Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕх пур енлĕ пулмалла

29 сентября 2010 г.

Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи Валентина Никтополионовна Ипатьева, Хорнуй ял тăрăхĕнчи ветерансен канашне ертсе пыракан Галина Алексеевна Павлова тата районти старейшинăсен канашĕн членĕ Александра Федоровна Анисимова ларуран тухсан та уйрăлма васкамарĕç. Çитес уява ăнăçлă ирттересси пирки пĕр-пĕрин шухăшĕпе тĕплĕнех паллашрĕç хастар хĕрарăмсем.

Районти ветерансем яланах активлăхпа палăрса тăраççĕ. Акă тунти кун та вĕсем ларура çитес суйлавпа халăх çыравĕ пирки чылай ыйту сÿтсе яврĕç. Ял тăрăхĕсенче ватă çынсен уявĕсене интереслĕрех те анлăрах ирттересси пирки пĕр-пĕринпе канашларĕç.

Уяв умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов ватă çынсене саламласа ятарлă хушу кăларни пирки пĕлтерчĕ. Унпа килĕшÿллĕн уяв кунне халалласа ватă çынсене çăмăллăхсемпе тивĕçтермелле. Çапла вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсен октябрĕн 1-мĕшĕнче çÿç кастарасси тÿлевсĕрех пулĕ. 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсемпе 60 çултан аслăрах арçынсем те çÿç кастарнă хакăн 50 процентне çеç тÿлĕç. Çавăн пекех ватă çынсем мунча кĕрессинче те çăмăллăхсем йĕркелессине пăхса хунă. Октябрĕн 3-мĕшĕнче вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсем мунчара тÿлевсĕрех вĕри сывлăшпа киленме пултараççĕ, ытти ватă çынсем вара, çÿлерех çырса панă пекех – çур хакпа.

Район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи А. Андреева уяв мероприятийĕсем вырăнсенче епле иртесси çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Культура ĕçченĕсем, шкулта вĕренекенсем, учительсем, пур предприятипе организаци те ватă çынсене асра юлмалли уяв йĕркелесе пама шантарнине пĕлтерчĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Е. Плечов, социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Н. Петрова тата Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Е. Александрова ветерансене саламласа ăшă сăмахсем каларĕç. Муркашри тĕп больницăн тĕп врачĕ В. Данилов та ветерансен нумай ыйтăвне тивĕçлĕ хуравсем пачĕ, уяв кунĕпе çыхăннă мероприятисене сывлăх хуралçисем те хутшăнассине каларĕ. Шурă халатлисем кашни ватă çын патнех çитме тăрăшĕç.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика