – савăнăçне пытармасть «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество пуçлăхĕ В. Кондратьев.
«Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă обществăн суту-илÿ машини умĕнчен те çак кун халăх татăлмарĕ. «Кунĕ илемлĕрен-тĕр пасарта халăх йышли курăнать. Пирĕн продукцие хапăл тăвакансем те пайтах пулни ĕçленин усси пуррине кăтартать. Эпир паян ярмăрккăна 2000 штук суйланă çăмарта, 5500 штук 1-мĕш категориллĕ столовăй çăмарта, 3600 штук 2-мĕш категориллĕ столовăй çăмарта, 250 килограмм чăх какайĕ илсе тухрăмăр. Хăвăрах куратăр – нумай юлмарĕ», – савăнăçне пытармасть чăх-чĕп фабрикинчи Ирина Николаева сутуçă чăх çăмарти туянакан черетлĕ хĕрарăмпа кăмăллăн калаçнă май.
«Пасар пĕрле те телейĕ уйрăм», – теççĕ халăхра. Анчах иртнĕ шăмат кун йăлтах пĕр çыхăра пулчĕç.
Анатолий БЕЛОВ.